Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Республика больницине юна тасатмалли ҫӗнӗ аппарат вырнаҫтарнӑ. Вӑл – анестезиологипе реанимаци уйрӑмӗнче.

Ку техника организма токсинсенчен тасатма, пулӑшать, йывӑр чирлӗ ҫынсен шалти органӗсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркелет. Уйрӑм заведующийӗ Дмитрий Рыжов пӗлтернӗ тӑрӑх, аппарат юн япӑх кӗвелнипе аптӑракан ҫынсене те тухӑҫлӑ сиплеме май парать. Ҫак оборудованипе тухӑҫлӑ усӑ курма тытӑннӑ ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20209
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи ҫемье Барнаулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ял спорчӗн вӑййисенче иккӗмӗш вырӑн илсе таврӑннӑ. Ҫак ҫитӗнӗве Ефремовсен ҫемйи тунӑ.

Софья, Александр тата Анастасия 2012-2013 ҫулта ҫуралнӑ ачасемпе тупӑшмалли ушкӑнра вӑй виҫнӗ. Ӑмӑрту программинче дартс, гимнастика тата йӗлтӗр эстафети пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_423445
 

Хулара

Шупашкарти троллейбуссем ҫинче валидаторсем вырнаҫтарнине эсир асӑрханӑ пулӗ.

Чӑваш Енри ҫул укҫине аллӑн мар укҫапа илекен регионти оператор, пӗрлехи транспорт карти (ЕТК), асӑрханӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр валидатор йӗркеллӗ ӗҫлемен иккен. Ҫавна май ҫынсен банк картти ҫинчи укҫа ҫийӗнчех тытӑнса юлман. Хале ҫав укҫана тытса юлӗҫ.

 

Сывлӑх
https://vk.com/wall-90291590_22285 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://vk.com/wall-90291590_22285 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти парксенчен пӗринче арҫын выртнине ҫулпа иртсе пыракан ҫын асӑрханӑ. Вӑл васкавлӑ пулӑшу машинине часрах чӗнсе илнӗ, хӑй вара бригадӑна кӗтсе илнӗ.

Тӑнне ҫухатнӑ арҫынна васкавлӑ пулӑшу машининчех пӗрремӗш пулӑшу пама тытӑннӑ, унтан ӑна Хулари клиника пульницине илсе кайнӑ. Арҫын юн тымарӗсен чирӗпе аптӑрать иккен.

Иртсе пыракан ҫын васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илмен пулсан вӑл вӑрмантах вилсе каятчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-90291590_22285
 

Экономика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре «Витрина закупок Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин туянакансен витрини) информаци порталӗ ӗҫлесе кайнӑ. Ӑна республикӑн Конкурентлӑ политикӑпа тариф патшалӑх служби ӗҫлеттерсе янӑ. Унта патшалӑх тата муниципалитет закупкисемпе ҫыхӑннӑ хыпара вырнаҫтараҫҫӗ.

Платформа тӗллевӗ – туянса илнине усӑмлатасси.

 

Раҫҫейре

Мускавра иртнӗ «Пыл хурчӗ тата ҫын» конгресра чӑваш пылне тивӗҫлипе хакланӑ. Леонид Кудряшовӑн пылӗ 35 ҫӗршывран илсе килнӗ пылсен хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Унӑн тути ҫемҫе, паха. Ку жюрие чӑннипех те тӗлӗнтернӗ.

Леонид ӑна Етӗрне округӗнчи Сӑрҫум вӑрман хуҫалӑхӗнче туса илет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/photo-194537172_457246841
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Ен спортсменки Екатерина Андреева Атӑлҫи федераци округӗнче спорт гимнастики енӗпе иртнӗ чемпионатра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Йошкар-Ола хулинче иртнӗ.

Екатерина Андреева нумай енлӗ кӗрешӳре вӑй виҫнӗ. Вӑл пурне те ҫӗнсе малти вырӑна ҫӗнсе илнӗ.

Екатерина Олимп резервӗсен 6-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл – Раҫҫей спорт мастерӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75303
 

Вӗренӳ
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Раҫҫейри шкулсенче юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче янӑрӗ, шкулпа сывпуллашмалли куна вара ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тесе палӑртнӑ. Ҫакӑн пек сӗнекенни — Раҫҫейӗн ҫутӗҫ министерстви.

Шкулсенче савӑнӑҫлӑ мероприятисем ирттернӗ чухне асӑрханулӑх пирки манмалла маррине халех аса илтернӗ.

 

Культура
respublika21.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк
respublika21.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцена ӑстине, оркестр артистне, Марианна Архиповӑна, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.

Марианна Германовна – скрипка ӑсти. Вӑл Шупашкарти Ф.П. Павло ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Кайран ӑсталӑхне Хусанти консерваторире туптанӑ. Унта унӑн вӗрентекенӗсем Георгий Ходжаев тата Борис Каплун пулнӑ.

 

Политика
chuvash.er.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvash.er.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Сергей Артамонова шаннӑ. Ун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Ҫак кунсенче Сергей Геннадьевич Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ пулнӑччӗ. Унччен вӑл ял хуҫалӑх министрӗ пулса ӗҫленӗччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 178, 179, 180, 181, 182, 183, 184, 185, 186, 187, [188], 189, 190, 191, 192, 193, 194, 195, 196, 197, 198, ... 4039
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулӑхпа, психологипе е медицинӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ сире социаллӑ статуса ӳстерме пулӑшӗ. Парӑмсемпе, кредитсемпе, налуксемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем татӑлӗҫ. Эсир укҫапа ҫыхӑннӑ ӗҫсене лайӑх пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫутҫанталӑка тухни, шыв процедурисем, сывлӑха ҫирӗплетмелли массаж курсӗ тата спорт сывлӑха тата нерв тытӑмне лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Чӳк, 26

1911
114
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...