Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт

Чӑваш ҫӗрӗн маттур хӗрӗ, Европа чемпионки Анжелика Сидорова Африкӑра иртнӗ ӑмӑртура палӑрнӑ.

Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Мароккӑн тӗп хулинче «Бриллиантовая лига» (чӑв. Бриллиант лиги) ҫӑмӑл атлетсен пӗтӗм тӗнчери турнирӗн 6-мӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑпа Мускав чысне хӳтӗлекен Анжелика Сидорова та хутшӑннӑ.

Шӑчӑпа сикекен хӗр 4 метр та 77 сантиметра ҫӗннӗ. Ҫапла майпа пике 2020 ҫулхи Олимп вӑййине нормативне тултарнӑ. Сӑмах май каласан, ку вӑл — Анжеликӑн ҫак сезонти чи лайӑх кӑтартӑвӗ. Мароккӑн тӗп хулинче, Рабатра, иртнӗ ҫӑмӑл атлетсен пӗтӗм тӗнчери турнирӗн 6-мӗш тапхӑрӗнче Анжелика Сидорова кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Тӗрӗссипе, лапсарсене кӑна мар-ха. Ҫывӑхри Шупашкар хулине те, Кӳкеҫ поселокне те, «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ ытти яла та.

Ӗнер Шупашкар районӗнчи Чӑркаш тата Ассакасси ялӗнче пурӑнакансем Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Александр Андреевпа тӗл пулнӑ. Вӗсем хӑнана агрохолдинг кайӑк-кӗшӗк тислӗкне тирпейлекен савут тӑвас ӗҫе чарса лартнине пӗлтернӗ. Каяша вара хире турттараҫҫӗ-мӗн. Хапрӑк хуҫи, Владимир Ермолаев, ҫынсен пӑшӑрханӑвне ӑнланнӑҫи пулнӑччӗ.

Хӑй вӑхӑтӗнче ҫынсем хапрӑка хуптарас тесе петици те ҫырнӑччӗ. Кайӑк-кӗшӗк тислӗкне тирпейлекен предприяти валли «Юрмана» укҫа уйӑрас пирки те пӗлтернӗччӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче унта савут тӑвас ӗҫе кӳлӗннӗччӗ.

 

Кӳршӗре
Ургалкин бюсчӗ
Ургалкин бюсчӗ

Иртнӗ шӑматкун, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, кӳршӗри Чӗмпӗр облаҫӗнче савӑнӑҫлӑ уяв туса Ургалкин Алексей Константинович бюстне уҫнӑ. Ку ӗҫе облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ. «Пулӑшакансене пурне те пысӑк тав!» — тесе пӗлтерчӗ автономи ертӳҫи Олег Мустаев.

Бюст ҫине «Ургалкин Алексей Константинович. Народный артист СССР. Родился 30 марта 1910 г. в селе Елаур. Выдающийся деятель чувашской культуры» тесе ҫурнӑ.

Ургалкин Алексей Константинович, — пӗрремӗш чӑваш артисчӗсенчен пӗри. Вӑл 1910 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче халь Сенгилей районне кӗрекен Ялавӑр ялӗнче ҫуралнӑ. 1931–1932 ҫулсенче Магнитогорскри Ӗҫлӗ ҫамрӑксен театрӗн студинче пӗлӳ пухнӑ. 1936 ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, унта вӑл мӗн виличчен хӑйӗн пултарулӑхӗпе халӑха савӑнтарнӑ. 1981 ҫулта Шупашкарта вилнӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Иртнӗ эрнере эпир уйрӑмах лайӑх ӗҫлерӗмӗр теме пулать — чӑвашла-вырӑсла мӑшӑр пуплевӗшсен йышӗ 50 пинрен иртрӗ. Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра кӑтарту 51 961 пуплевӗшпе танлашать.

Аса илтеретпӗр, 40 пинрен эпир ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗсенче иртрӗмӗр. Иртнӗ уйӑха вара 44 012 пуплевӗшпе вӗҫлерӗмӗр. Тепӗр май каласан, иртнӗ эрнере эпир корпуса пӗр 8 пин патнелле куҫарнӑ пуплевӗшпе пуянлатрӑмӑр. Ҫакӑн пек кӑтартусем тума пире Библири («Кивӗ халалтисене» кӗртсе пӗтернӗ) мӑшӑрсене усӑ курни тата Феодосия Ишетер куҫарнӑ Марк Твенӑн «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнеки пулӑшрӗ. Ҫавӑн пекех Хветӗр Акивер куҫарнӑ Василий Шукшинӑн «Пахчапа мунча хуҫи» хайлавӗсем те пӗчӗк тӳпе хыврӗҫ. Ҫапла май малалли тӗллев — 60 пин куҫару.

Ытти кӑтартусем: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» халь 1 175 текст, вӗсенче 90 827 пуплевӗш, пурӗ 1 257 пин сӑмах. Куҫарусенче (вырӑслисенче) 773,8 пин сӑмах. Хӑвӑрах куратӑр ӗнтӗ — ӗҫлесен ӗҫ каять. Ҫавна май пурне те пире пулӑшма йыхравлатпӑр!

 

Политика
Алексей Ладыков. cap.ru сайтри сӑн
Алексей Ладыков. cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хула администраци ертӳҫин Алексей Ладыковӑн «тӳрӗ линине» эрне каярах ирттерӗҫ. Маларах хула ҫыннисемпе калаҫассине ҫӗртмен 20-мӗшне палӑртнӑччӗ. Ҫавах та политикӑпа кӑсӑкланакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ — вӑл кун Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн «тӳрӗ линийӗ» иртмелле. Ҫакна шута илсе вырӑнти «тӳрӗ линин» кунне ҫӗртмен 27-мӗшне куҫарнӑ, ҫапла май вӑл эрне каярах пулӗ.

Шупашкар ҫыннисен ыйтӑвӗсене 23-50-06 нумай каналлӑ телефонпа йышӑнӗҫ. Алексей Ладыковпа иртекен «тӳрӗ лини» вӑхӑчӗ сехет ҫурӑ ҫеҫ тӑсӑлӗ — 10 ҫурӑпа 12 сехетчен.

Вырӑнти влаҫ органӗсем шантарнӑ тӑрӑх шӗкӗр хулара пурӑнакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан хуть те мӗнле ыйту та пама пултарӗҫ.

 

Республикӑра

Египетра ҫуралса ӳснӗ арҫын пуймалли ҫӑмӑл мел тупнӑ. Вӑл хӑйӗн ентешӗсене Чӑваш Енри аслӑ шкула вӗренме кӗртме шантарса укҫа илнӗ. Анчах кайран хайхискер йӗп те ҫип ҫухалнӑ.

Вӑл Египит ҫыннисене Чӑваш Ене чӗннӗ, лешсем самолетпа вӗҫсе килнӗ. Кайран вӗсене автобуспа Шупашкара илсе ҫитернӗ, малтан вырӑс чӗлхине вӗренмелле тесе общежитие вырнаҫтарнӑ. Арҫын ентешӗсенчен куншӑн 8 пин тенкӗ ыйтнӑ.

Лешсем ентешне шанса Чӑваш Енрех юлнӑ. Анчах аслӑ шкула кӗмешкӗн пулӑшма шантарнӑ арҫын тӑрук ҫухалнӑ. Египетран килнӗ ҫынсем вара ют хулара нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ.

Анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур. Египет арҫыннине темеҫе ҫынна улталанӑ хыҫҫӑн полицейскисем Мускавра тытса чарнӑ. Хальлӗхе вӑл ҫынна улталанӑ 8 тӗслӗхе палӑртнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/57756
 

Ҫул-йӗр

«Вятка» федераци автоҫулӗ ҫинче ҫул-йӗр патруль службин инспекторӗсем «Фольксваген Туарег» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ларнӑ 45 ҫулти хӗрарӑм документсене кӑларса кӑтартнӑ, анчах унӑн прави суя пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, документсене урӑх ҫын ҫине тунӑ, сӑнӳкерчӗкӗ вара урӑх ҫыннӑн. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмне ШӖМ уйрӑмне ку ыйтӑва уҫӑмлатма илсе ҫитернӗ.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен правасӑр юлнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/57762
 

Спорт

Чӑваш Ен спортсменки ҫӗршывра чи маттурри пулнӑ. Клавдия Афанасьева Раҫҫей чемпионатӗнче 50 ҫухрӑма ытти спортсменран чи малтан парӑнтарнӑ. Вӑл ҫак вӑрӑм дистанцие 3 сехет те 57 минут та 7 ҫеккунтра утса тухнӑ. Унччен, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, кун вӑрӑмӑш дистанцие Китай спортсменки Лю Хун 3 сехет те 59 минут та 15 ҫеккунтра парӑнтарса тӗнче рекордне ҫӗнетнӗ.

Пирӗн ентеш вара хальхине ку рекорда ҫӗнетнӗ. Анчах Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ дисквалификациленӗ май ку рекорда пӑрахӑҫланӑ. Шупашкарти садион тӗнче шайӗнчи сертификаци витӗр тухман-мӗн. Ют ҫӗршыври тӗнче шайлӑ судьясене вара халӗ Раҫҫей турнирӗнче ӗҫлеме чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/57752
 

Республикӑра

Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республикӑра кашкӑрсем нумайланни пирки калаҫнӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.

Ку ыйтушӑн яваплӑ ҫынсем тухса калаҫнӑ май ҫакна пӗлтернӗ: Чӑваш Енре кашкӑр кӗтӗвӗсем нормативран икӗ хут нумайрах пулса кайнӑ. Кашкӑрсем ӗрченӗрен ытти хӑш-пӗр чӗрчун сахалланса пырать. Ку паллӑ ӗнтӗ: мӗншӗн тесен кашамансем вӗсене тытаҫҫӗ.

ЧР Элтеперӗ ку ыйту тӗлӗшпе ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Мӗнле майпа? Республикӑра кашкӑрсене тытмали квотӑна нумайлатӗҫ. Ҫакна ларӑва хутшӑннӑ тӳре-шара ырланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/57735
 

Республикӑра

Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ пултӑран питӗ сарӑлнӑ. Ӑна ҫул хӗрринче те курма пулать. Вӑл кашни ҫулах ӗрчесе пырать. Ку ӳсен-тӑрана епле пӗтермелле?

Хӗрлӗ Чутай районӗнче наркӑмӑшлӑ пултӑрана хими им-ҫамӗпе пӗтереҫҫӗ. Ав Хӗплӗ Чутай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ятарласа шӑматкунлӑха тухнӑ. Вӗсем Пионер урамӗнчи наркӑмӑшлӑ пултӑрана хими им-ҫамӗпе сапнӑ. Ҫапла майпа темиҫе гектар ҫӗре ҫак ӳсен-тӑранран тасатнӑ.

Районта наркӑмӑшлӑ ҫак курӑк сӗткенӗ ӳте пӗҫертсен мӗн тумалли пирки те халӑха ӑнлантараҫҫӗ, ятарлӑ памяткӑсем валеҫеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/57736
 

Страницӑсем: 1 ... 1752, 1753, 1754, 1755, 1756, 1757, 1758, 1759, 1760, 1761, [1762], 1763, 1764, 1765, 1766, 1767, 1768, 1769, 1770, 1771, 1772, ... 3882
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ака, 28

1946
79
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
59
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
59
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...