Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ыйтӑма хутшӑннӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл куншӑн парне илме шаннӑ та… Анчах ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ. 43 ҫулти хӗрарӑм халӑх тетелӗнче виртуаллӑ ыйтӑм ирттерни пирки вуласа пӗлнӗ. Ӑна Раҫҫейри пӗр банк ирттерет-мӗн, куншӑн парне парать. Хӗрарӑм мӗнпур ыйтӑва хуравланӑ. Кун хыҫҫӑн вара банк карттин даннӑйӗсене те ярса панӑ. Ку кӑна мар, вӑл кодсене те пӗлтернӗ. Паллах, нимӗнле парне те пулман. Хӗрарӑм счечӗ ҫинчен 15 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Хӗрарӑм полицие кайса мӗн пулса иртнине каласа кӑтартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл Ӗренпур облаҫӗнчен. Ӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ ӗнтӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пашалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен кӑтартӑвӗсем мӗнлерех пулнӑ-ха? Вырӑс чӗлхипе тата физикӑпа пӗтӗмлетӳ паллӑ. Кӑҫал вырӑс чӗлхипе 5625 ҫын экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 1975-шӗ 80 балран ытларах пухнӑ. 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ 34 ача вара эзкамена 100 баллӑх ҫырнӑ. Пӗлтӗр унашкаллисем 32-ӗн пулнӑ. Физикӑпа 1644 ҫын экзамен тытнӑ. 171 ача 80 балран ытларах пухнӑ. Шупашкарти 3-мӗш лицейрен вӗренсе тухнӑ икӗ ача 100 балл пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Чӑвашавтотранс» предприятире ӗҫленисен шаплу парӑмне тинех тӳлесе татӗҫ. Кун пирки паян ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ Александр Николаев паян пӗлтернӗ. Ун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Шалу тӳлеме ЧР Правительстви республикӑн резерв фондӗнчен 57 миллион ытла тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Александр Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Арбитраж сучӗн ларӑвӗ иртнӗ. Предприяти ӗҫченӗсене шалу тӳлес ыйтӑва унта ытти парӑмпа татӑлассинчен маларах кӑларма йышӑннӑ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрма йышӑннӑ. Ҫапла вара «Чӑвашавтотранс» предприятире ӗҫленисем тинех шалу илсе пӗтерӗҫ. Ҫак парӑм пирки, сӑмах май, унччен тӗрлӗ ларура вӗҫӗмех сӑмах хускататчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Евгений Жучков Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ ҫын «Чӑваш Республики тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Хальхинче ҫавӑн пек пысӑк наградӑпа республикӑн прокурорӗ пулса ӗҫленӗ Евгений Жучкова тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Владимир Семенова чыслама йышӑннӑ. Евгений Жучков 1931 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Мордва Республикинчи Ичалки районӗнчи Ханенеевка ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. 1984-1994 ҫулсенче Чӑваш Ен прокурорӗ пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва кайсан вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн секретариачӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ. Владимир Семенов 1949 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Покровски ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри патшалӑхӑн театр, музыка тата кинематографи институтӗнче вӗреннӗ. 1972 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет. Вӑл — Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Мускавра Чӑваш поэзийӗн каҫ иртӗ. Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Национальноҫсен ҫуртӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври ентешӗмӗрсемпе республикӑри паллӑ ҫыравҫӑсем тӗл пулӗҫ. Вӗсен йышӗнче, сӑмахран, Анатолий Кипеч, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Альбина Юрату, Светлана Гордеева, Ольга Васильева, Раиса Воробьева, Лидия Сарине, Елена Светлая, Владимир Мишшан, Дмитрий Суслин, Владислав Николаев тата ыттисем. Мускаври Чӑваш поэзийӗн каҫне Шупашкар хули йӗркеленнӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарассине халалланӑ. Культура марафонне пирӗн тӑрӑхри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ пуҫарнӑ. Мускаври Чӑваш поэзийӗн каҫне ирттерме ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Чӑваш культурин пӗрлӗхӗ тата Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпредстви пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Республикӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунне чаплӑн уявлама хатӗрленет. Ҫавна май Шупашкарта пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ ҫиччӗмӗш хут иртӗ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 14 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Акатуй хӑнисене хапӑл тунине кӑтартса хальччен пӗҫермен хуплу пӗҫерӗҫ. Пӗрремӗшенчен, вӑл кӗнеке евӗр пулӗ. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл 300 килограмм тайӗ, тӑршшӗ вара 30 метрпа танлашӗ. Кукӑль-ҫӑмах пӗҫерекенсемшӗн капла пысӑк хуплу пӗҫересси пӗлтерӗшлӗ ӗҫ. Чӑваш Енри ӑстасем кукӑле темиҫе кун пӗҫерӗҫ. Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Акатуй кунӗнче уяв хӑнисене тата унта хутшӑнакансене тутлӑ хуплупа хӑналӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Чӑваш Ен пики Турцинче иртнӗ «Мисс Аполлон 2019» (чӑв. Апполон пике 2019) ҫӗнтернӗ. Унта пирӗн республикӑри икӗ хӗр хутшӑннӑ. Ҫавсенчен пӗри — Шупашкарти коопераци институчӗн колледжӗн 1-мӗш курс студентки Валерия Игнатьева. Тӗнче шайӗнчи илем ӑмӑртӑвӗнче вӑл тӗп коронӑна тата «Аполлон пике 2019» ята тивӗҫнӗ. Конкурсра Турцинчи Дидим хулинче иртнӗ. Унта Раҫҫейри, Казахстанри, Беларуҫри, Сербинчи, Литвари, Грузинчи, Чехинчи, Узбекистанри тата Кӑркӑстанри 20 хӗр ӑмӑртнӑ. Шупашкарти коопераци институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Валерия маларах «Мисс Новочебоксарск — 2019» (чӑв. Ҫӗнӗ Шупашкар пики — 2019) конкурсра ҫӗнтернӗ. «Мисс Чувашия - 2019» (чӑв. Чӑваш Ен пики — 2019) ӑмӑртура вице-пике ята илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() «Русада» допинга хирӗҫ агентство Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснӑ фактсене тупса палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Усал хыпар утпа ҫӳрет теҫҫӗ те, ку сӑмах Раҫҫейри информаци агентствисемпе электрон кӑларӑмсем тӑрӑх самантрах сарӑлчӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РБК информаци агентствипе калаҫнӑ чух «Русада» тӗпчевне ӗненмесӗртерех калаҫнӑ. Ҫакна вӑл хӑй нимӗнле тӗпчев материалне те курманнипе сӑлтавланӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче ӗнер брифинг ирттернӗ. Михаил Богаратов министр «Русада» агенствӑна тӗпчев ирттерме пулӑшассине ӗнентернӗ. Ӗнер каҫхине Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министертствин сайтӗнче асӑннӑ ведомствӑн спорт медицини енӗпе ӗҫлекен штатра тӑман специалисчӗн Арнольд Карзаковӑн комментарине вырнаҫтарнӑ. Допинг правилисене ҫул ҫитмен ачасем те пӑснӑ тесе РБК ҫырнине вӑл кӑмӑлсӑрланса вуланӑ-мӗн. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн спорт медицинин врачӗсем ҫамрӑк «олимпиецсен» сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, вӗҫӗмех медицина тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ. Спорт тухтӑрӗсем хӑйсен квалификацине ӳстерсех тӑнине те палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах «Русада» агентствӑн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Маргарита Пахноцкая ТАСС информагентствӑна каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри спорт отраслӗн ертӳҫисемпе тӳре-шари валли планпа пӑхман семинар ирттерсех допинг пирки ӑнлантарса парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Ен каллех чухӑн ҫемьесемпе палӑрнӑ. 2018 ҫула пӗтӗмлетсе танлаштарӑм хатӗрленӗ, ӑна РИА Рейтинг пичетленӗ. Чӑваш Енри икӗ ачаллӑ ҫемьесен ӗҫлесе илнӗ шалуран чи кирлине кӑна туянсан 18214 тенкӗ юлать. Пӗр ачаллисен вара кӑштах нумайрах – 26960 тенкӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк каялла Чӑваш Ен кунашкал танлаштарӑмра 60-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Халӗ вара – 61-мӗш вырӑнта. Псков, Иваново облаҫӗсенчи, Кабарда-Балкарти ҫемьесем вара пирӗнтен те япӑхрах пурӑнаҫҫӗ-мӗн. Унта икӗ ачаллӑ ҫемьесен тупӑш укҫинчен чи кирлине туянсан 6-9 пин тенкӗ ҫеҫ юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Шалти ӗҫсен министрӗн ҫӗнӗ ҫум пулӗ. Ведомство ӗҫченӗсене ҫӗнӗ ҫынпа паян паллаштарнӑ. Шалти ӗҫсен министрӗн ҫумне – ШӖМӗн следстви управленийӗн пуҫлӑхне юстици полковникне Александр Арапова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ ШӖМӗн пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев полици генералӗ алӑ пуснӑ. Александр Арапов Чита облаҫӗнче 1980 ҫулта ҫуралнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 2002 ҫултанпа ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан вӑл следовательте вӑй хунӑ. Палӑртмалла: ЧР шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Неяскинӑн виҫӗ ҫум пур. Хӑй вара хальлӗхе отпускра-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |