Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Чӑваш Енри пушар хуралӗн ӗсченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри хӑш-пӗр вӗренӳ учрежденийӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр мар.

Ҫӑлавҫӑсем 439 шкулпа 340 ача пахчине, аслӑ пӗлӳ паракан 14, вӑтам ятарлӑ пӗлӳ паракан 27 заведенине, тӑлӑх ачасен 3 центрне тата хушма пӗлӳ паракан 104 организацие шута илнӗ.

Пушар надзорӗ мӗнпур организацирен 859-шне, е 93 процентне, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗр тесе йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 257 кӑлтӑк тупса палӑртнӑ, должноҫри 80 ҫынна явап тыттарнӑ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр маррисем — ҫичӗ организаци. Ҫавсен шутӗнче — Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Маленькая страна» (чӑв. Пӗчӗк ҫӗршыв) 1-мӗш ача пахчи, Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул, Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул, Муркаш районӗнчи Шомикри вӑтам шкул, Улатӑрти 2-мӗш вӑтам шкул тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш вӑтам шкул.

Ҫӗмӗрлери 2-мӗш вӑтам шкулта юсав ӗҫне юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне ҫес вӗҫлӗҫ. Унччен ачасем урӑх шкулсене ҫӳрӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти старик 11 ҫулти ачана куҫ хывнӑ. Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Йӗрке хуралҫисене ҫавӑн пирки хыпар тепӗр кунхине, кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлӗнче, ҫитнӗ. Пакунлисем тӗлӗнтермӗш этеме часах тупса палӑртнӑ.

71 ҫулти арҫын Лакрей вӑрманӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне 11 ҫулти арҫын ача ҫумне ҫулӑхнӑ. Сак ҫинче пӗччен лараканскерпе вӑл сӑмах пуҫарнӑ. Ар хутшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫнӑ май килӗшӳсӗр япалана туса пӑхма сӗннӗ.

Арҫын ача ҫумне ҫулӑхнӑ этем 2016 ҫулта тӗрмерен тухнӑ иккен. Ҫул ҫитменнисене пӗрре кӑна мар ирӗксӗрленӗшӗн унта вӑл 17 ҫул ларнӑ. Ирӗке тухсан арҫын каллех хӑйӗн чун киленӗҫӗ патне таврӑнма шут тытнӑ курӑнать, анчах пакунлисен аллине ҫакланнӑ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче Валерий Алексин журналистӑн «Тӳсӗмлӗх чунра-юнра» кӗнеки нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. Унта чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ статьясем, очерксем, интервьюсем кӗнӗ.

Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, автор хӑйӗнпе калаҫакан ҫынсене юратни-хисеплени сисӗнет.

«Автор паянхи наци культурин аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатнӑ», — пӗлтерет Ольга Иванова.

Кӑларӑм виҫӗ сыпӑкран тӑрать. «Шырав сукмакӗ» пая архив докуменчӗсене, ҫынсем каласа панисене, асаилӳсене, ҫырусене тӗпе хурса ҫырнӑ. «Сӑнсем» сыпӑкра чӑваш культурин паллӑ ҫыннисемпе паллаштарнӑ. Вӗсен йышӗнче — Дмитрий Михлеев кинорежиссер тата ҫыравҫӑ, Алексей Мажуков композитор, Владимир Бурмистров артист, Михаил Козлов биолог, Борис Чиндыков драматург, Юрий Плющев кинооператор тата фотохудожник тата ыттисем. «Канӑҫа ҫухатнисем» сыпӑкра хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ тӗлӗнтермӗш ҫынсем ҫинчен вуласа пӗлме пулать.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алла Салаева Инстаграмри страницинче Трактор тӑвакансен культура керменӗ умӗнче типӗ фонтан ӗҫленине ӳкернӗ видео вырнаҫтарнӑ.

Хальлӗхе фонтан тест режимӗнче ӗҫлет. Вӑл хӑш кунсенче ӗҫлесси паллӑ мар-ха. Алла Салаева халӑх тетелӗнчи страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, график Кадет корпусне уҫсан паллӑ пулӗ. Фонтан ҫывӑхӗнчи паркра хальлӗхе ӗҫ хӗрӳ пырать-ха.

Ӗнерхи кун тӗлне ҫулсене, лапамсене, тротуарсене, велосипед ҫулӗсене туса пӗтернӗ. Унти ӗҫе кунсерен 100 яхӑн ҫын, 40 ытла техника хутшӑннӑ. Журналистсемпе блогерсем те Кадет корпусӗнче тирпейленине унччен сайтра хыпарланӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52083
 

Хулара

Шупашкарти «Садовый» микрорайонти ача пахчине тумашкӑн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Малтанхи хака палӑртнӑ: 151 миллион та 128 пин тенкӗ.

Ача пахчи икӗ хутлӑ пулӗ, унта 240 ача ҫӳрӗ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн ача пахчине 10 уйӑхра – ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен – туса пӗтермелле.

Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарта 11 ача пахчи тума тытӑнмалла. Хальлӗхе тӑвттӑшӗн тӗлӗшпе аукцион иртнӗ: Соляное микрорайонти, Ҫӗнӗ хула микрорайонти (2 ача пахчи), Университ-2 микрорайонти. Сосновка поселокӗнче аукциона тепӗр хутчен ирттерӗҫ.

 

Республикӑра

Полици подполковникӗ Юрий Плотников ывӑлӗпе ҫав кун Муркаш районӗнчи Сарчак ялӗнче хӑнара пулнӑ. Ӑнсӑртран вӗсем темӗн шаплатнине илтнӗ. Тепӗр урамра ҫурт ҫунма пуҫланӑ-мӗн.

Полицейски 20-ри ывӑлӗпе пушар енннелле чупнӑ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре ҫынсем пухӑнма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Халӑх ҫулӑма хӑйӗн вӑйӗпе сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Полицейскипе ывӑлӗ ытти арҫынпа пӗрле ҫывӑха лартнӑ автомобильсене тӗксе куҫарнӑ.

Кӳршисем ҫунакан ҫуртра хӑй тӗллӗн утайман 17 ҫулти арҫын ача пулнине пӗлтерсен полицейскипе ывӑлӗ пӗр чӳречене ҫӗмӗрнӗ. Ҫамрӑкки ҫурта пӗрремӗш кӗнӗ. Ашшӗпе пӗрле вӗсем кӳмере ларакан сусӑра урама илсе тухнӑ.

Шел те, ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкар районӗнчи Ишлей станцийӗ патӗнчи чукун ҫул каҫҫи урлӑ ирӗклӗн иртме чарнӑ. Ҫакӑ унта хӑтлӑх курес ӗҫ пуҫланнипе ҫыхӑннӑ.

Чукун ҫула тытса тӑракан «РЖД» акционерсен уҫӑ обществин Инфраструктурӑн Канашри дистанцийӗ юсав ӗҫне ӗнертен, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, тытӑннине хыпарланӑ. Ҫакӑн пикри вӑл «Чӑвашупрдор» хысна учрежденине систерсе хунӑ. Юсавпа тата хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫ пирки ҫул-йӗр инспекторӗсем те пӗлеҫҫӗ, яваплисем вӗсене малтанах систерсе хунӑ. «РДЖ» акционерсен обществинче ӗҫе авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӗҫлессине пӗлтереҫҫӗ.

Чукун ҫула юсанӑ хыҫҫӑн асфальт сарас тата хӑтлӑх кӳрес енӗпе тимленӗ май каҫхи вуннӑран пуҫласа ирхи улттӑччен машинӑсем ҫулӑн пӗр енӗпе ҫеҫ иртсе ҫӳрейӗҫ.

 

Хулара
Алексей Федяров сӑн ӳкерчӗкӗ.
Алексей Федяров сӑн ӳкерчӗкӗ.

Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче ларма юраман кӳлепесем вырнаҫтарнӑ. Унта темиҫе ҫул каялла та тӗрлӗ чӗрчун кӗлеткисем пурччӗ. Ача-пӑча кӑна-и, харсӑртарах ашшӗ-амӑшӗ те вӗсем ҫине улӑхса сӑн ӳкерӗнме юрататчӗ.

Халӗ Лакрей вӑрманӗнчи лашасемпе пӑлансем ҫине пули-пулми улӑхаймӑн. Вӗсен кӳлеписен ҫурӑмӗсем ҫине ача-пӑчаран хӳтӗленмелли йӗпсем вырнаҫтарнӑ. Ҫакна Ольга Романова журналист асӑрханӑ та Фейсбукра ҫырса хунӑ. Сӑмахне ӗнентерме сӑн ӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ.

Журналист ҫырнинче кӑмӑлсӑрланни сисӗнет те, анчах ку хыпара тӗрлӗрен йышӑнакан пур. Хысна пурлӑхӗ тесе ӑна ватса-ишсе пӗтермеллине, ӳркенменнисен хӑпарса ларма юранине пӗлтермест-ҫке. Асӑрханса усӑ курнӑ япалан ӗмӗрӗ те вӑрӑмрах пулӗ.

 

Чӑвашлӑх

Эктор Алос-и-Фонт социолингвист Шупашкарти ача-пӑча паркӗнчк чӑвашла пӗлтерӳсем ҫукккине асӑрханӑ.

Ҫын вӑл е ку вырӑнта пулса курнине Google Maps приложенинче хаклама май пуррине тӗнче тетелеӗнче час-часах пулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Эктор Алос-и-Фонт ӑсчах та ун пеккипе усӑ курнӑ. Вӑл Шупашкарти Андриян Николаев ача-пӑча паркне хакланӑ. Анчах парка вӑл чи пысӑк хаклавпа (вӑл 5 балпа танлашать) тивӗҫтерме тӑхтанӑ, мӗншӗн тесен унта чӑвашла ӑнлантарса ҫырнисем ҫук.

«Сӑмах саккуна пӑхӑнманни пирки пымасть, мӗншӗн тесен ҫынсене республикӑсен патшалӑх чӗлхисемпе пӗлтермеллине унта палӑртман. Эпӗ хамӑн шухӑша, потребитель тата туянакан пулнӑ евӗр, пӗлтеретӗп», — ӑнлантарнӑ ӑсчах хӑй мӗншӗн 4 паллӑ лартнине.

 

Культура

Кӑҫал Чӑваш Енре «Кино каҫӗ» акци виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Унта «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацийӗн архивӗ хутшӑннӑ.

Хальхинче киносене уҫӑ тӳпе айӗнче кӑтартнӑ. Республикӑра наци чӗлхипе ӳкернӗ кинона аталантарсшӑн. Мускаври пӗр студи «Чӑвашкино» саккасӗпе чӑваш ҫӗрӗ ҫинче пулнӑ граждан вӑрҫине ӳкересшӗн. Сценарие Шупашкарти Сергей Щербаков хатӗрленӗ. Ҫитес ҫул киносен каҫне ҫав фильмпа уҫасса шанаҫҫӗ.

Акци вӑхӑтӗнче фото- тата кинотехника куравне йӗркеленӗ. Акцие Раҫҫейри кино кунне халалланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/20402
 

Страницӑсем: 1 ... 1732, 1733, 1734, 1735, 1736, 1737, 1738, 1739, 1740, 1741, [1742], 1743, 1744, 1745, 1746, 1747, 1748, 1749, 1750, 1751, 1752, ... 3625
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...