Культура
![]() Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш Енри Ентешлӗхсен ертӳҫисен канашӗн председателӗ Юрий Зорин чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинерти тӗп пӗлӳ паракан шкулта пулнӑ. Юрий Александрович шкул коллективӗпе тӗл пулса калаҫнӑ. Вӑл пирӗн республикӑра кӑҫалтан Чӑваш тӗррин кунне уявлама пуҫлассине аса илтернӗ. Сӑмах май, Юрий Зорин пушӑ алӑпа ҫӳремест. Шкула вӑл чӑваш тӗррипе паллаштаракан вӗренӳ пособийӗн 20 комплектне парнеленӗ. Вӑл пособисене депутат Куславкка, Вӑрмар тата Тӑвай районӗнчи мӗнпур шкула туянса пама шантарнӑ. «Раскраска-исследование» тата «Книжки для вырезания» кӗнекесем туяннӑ. Вӗсем чӑваш ҫи-пуҫӗпе паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |