Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем йӑлари хытӑ каяша пухмалли вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем Шупашкар районӗнче пулнӑ. Йӑлари хытӑ каяша пухмалли контейнерсене ялсенче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вырнаҫтарса тухма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑ. Ҫавна пурнӑҫлаканӗ — каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти. «Экоцентр» 1670 ял-хуларан каяш турттарать. Ку вӑл — республикӑри мӗнпур территорирен 97 проценчӗ. Шупашкар районӗнче предприяти мӗнпур ялта контейнерсем лартмалли вырӑнсене йӗркеленӗ. Вӗсенче евроконтейнерсем вырнаҫтарса тухнӑ. Сӑмах май каласан, паянхи кун тӗлне ятарлӑ лапамсене 18 районта хатӗрлесе пӗтернӗ. Аса илтерер: йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ тытӑм ҫине пирӗн республика пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӳре-шара канашлать Чӑваш Енре «Плавание для всех» (чӑв. Пурин валли ишев) программӑна пурнӑҫа кӗртесшӗннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри ишев федерацийӗн вице-президенчӗпе Игорь Горинпа тӗл пулнӑччӗ. Унта ишме хӑнӑхтарас тӗлӗшпе ведомствӑсем хушшинче программа йышӑнасси пирки калаҫнӑччӗ. Федераци шайӗнчи программа тӗрлӗ ӳсӗмрисене тата халӑхӑн тӗрлӗ социаллӑ сийне пырса тивмелле. Ӗнер Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ведомствӑсем хушшинчи канашлу пулса иртнӗ. Унта ишмелли бассейнсенче медицина пӳлӗмӗсем уҫас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Унта Владимир Викторов министр тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче авантюрлӑ детектив авторӗпе Татьяна Поляковӑпа тӗлпулу иртӗ. Вӑл хӑйӗн пултарулӑхне кӑмӑллакансемпе курнӑҫӗ. Унпа тӗл пулас текенсене пурне те тӳлевсӗр кӗтеҫҫӗ. Ҫыравҫӑпа вӗсем калаҫма, асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнме пултарӗҫ. Автора вӗсем хӑйсем вуланӑ хайлавсем ҫинчен каласа кӑтартайӗҫ. Автограф та илме май пур. Татьяна Полякова 90-а яхӑн кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Вӗсен пӗтӗмӗшле тиражӗ — 35 миллион ытла экземпляр. Унӑн хайлавӗсемпе «Тонкая штучка», «Чёрта с два» фильмсем, «Как бы не так», «Строптивая мишень», «Тень стрекозы», «Выйти замуж любой ценой», «Мавр сделал свое дело», «Барышня и хулиган» тата ытти сериал ӳкернӗ. Детектив жанрӗсене юратакансене тӗлпулӑва вулавӑшри акт залӗнче 17 сехет те 30 минутра кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() og21.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул Шупашкарта хӑш вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ? Ку сирӗнтен те килет – сасӑлава хутшӑнӑр. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта иртет. Унта 13 сквертан, паркран тата ытти общество территорийӗнчен пӗрне суйлама пулать. Списока ҫак вырӑнсем кӗнӗ: Мускав ҫыранӗ, «Салют» культура керменӗ умӗнчи сквер, М.Горький проспектӗнчи сквер, Чапаев поселокӗнчи Ҫӗнтурӳ лапамӗнчи парк, Кадетсен скверӗ, Ашмарин урамӗнчи парк, Айзман урамӗнчи аллея, Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи аллея, Юман рашчи, Чапаев скверӗ, «Чӑвашгражданпроект» патӗнчи сквер, Республика лапамӗнчи сквер, Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, виҫӗ общество вырӑнне «Хулана хӑтлӑлатасси» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн илем кӗртме суйласа илӗҫ. Сасӑлав юпан 25-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Калуга облаҫӗнче «Хлеб, ты — мир» (чӑв. Ҫӑкӑр, эсӗ — тӗнче) пӗтӗм тӗнчери форум ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта «Лучший хлеб России — 2019» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх ҫӑкӑр — 2019) Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Конкурса кӑҫал ҫӗршывӑн 27 регионӗнчи 68 предприяти 280 тӗрлӗ ҫӑкӑр тӑратнӑ. Ҫӑкӑр пахалӑхне апат-ҫимӗҫ аслӑ шкулӗсен профессорӗсем, экспертсемпе технологсем, Раҫҫейри ҫӑкӑр пӗҫерекенсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем пахаланӑ. Раҫҫейӗн чи лайӑх ҫӑкӑрне ҫичӗ номинацире хакланӑ. Пӗрремӗш степеньлӗ кубока «Сундырь — Хлеб» (чӑв. Сӗнтӗр — Ҫӑкӑр) тата «Красноармейский хлебокомбинат» (чӑв. Красноармейскинчи ҫӑкӑр комбиначӗ) предприятисем тивӗҫнӗ. Финалист кубокне Чӑваш Енрен «Пряник Цивильского райпо» (чӑв. Ҫӗрпӳ райповӗн пӗремӗкӗ), «Хлебокомбинат Марпосадский» (чӑв. Сӗнтӗрвӑрринчи ҫӑкӑр комбиначӗ), «Моргауши — Хлеб» (чӑв. Муркаш — Ҫӑкӑр), «Четайское» (чӑв. Чутайӑн) тулли мар яваплӑ обществӑсене те панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑн Икӗ кунра суд приставӗсем парӑмҫӑсен 20 машинине арестленӗ. Ҫак ҫынсен пысӑк парӑм пухӑннӑ. Пӗчӗк парӑма кӗнисенне кӗсье телефонӗсене тата магитолӑсене арестленӗ. Суд приставӗсем авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче рейда тухма пуҫланӑ. Вӗсемпе пӗрле ҪҪХПИ ӗҫченӗсем те ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем «Ҫул-йӗр приставӗ» аппаратлӑ программа комплексӗпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫак хатӗр пулӑшнипе суд приставӗсем парӑмҫӑсен машинисене тупса палӑртнӑ. Пӗрисем штраф тӳлемен, теприсем – налук… Суд приставӗсем парӑма вырӑнтах татма сӗннӗ. Ҫапла майпа вӗсем икӗ кунра 1 миллион ытла тенкӗ пухнӑ. Хӑшӗ-пӗри вара парӑма вырӑнтах тӳлесе татайман. Унашкаллисен машинисене арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() www.kp.ru сайти сӑн Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, А-151 автоҫулӑн 31-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ машина ҫапӑннӑ. Салонри ҫичӗ пассажир шар курнӑ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен пуҫ мими чӗтреннӗ, сурансем пур. «Маздӑри» — икӗ аслӑ ӑрури ҫын тата ача шар курнӑ, «Лада Калинӑн» водителӗ тата виҫӗ пассажирӗ аманнӑ. Авари Канаш районӗнчи Энтриял ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Калина» хӑрушсӑрлӑх дистанцине пӑхӑнман, «Киа Рио» машинӑпа ҫапӑннӑ. Унтан «Лада» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫинелле тухса кайнӑ та «Маздӑпа» ҫапӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Sterhluki.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Пурӑнма кӗтес ҫук тӑлӑхсене патшалӑх хваттерпе тивӗҫтернине пӗлетпӗр-ха. Анчах хваттер уҫҫи тыттарма тӳре-шара пур чухне те васкамасть ҫав... Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те ҫаплах. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ пӗр ҫамрӑк пурӑнма кӗтеслӗ пулас тесе район администрацийӗнче черете тӑнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн кун иртсен те хваттер пама васкаман. Чӑтӑмлӑх пӗтнӗ ҫамрӑк прокуратурӑна васканӑ. Унта вӑл йӑлтах тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, хӑйне хӳтте илме ыйтнӑ. Надзор органӗ суда тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта вӑл район администрацине тӑлӑха пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерме ыйтнӑ. Суд прокуратурӑпа пӗр шухӑшлӑ пулнӑ — тӑлӑха хваттерлӗ тума хистекен йышӑну кӑларнӑ. Ҫапла вара район администрацийӗн тӑлӑх ҫамрӑка хваттер туянса памах тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Cistopol-rt.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта урамра ҫутӑ ҫуккине кура прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ. Арапуҫ ялӗнчи Николаев урамӗнчи 1-мӗш тата 18-мӗш ҫуртсен хушшинче ҫутӑ пулманни пирки надзор органне вырӑнтисем систернӗ. Прокуратурӑн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫне тӗрӗслеме ирӗк пур та, пакунлисем часах вырӑна ҫитсе пӑхнӑ. Чӑн та, маларах асӑннӑ икӗ ҫурт хушши 350 метр ытла иккен. Анчах унта ҫутӑ ҫук. Ял урамӗнче ҫутӑ ҫуккишӗн ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Надзор органӗ хут ҫырса яваплӑх пирки асӑрхаттарсан вырӑнти тӳре-шара вырӑнтан хускалнӑ. Вӗсем маларах асӑннӑ урамри 1-мӗшпе 18-мӗш ҫуртсен тӗлӗнчи юпасем ҫине вӑрах тӑхтамасӑр хунарсем вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Businessman.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Эх, ҫав ӗҫкӗ! Мӗн чухлӗ ҫынна минретсе тӑнран кӑлармасть-ши тульккӑш... Элӗк районӗнчи Писӗп ялӗнче ҫуралнӑ каччӑ та эрехе пула минренӗ. Унччен те судпа айӑпланма ӗлкӗрнӗскер ҫурла уйӑхӗн пӗр кунхине пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Кӗҫех вӑхӑт ҫурҫӗр енне ҫывхарнӑ. Тусӗпе эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн юлташӗ ҫывӑрса кайнӑ. Хӑна кил хуҫин телевизорне куҫ хывнӑ. Ытарайми туйӑннӑ-ши — йӑтса тухса кайнӑ. Пурлӑха 20 пин тенкӗлӗх хакланӑ. Урӑлсан, тен, ӳкӗннӗ пулӗ. Анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук. Вӑрра кӗҫех тытса чарнӑ. Ҫамрӑк ҫын хӑй айӑпне йышӑннӑ. Ют пурлӑха хуҫине тавӑрса панӑ. Судпа унччен те айӑпланнине кура каччӑна ҫирӗп режимлӑ колоние ҫулталӑклӑха ӑсатма йышӑннӑ. Приговор саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |