Шупашкарта таксистсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫавӑн пирки «Про город» хаҫат тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Асӑннӑ кӑларӑм журналисчӗсем видео ӳкернӗ. Рейда тухнӑ специалистсем такси тесе ҫырнӑ машинӑсене чарнӑ, вӗсем маскӑсӑр водительсене тӗрӗсленӗ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра общество транспортӗнче маска тӑхӑнмалла. Лавккасенче те, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта та ҫавӑн пек. Апла пулин те йӗркене пурте пӑхӑнасшӑн мар. Пӗр енчен, кунӗпе маскӑпа ҫӳреме йывӑррине ӑнланма пулать-ха. Ҫав вӑхӑтрах ковид-уйрӑмӗсенче талӑкӗпе маскӑпа, ятарлӑ тумтирпе ҫӳрекен тухтӑрсем тӳсеҫҫӗ-ҫке...