Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Чувашское народное творчество» (чӑв. Чӑваш халах пултарулӑхӗ) ярӑмпа «Свадебные песни средненизовых чувашей» ятлӑ пиллӗкмӗш том кун ҫути кӑтартни пирки пӗлтерет. Ӑна икӗ чӗлхепе — вырӑсла тата чӑвашла — хатӗрленӗ.
Кӗнекене пухса хатӗрлекенни, умсӑмахпа комментарисен авторӗ ‒ философи наукисен кандидачӗ, институтӑн филологи енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Ольга Михайлова. Фольклор тексчӗсене те чӑвашларан вырӑсла вӑл хӑех куҫарнӑ.
Кӗнекене туй пуҫ юррисем, хӑйматлӑх юррисем, хӑйматлӑх арӑмӗн юррисем, мӑн кӗрӳ такмакӗ, каччӑ енчи туй арӑмӗсен юррисем, туй ачисен юррисем, хӗр йӗрри, хӗр ҫум юррисем, хӗр енчи туй арӑмӗсен юррисем, ҫӗнӗ хӑта юррисем кӗнӗ.
