Хулара
![]() gksod.ru сайтри сӑн Шупашкарта 12 ҫулти хӗрача укҫа ӗҫлесе илес тенӗ. Анчах вӑл ку преступлени пулнине ӑнланман. Хӑй каланӑ тӑрӑх, тупӑш тумалли меле вӑл мессенджерта тупнӑ. Палламан ҫынсем ӑна 71 ҫулти арҫынран 800 пин тенкӗ кайса илме хушнӑ. Лешне хайхискерсем арӑмӗ аварие лекнӗ, ӑна сиплеме укҫа кирлӗ тесе суйнӑ. Хӗрача укҫана кайса илнӗ, 790 пин тенкине ҫав палламан ҫынсене куҫарса панӑ, 10 пин тенкине хӑйӗн валли хӑварнӑ. Ачана кӗҫех тытса чарнӑ. Полици пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн арҫынна кӳнӗ тӑкака саплаштарма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Колешша ялӗнче пурӑнакан ҫынна кӳршине кӳрентерсе пӗтернӗшӗн явап тыттарнӑ. Ӑна суд штрафланӑ. Ял ҫынни пӑтӑрмах пирки прокуратурӑна ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн унтисем тӗрӗслев ирттернӗ. Колешша ялӗнче пурӑнакан арҫын пӗр ирхине, чӑн та, хӑйӗн кӳршине килӗшӳсӗр сӑмахпа кӳрентерсе пӗтернине палӑртнӑ. Лешӗ ҫавна телефон камери ҫине ӳкерсе илнӗ. Чӗлхене ирӗке янӑшӑн арҫынна суд административлӑ майпа явап тыттарса 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.rosguard.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри пӗр ялта пурӑнакан арҫын утӑ ҫулма тухса граната курнӑ. Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Кульцав ялӗнче пурӑнакан ҫын хӑй асӑрханӑ япала пирки тӳрех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Вырӑна Росгвардин ОМОН ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Граната вӗренмеллискер пулнӑ иккен. Граната хӑҫантанпа унта выртнине калама йывӑр, вӑл тутӑхма ӗлкӗрнӗ. Йӗрке хуралҫисем ун пек япалана курсан тӳрех хӑйсене систерме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫамрӑксен театрӗн афиши Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Иосиф Дмитриев-Трера асра тытать. Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 13 сехетре театрта «Иосиф Трер. Учитель – друг, наставник, вдохновитель» (чӑв. Иосиф Трер. Учитель — юлташ, вӗрентекен, хавхалантаркан) проектпа килӗшӳллӗн «Наследие. История чувашского театрального искусства и кинематографа» (чӑв. Эткерлӗх. Чӑваш театр ӳнерӗпе кинематографин историйӗ) лекци иртӗ. Паллӑ актёр, режиссёр, театр педагогӗ, поэт, фольклор куҫаруҫи, этнотеатровед Иосиф Дмитриев пурӑннӑ пулсан паян 77 ҫул тултаратчӗ. Унӑн пурнӑҫ усал чире пула татӑлчӗ. Лекцие кирек кам та кайса итлесе ларма пултарать. Унта тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре чухӑнсен шучӗ чакнӑ. Кун пирки республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова Правительство ҫуртӗнче ӗнер иртнӗ ларура. Министр ӗнентернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулта чухӑнлӑх чиккинчен пӗчӗкрех тупӑшлӑ ҫынсен йышӗ пирӗн тӑрӑхра унчченхи ҫулхинчен 11,5 пин ҫын сахалланӑ. Ун пеккисен йышӗ 152,6 пин ҫынпа танлашнӑ. Чухӑнлӑх шайӗ 13 процент чакнӑ, ку вӑл танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 0,9 процерт пӗчӗкрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ирина Клементьева тунӑ сӑн Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакансен ырӑ йӑла пур. Вӗсем Троица уявӗнче мӗн ӗлӗкрен вӑййа тухнӑ. Ҫак уява вӗсем халӗ те манмаҫҫӗ. Кивӗ Эйпеҫсем кӑҫал та вӑййа тухнӑ. Ырӑ йӑлана пӑхӑнаҫҫӗ - пурте чӑваш тумӗ тӑхӑнса тухнӑ, купӑс каласа юрланӑ-ташланӑ. Пӗр сӑмахпа, чунран савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Нумаях пулмасть куҫ курманнисен хушшинче Раҫҫей кубокӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш Мария Мамаева унта 5 медаль ҫӗнсе илнӗ. Мария ӑмӑртура тӗрлӗ дистанцие тӗрлӗ мелпе ишсе 2 ылтӑн, 2 кӗмӗл, 1 пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑртӑва 17 регионти спортсменсем хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Паралимп вӑййисен, тӗнче, Европа шайӗнчи ӑмӑртусен чемпионӗсемпе призерӗсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ольга Фёдорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗ Наци вулавӑшӗнче литература пикникӗ иртнӗ. Кун пирки Ольга Фёдорова ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Унта сӑвӑҫсем, поэзие юратакансем пухӑннӑ. Литература пикникӗнче Марина Карягина вырӑс ҫыравҫисен чӑвашла хӑй куҫарнӑ сӑввисене вуланӑ, Мальвина Петрова, Ольга Австрийская, Елизавета Долгова хӑйсен сӑввисемпе паллаштарнӑ, Геннадий Кириллов артист чӑваш ҫыравҫисен юптарӑвӗсене каласа кӑмӑла ҫӗкленӗ, Надежда Кириллова Геннадий Айхи хайлавне шӑрантарнӑ. Чӗмпӗртен килсе ҫитнӗ Виктор Аванмарт сӑввисем те янӑранӑ. Елчӗк округӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Ирӗк Килтӗш (Валерий Краснов) гитара каласа хӑй ҫырнӑ юрӑсене юрланӑ. Ольга Фёдорова Анатолий Смолин сӑввине вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-26-мӗшӗсенче, Чӑваш Енре «Славяно-тюркский мир: история и современность» (чӑв. Славянсемпе тӗрӗксен тӗнчи: истори тата хальхи вӑхӑт) ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви, Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата «Знание» Раҫҫейри обществӑн регионти уйрӑмӗ. Конференцие республика Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Контактри" сӑн Куславкка округӗнчи Тӑвай ялӗнче пурӑнакан Зоя Белоусова «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» музея хӑйӗн ӗҫне парнеленӗ. Вӑл – хӑй тӗрленӗ панно, ӑна тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ. Зоя Белоусова – педагогика ветеранӗ. Ялти клубра йӗркеленӗ ал ӗҫ кружокне ҫӳреме пуҫласан вӑл тӗрлеме тытӑннӑ. Хӑйӗн черетлӗ ӗҫне асламӑшне /е кукамӑшне/ Клавдия Павловна Петровӑна халалланӑ. Вӑл окоп чавнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |