Республикӑра
![]() Чӑваш Республикинчи Куславкка районӗнче Питӗрти чӑвашсем пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче. Питӗрти чӑвашсен наци-культура автономийӗн ертӳҫи Валериан Анатольевич Гаврилов тата унӑн ҫумӗ Татьяна Юрьевна Шмелева. Вӗсем Куславкка районӗнчи Карачра пулнӑ. «Энӗш» хуҫалӑхра. Василий Николаевич Семенов патӗнче. Питӗрти чӑвашсене Куславкка районӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Юрласа та ташласа. Ҫапла савӑнтарнӑ хӑнасене «Пилеш» ансамбль. Пӗчӗк пулсан та пултаруллӑ Дарья виҫӗ чӗлхепе юрланӑ. Хӑнасене хуҫалӑхпа паллаштарнӑ Василий Николаевич. Пахча-ҫимӗҫ ӳстерсе ӑна тирпейлени тупӑш парать тенӗ. Хатӗр ҫимӗҫе ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче сутни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Тӗрлӗ фестивале хутшӑнать фермер хуҫалӑхӗ. Мала тухать вӗсенче. Кӳршӗллӗ районти ҫынсене те ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерет. Чӑваш культурипе аталантарассипе фестивальсене хутшӑнать. Питӗрти чӑвашсем патне хӑнана кайма шантарнӑ Василий Семенов. |
Хулара
![]() Шупашкарти пӗр урама Чӑваш халӑх писателӗн Василий Алентейӗн ятне парасшӑн. Ҫакна хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ ҫумӗнчи ятсене паракан комисси йышӑннӑ. Халӑх туслӑхӗн орденне тивӗҫнӗ Василий Алентей ҫуралнӑранпа кӑҫал 100 ҫул ҫитет. Шӑпах ҫакӑнпа пӗр урама ун ятне парасшӑн. Карттӑна пӑхас тӑк, вӑл урам «Радужный» микрорайонта пулӗ. Сӑмах май, унччен ҫак ҫыравҫӑ ячӗпе Гладков урамӗнчи пӗр пая хисеплеме палӑртнӑ. Ятарласа «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав та иртнӗ. Ун чухне чылайӑшӗ ку пуҫарӑва ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Упнер ялӗнче пӗвере арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине ҫынсем ирхине асӑрханӑ. Пӗвере путнӑ арҫын 55 ҫулта пулнӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл эрех-сӑрапа айкашма юратнӑ. Ку инкеке халӗ следовательсем тӗпчеҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Тепӗр хутчен аса илтерер: юраман вырӑнсенче шыва кӗме юрамасть. Эрех-сӑра ӗҫсен те шывра чӑмпӑлтатмалла мар. Унсӑрӑн инкек пуласси те инҫех мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Полицейскисем Киров облаҫӗнчи икӗ арҫынна шыраҫҫӗ. Вӗсем йывӑр преступлени тунӑ. Чӑваш Республикинче усал ӗҫ тунӑ. Тарса ҫӳрекен икӗ арҫынна куракансенсене йӗрке хуралҫисене часрах пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Павел Сергеевич Мосунов 1998 ҫулта ҫуралнӑ. Николай Аркадьевич Арсентьев 1982 ҫулта ҫуралнӑ. «Мускав—Хусан» ҫулпа ҫуран утма пултараҫҫӗ. Сад юлташлӑхӗсен территорийӗсенче пулма пултараҫҫӗ. Павел Сергеевич Мосуновпа Николай Аркадьевич Арсентьева курнисен 8(83530) 2-13-39 номерпе Красноармейски районӗнчи шалти ӗҫсен пайне шӑнкӑравламалла. Е 8-927-859-36-02, е 102 номерсемпе. Шӑнкӑравлакансен ятне никама та пӗлтермӗҫ. Усал ӗҫ тунӑ ҫынсем ӑҫти пирки пӗлтерсен укҫа тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Республикин тӗп хулинчи масарсенчен пӗринче вӑрӑсем ҫӳренӗ. Явӑшра. Пӑтӑрмах ҫинчен утӑн 17-мӗшӗнче полицине 61 ҫулти арҫын пӗлтернӗ. «Киа» автомобиль чӳречине палламан ҫынсем ватрӗҫ тенӗ вӑл. Вырӑна полицейскисене чӗнсе илнӗ арҫын. Палламан ҫынсем сумка тата портфель кӑларса илнӗ. 20 000 тенкӗ ытла тӑкак кӑтартнӑ. Вӑрлакан арҫынпа хӗрарӑма тытса чарма ҫынсем пулӑшнӑ. Машинӑри сумкӑсене 35 ҫулти арҫынпа 46-ри хӗрарӑм пӗҫертнӗ. Арҫын судпа темиҫе те айӑпланнӑ. Хӗрарӑмӗ унпа пурӑннӑ. Сумкӑпа портфеле вӑрманта пытарнӑ вӗсем. Вӗсене полицейскисен йытти шыраса тупнӑ. Вӑрӑсем унччен те хурахла хӑтланман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ халӗ пакунлисем. Арҫынпа хӗрарӑм пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Белоруҫри Минск хулинче хурсене ҫырӑнтарман. Хулара пурӑнакан пӗр арҫын, Андрей, хӑйӗн икӗ хурне пӗрлештерес тенӗ. Харвистер аҫапа Кришна амана ҫырӑнтарасшӑн пулнӑ вӑл. Харвистер хваттерте пурӑннӑ. Кришна — дачӑра. Хур аҫи хур ами патне хӑнана час-часах ҫӳрет тенӗ арҫын. Пӗрле чухне вӗсем хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ тенӗ. Халӑх ушкӑнӗсенчи подписчиксем икӗ хура кайӑк туйӗ туса пама сӗннӗ. Андрей хурсене паркра ҫырӑнтарма ыйтса ҫырнӑ. Анчах хула влаҫӗсем ҫырӑнтарма килӗшмен. Хӗрпе каччӑн хӑйсен заявлени ҫырмалла тенӗ хула влаҫӗсем. Белоруҫӑн Ҫемье кодексӗ хурсене ҫырӑнтарма ирӗк памасть тесе те ӑнлантарнӑ вӗсем. Хурсен хуҫи вӗсене хӑй тӗллӗн ҫавах пӗрлештересшӗн. Хулари пӗр паркра. Утӑн 28-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑм чие ҫырли сутма шухӑшланӑ. Хайхискер кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ, ҫынсем ӑна ытларах асӑрхаччӑр тесе сӑнӳкерчӗк лартнӑ: унта вара ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли хушшинче тӑрать. Хӗрарӑм ҫак сӑнӳкерчӗке Михаил Игнатьевӑн Инстаграмри страницинчен илнӗ. Паллах, ҫак пӗлтерӗве чылай ҫын асӑрханӑ. Ку кӑна мар, нумайӑшӗ ун айне комментари ҫырмасӑр иртеймен. Хӑшӗсем Элтепер чие ҫырли сутма тытӑнни пирки шӳтленӗ. Михаил Васильевич хӑй те ҫак пӗлтерӗве курнӑ, комментари ҫырнӑ: «Ку чие ҫырли хӑйӗн пахчинчен пулсан эпӗ ӑна ӑнӑҫу сунатӑп». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем тӗлӗнмелле ҫын пирки сюжет ӳкернӗ. Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пурӑнакан Раиса Калинина 75 ҫулта та трактор рулӗ умне ларать. Хӑй вӑхӗтӗнче вӑл ҫак транспорта республикӑн пур кӗтесне те ҫитнӗ – унӑн тӑван тӑрӑхри илеме курас килнӗ. Раиса Калинина паянхи кун та трактор тапратса ял ҫыннисене пулӑшать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл чунне парса ӗҫленӗ. Чи пӗрремӗш тракторӗ ДТ-54 пулнӑ, каярахпа ытти трактора та шанса панӑ ӑна. Хӑй вара МТЗ-50 тата МТЗ-80 тракторсене кӑмӑллать. Палӑртма кӑмӑллӑ: Раиса Калинина Чӑваш Енре Паша Анегелина трактористкӑн премине тивӗҫнӗ пӗртен-пӗр ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӑҫал ҫӗлен сӑхнӑ 11 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӳрех палӑртмалла: Чӑваш Енре ҫынна ҫӗлен тапӑннӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ара, шӑпах ҫырла пиҫнӗ вӑхӑт – ҫынсем ӑна пуҫтарма вӑрмана, уй-хире, ҫырма-ҫатрана каяҫҫӗ. Шел те, наркӑмашлӑскер сӑхни яланах лайӑхпа вӗҫленмест. Юлашки икӗ эрнере темиҫе ҫын пульницӑна тухтӑрсем патне пынӑ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ҫын мунча валли милӗк хуҫма вӑрмана кайнӑ. Пӗр хурӑн патӗнче ӑна хура ҫӗлен тапӑннӑ. Пӗр хӗрарӑм ҫул хӗрринче ҫӗлен курнӑ. Шупашкарта «Акконд» лавккана хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен килни пирки те хыпарланӑччӗ. Ытларах чухне ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн пульницӑна Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр, Пӑрачкав районӗсенчи ҫынсем пыраҫҫӗ. Ҫак чӗрчун нӳрӗке юратать: вӗсем шыв хӗрринче нумай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Комсомольски – Елчӗк – Пӑва» ҫулӑн 28-мӗш ҫухрӑмӗнче машина мотоблок ҫине пырса кӗнӗ. Аварире пӗр ҫын вилнӗ. Мотоблок водителӗ тӗттӗмре курӑнман та: унӑн ҫутӑ кӑтартакан паллӑсем пулман. Ҫав вӑхӑтра ҫак ҫулпах «Ниссан» машина пынӑ. Руль умӗнче ларакан 37 ҫулти хӗрарӑм мотоблока асӑрхаса ӗлкӗреймен – пырса тӑрӑннӑ. Мотоблок хуҫи, 40 ҫулти арҫын, шел те, вилнӗ. Палӑртмалла: «Ниссан» рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑмӑн ҫулталӑкра пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн икӗ штраф пулнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра мотоблоксемпе 11 авари пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |