Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑшӑлвирус сарӑласран йышӑннӑ мерӑсене епле пӑхӑннине тӗрӗслеме Шупашкар хулинче кунсерен 18 ушкӑн тӗрӗслеве тухать. Ӗнер кӑна 54 вырӑна ҫитни пирки пӗлтереҫҫӗ, ҫав шутра ваккӑн суту-илӳ тӑвакан 44 точкӑра, 4 обществӑлла апаталну предприятийӗнче, 3 парикмахерскинче, йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен 3 предприятире пулнӑ. Шупашкарти М. Горький урамӗнчи «Itech» сервис-центр, Калинин урамӗнчи «Продукты» лавкка, Калинин урамӗнчи «Мята Лаундж» кафе, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 5-мӗш ҫуртри косметика тата килте кирлӗ тавар сутакан уйрӑмсем йӗркене пӑснӑ. Общество транспортӗнчен маскӑсӑр анакан ҫынсене те тытса чарнӑ. Вӗсен тӗлӗшпе 4 акт тата 2 протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |