Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри аслӑ шкулсем, техникумсемпе колледжсем абитуриентсенчен заявленисем йышӑнма пуҫланӑ. Аслӑ пӗлӳ илес текенсенчен чылайӑшӗ политик пуласшӑн, социаллӑ ӑслӑлӑхсене суйласшӑн. Психологсемпе педагогсем, педиатрсем, стоматологсем, фармацевтсем те пуласшӑн. Электроэнергетика тата электротехника вӑрттӑнлӑхне ӑша хывас, строительство, транспортпа технологи машинисене ӗҫлеттерме вӗренес шухӑшлисем те сахал мар. Ятарлӑ вӑтам професси пӗлӗвӗ илес текенсем сантехника хатӗрӗсене, сывлӑш тасатакан тытӑма пухас тата вӗсене тытса тӑрас, ҫуртсемпе сооруженисене тӑвас тата эксплуатацилес пултарулӑха, информаци тытӑмӗпе программировани, электроснабжени ӑсталӑхне алла илесшӗн. Ӗҫ профессийӗсенчен программа управлениллӗ станоксен операторӗ, графика дизайнерӗ, сварщик, электромонтер специальноҫӗсене суйлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӑмӑл атлетика енӗпе 101-мӗш чемпионат та Шупашкарта иртес шанчӑк пур. Ҫакӑн пирки ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Юрий Борзаковский Шупашкарта пӗлтернӗ. Аса илтерер, утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче черетлӗ сезонти календарь те пулнӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ӑмӑртӑва йышӑнас шанчӑк икӗ хулан пур: Хусанӑн тата Шупашкарӑн. «Чемпионата ӑҫта ирттерессине президиумӗн кӗрхи ларӑвӗнче татса парӑпӑр, – тенӗ Юрий Борзаковский. – Турнир е Шупашкарта иртӗ, е Хусанта. Хальлӗхе Шупашкар пирки шухӑшлатпӑр». Шупашкарта турнир кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут пуҫтарӑннӑ. Унччен Раҫҫей чемпионатне ҫӑмӑл атлетсем Чӑваш Ен тӗп хулине 2002, 2009, 2011, 2012, 2015 тата 2016 ҫулсенче пуҫтарӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Утӑ уйӑхӗн 26-29-мӗшӗсенче Тӗмен хулинче «ЛиФФт-2019» Пӗтӗм Раҫҫейри IV литература фестивалӗ иртнӗ. Унта ыттисемпе пӗрлех Марина Карягина поэт, драматург хутшӑннӑ. Чӑваш культурине Тӗмен тӑрӑхӗнче аталантарма пулӑшакан «Ентешлӗх» фонд ертӳҫи Алексей Павлов Фейсбукра паян пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль хупӑннӑ кун Марина Карягинӑпа тӗл пулма вӑл тӑрӑхри чӑвашсем, фонд ертӳҫи хӑй тата «Ентешсем» ансамбль пырса ҫитнӗ. Марина Карягина унччен те ку фестивале хутшӑннӑччӗ. 2017 ҫулта вӑл кӗмӗл наградӑна тивӗҫнӗччӗ. Марина Карягина Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче 1969 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1992 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Пултаруллӑ поэт тата драматург 1992 ҫултанпа Чӑваш телевиденийӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Олег Ладыков Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлне 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарас хӑрушлӑх пур. Ҫапла пӗтӗмлетме Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтерни хистет. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ирхи 5 сехет ҫурӑ тӗлӗнче Муркаш районӗнчи Калмӑккасси ялӗ ҫывӑхӗнчи «Мускав-Ӗпхӳ» федераци трасси ҫинче инкек пулса иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Ауди» автомашина ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса тӑрӑннӑччӗ, унтан «УАЗ-3909» автомобильпе ҫапӑннӑччӗ. УАЗ водителӗпе салонти тепӗр пассажир аманнӑ. Руль умӗнче пулни инкек вырӑнӗнчен тарнӑ пулин те ӑна тупса палӑртнӑ. Машинӑна Олег Ладыков тытса пынӑ тенӗрен каччӑна суд авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗччен хупса хума йышӑннӑ. Ҫирӗмри ҫамрӑк тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «б» пункчӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫулччен хупма пултараҫҫӗ. Тантӑшӗсене хӗненӗшӗн Олег Ладыковкӑҫалхи ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче судпа айӑпланнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан управлени ӗҫченӗсем Шупашкарти пӗр пасарта иккӗленӳ ҫуратакан тавар тупнӑ. Вӗсем кантӑр ӳкернӗ нускисене туртса илнӗ. Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал продукци наркотике пропагандӑланипе танах. Ҫӳлерех асӑннӑ управлени ӗҫченӗсем нуски партине туртса илнӗ. Халӗ административлӑ тӗпчев пырать. Куншӑн усламҫа 50 пин тенкӗ таран штрафлама, суту-илӳ точкин ӗҫне 90 талӑк таран чарса лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Утӑ уйӑхӗ вӗҫленсе пырать, анчах вӑл шӑрӑх ҫанталӑкпа питех савӑнтармарӗ-ха. Малашне мӗн кӗтмелле? Шел те, синоптиксем савӑнтармаҫҫӗ – республикӑра ҫитес эрнере каллех сивӗтет. Ҫанталӑк кӗркуннене аса илтерӗ. Тунтикун сывлӑш температури 10-15 градус ҫеҫ пулӗ. Кунашкалли авӑн уйӑхӗнче ытларах пулать. Ҫитменнине, ҫил вӑйланӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Вӗсене пула, телее, ҫӗрлесерен тӑм ӳкмӗ. Кӗҫнерникунччен ҫанталӑк ҫапла тӑрӑ. Кӗҫнерникун Чӑваш Ене ӑшӑ фронт килет. Анчах ҫумӑр ҫума чарӑнмӗ-ха. Сывлӑш температури вара ӳсӗ – ҫурлан 1-4-мӗшӗсенче 15-20 градус пулӗ. Хальлӗхе синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла та утӑ уйӑхӗ пек 2-3 градус сивӗрех тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чулхула тӑрӑхӗнчи пакунлисем преступлени тунӑ тесе шутланипе икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Пӗрне, аслӑраххине, — Совет районӗнче. Теприне, вунӑ ҫул кӗҫӗнреххине, — Дзержинскра. Пакунлисенчен тарса ҫӳренӗ арҫынсем Киров облаҫӗнче ҫуралнӑ тесе пӗлтернӗ маларах Чӑваш халӑх сайтӗнче. Таркӑнсем ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Усал ӗҫе Чӑваш Республикинче тунӑ. Тарса ҫӳрекен икӗ арҫынна Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерстви шыранӑ. Киров тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ арҫынсем Чулхула тӑрӑхне ҫитнӗ. Унта чарӑннӑ. Иккӗш икӗ ҫӗрте ҫӳренӗ. Ҫавах вӗсем пакунлисен аллине ҫакланнӑ. 1982 ҫулта ҫурални те, унран кӗҫӗнрех тусӗ те. Вӗсене ҫӗркаҫ тытса чарнӑ. Таркӑнсене Чӑваш Республикинчи йӗрке хуралҫисен аллине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хусанта пурӑнакан арҫынпа хӗрарӑм ачана ҫул хӗрринче хӑварнӑ. Ҫулталӑкри хӗрачана. Хӑйсен хӗрне. Ҫӗрле. Пӗччен. Ҫав кун мӑшӑр хирӗҫнӗ. Ҫул хӗрринче. Ҫынсем ҫӳремен вырӑнта. Хытах вӑрҫӑннӑ. Уйрӑлма шут тытнӑ арҫынпа хӗрарӑмӑн калаҫу сыпӑнман. Хӗрарӑм упӑшкин машининчен тухнӑ. Тарӑхса алӑка хупнӑ. Унпа ҫулталӑкри хӗрӗ пулнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗн машинине ларнӑ. Ларнӑ та вӗҫтернӗ. Пӗччен. Ачана пӑрахса хӑварса. Тӗттӗмре ҫул хӗрринче пӗччен ларакан ачана таксист асӑрханӑ. Салонти хӗрарӑм-пассажир васкавлӑ службӑсене часрах чӗннӗ. Васкавлӑ пулӑшу машини, йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ. Кайран — ачан ашшӗпе амӑшӗ. Вӗсене 500-шер тенкӗлӗх штрафлама пулать тесе ӑнлантарнӑ журналистсене право хуралӗнче ӗҫлекен ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫухалнӑ хӗре хваттер хуҫисем чӑматанта тупнӑ. Хӗр телефона тытманран шырама пуҫланӑ. Пике ҫын хваттерне Мускавра тара илсе пурӑннӑ. Хӗрпе ҫыхӑнма май килмен. Хваттер хуҫисем ӑна шыраса хваттере пынӑ. Хӗр виллине унти чӑматанта асӑрханӑ вӗсем. Пырьев урамӗнче виле тупнине тӗпчевҫӗсем утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Чӑматана пытарнӑ хӗре ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Кӑкӑр тӗлӗнчен. Хӗре унӑн тӑванӗсем шырама пуҫланӑ. Вӑл ҫукран вӗсем пике пурӑнакан хваттер хуҫисемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсене унта кайса пӑхма ыйтнӑ. Кам вӗлернине тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак уйӑхра Ҫӗнӗ Мускаври хваттерте стюардессӑна вӗлернӗ. Айӑплӑ тесе 25 ҫулти каччӑна хупнӑ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» предприятине урӑх ҫын туянасшӑн. Ҫакӑн пирки «Советская Чувашия» хаҫат нумаях пулмасть пӗлтернӗ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫа ӗненсен, Чӑваш Енри чӑх-чӗп хапрӑкне Волгоград облаҫӗнчи пӗр предприяти туянасшӑн. Унти «МегаМикс» компанисен ушкӑнӗ куҫ хывнӑ иккен. Ҫапах та кунта пӗр анчах пур. Чӑх-чӗп хапрӑкӗн пурлӑхӗ — Перекет банкӗнче салукра. Апла пулсан, сутма Перекет банкӗ ирӗк пани кирлӗ. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, предприятин кредит учрежденийӗнчен процентпа кивҫен укҫа илнӗ чух пурлӑха салука хывнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: «Юрма» предприятипе Тутарстанри «Агросила» агрохолдинг та хӑй вӑхӑтӗнче кӑсӑкланнӑччӗ. Кун пирки сас-хура 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тухнӑччӗ. Ҫав ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Тутарстанри предприяти туянас шухӑша улӑштарнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |