Раҫҫейре
![]() Мускавра Челепи облаҫӗнче пурӑнакан ҫынна тытса чарнӑ. Хайхискер 18 ҫул тултарман хӗре чуралӑха сутма хӑтланнӑ тесе шутлаҫҫӗ, ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак арҫын кафере 2003 ҫулта ҫуралнӑ хӗре 500 пин тенкӗпе сутма хӑтланнӑ. Рен ТВ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Чӑваш Енри пӗр поселокра ҫуралса ӳснӗ. Кафере клиентпа калаҫса татӑлнӑ чухне арҫынна полици ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: арҫын халӑх тетелӗсенче хупӑ ушкӑнсенче хӗрсене тата ҫамрӑк хӗрарӑмсене сутма пуян клиентсем тупнӑ. Лешсем вӗсене ясар шухӑшӗсене пурнӑҫлас тӗллевпе туянма палӑртнӑ. Арҫын халӑх тетелӗнче Чӑваш Енри 18 ҫул тултарман хӗрпе паллашнӑ та ӑна Мускава илсе килнӗ. Арҫынна тытса чарнӑ хыҫҫӑн ӑна ашшӗ-амӑшне париччен сиплев учрежденийӗнче тытаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑлӑха пурнӑҫланӑ Александр Ефремов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл вӑрман касма ирӗк панӑ чухне саккуна пӑснӑ-мӗн, ҫакӑншӑн ӑна айӑпласшӑн. Министр 22 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн следователӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Ефремов ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне 2016 ҫулхи раштавран пуҫласа 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса коммерци фирмине эрозипе кӗрешекен зонӑна кӗрекен вӑрмана касма ирӗк панӑ. Фирма 3,6 гектар ҫинчи йывӑҫсене карьертан хӑйӑр кӑларма каснӑ. Халӗ Александр Ефремов саккуна пӑснӑ ытти тӗслӗхпе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян Шупашкарта маршрутка КаМАЗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ирхи 8 сехетре Ашмарин урамӗнче 52-мӗш маршрутка чарӑнса ӗлкӗреймен, тепӗр транспорт ҫине кӗрсе кайнӑ. Аварире автобус водителӗ суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Юрать-ха, салонри пассажирсем аманман, вӗсенчен нихӑшӗ те тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман. Автобусӑн малти кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ, кабини сиенленнӗ. Ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнине ӗненес тӗк, малта пыракан КаМАЗ тӑрук чарӑннӑ, хыҫалти маршрутка водителӗ вара тормоз пусса ӗлкӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Шалти ӗҫсен министерствинче полицин генерал-майорне Сергей Неяскина савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура наградӑланӑ. Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗнче 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен ӗҫленӗ Сергей Неяскина хисеплӗ ят панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ЧР ШӖМӗнче савӑнӑҫлӑ пуху иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл экс-министр пирки ӑшӑ сӑмах чылай каланӑ, министр пулнӑскере аван пӗлнине палӑртнӑ. Сергей Неяскин тӑрӑшулӑхне кура ӑна «Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парас тенине пӗлтернӗ. ...Сергей Неяскина РФ Президенчӗн хушӑвӗпе утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗрпӳ районӗнче А-151 автоҫул ҫинче пӗр арҫын ҫул хӗррипе утнӑ. Хушӑран хайхискер ҫул ҫине тухса кайнӑ, машина ҫапса каясран та хӑраман. Хӑйне урӑхла тытакан арҫынна ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ та чарӑннӑ. Инспекторсем ҫак ҫынран тӗпчесе пӗлме пуҫланӑ. Чӑнах та, ҫакскер ӑс-тӑн енчен арпашӑнать-мӗн, пӗр вӗҫӗм пӗр ята каланӑ, хӑйӗн пирки нимӗн те пӗлтереймен. Инспекторсем арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пулӑшнипе ҫак ҫын кам пулнине палӑртма май килнӗ. Каярахпа ҫухалса ҫӳренӗ арҫынна тӑванӗсем патне илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускавра Чӑваш Ен ҫыннин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки РЕН ТВ сайтӗнче хыпарланӑ. 1983 ҫулта Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ арҫын Мускавра бизнес-центр тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Инкек асӑннӑ хулари Мир проспектӗнче пулнӑ. Пирӗн ентеш унта каменщикре тӑрӑшнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш хутран аялалла ӳкнӗ, урай шӑтӑкне анса кайнӑ. Йывӑр суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Чӑваш халӑх сайтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр ҫурт подъездӗнче икӗ арҫын виллине тупнине пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре наставниклӑх институтне аталантарас шухӑшлине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑччӗ. Софья Савнеш автор маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, «влаҫ ку тытӑма укҫан та, урӑх енпе те пулӑшу пама хатӗр. Наставниклӑхпа вырӑнти организацисене ӗҫлеттерӗҫ. Элтепер хӑй те ҫамрӑк чух ҫакӑн витӗр тухнине, ку питӗ усӑллӑ пулнине палӑртнӑ». Наставниклӑх институтне Чӑваш Енре 2015 ҫулта йӗркеленӗ. Анчах ун чухне ӑна сӑнав мелӗпе туса хунӑ. Халӗ вара патшалӑх наградисем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫавна май наставниксене хисеплӗ ят парассине те пӑхса хӑварнӑ. Саккуна ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын 28-ти хӗрарӑма балконтан урама пӑрахнӑ. Пӑтӑрмах нумай хваттерлӗ ҫуртри тӑваттӑмӗш хутра пулса иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Айӑплине суд 9 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хӗрарӑмпа арҫын хушшинчи тавлашу кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канашра сиксе тухнӑ. Арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Унта 29-ти хӗр пулнӑ. Пӗрле эрех ӗҫнӗ чух иккӗшӗ тавлашса кайнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм балкон ҫине тухнӑ. Ун хыҫҫӑн арҫын та. Хӗрарӑма вӑл йӑтса илнӗ те балконтан пенӗ. Пӑрлӑ тротуар ҫине ӳксе лешӗ пуҫне, ҫурӑм шӑммине, кӑкӑр шӑммине суранлатнӑ. Шар курни пульницӑра вӑрах сипленнӗ. Апла пулин те тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман — хӗр ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куҫне хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Красноармейски районӗн «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӗнче тӗп бухгалтерта ӗҫленӗ хӗрарӑма суд тунӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса предприяти укҫине кӗсьене чикнӗшӗн айӑпланӑ. Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерствин пысӑках мар кӑларӑмӗнче тӑрӑшнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑшӑн) тата 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ют пурлӑха вӑрланӑшӑн) ӗҫсем пуҫарнӑ. Кӑлтӑка прокуратура палӑртнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулта хӗрарӑм банкри хӑйӗн счечӗ ҫине 256 пин тенкӗ куҫарнӑ. Шалу тесе. Унсӑр пуҫне вӑл организаци кассинчи 46 пине яхӑн тенке хӑйӗн тунӑ. Ултав ҫиеле тухсан хӗрарӑм тӑкака саплаштарнӑ. Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Сӑнав вӑхӑтне 2 ҫуллӑха палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри темиҫе артистпа преподавателе, художникпа композитора патшалӑх стипендине пама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӑслӑлӑхра, литературӑра тата ӳнерте тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн уйӑракан патшалӑх стипенди республикӑри 14 ҫынна тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Вячеслав Александров тата Петр Садовников; Вырӑс драма театрӗн артисчӗ Борис Кукин; Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ-вокалисчӗ Михаил Мокшанов; Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗн артисчӗ-вокалисчӗ (солисчӗ) Любовь Ильина; Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин артисчӗ Андрей Макаров; Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Назыр Гараев; И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн тӑван ҫӗршыв тата пӗтӗмӗшле истори кафедрин преподавателӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Валерий Григорьев; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн кафедрин профессорӗ, экономика наукисен кандидачӗ Иван Данилов; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн электричество тата электрон аппаратсен кафедрин заведующийӗ Евгений Егоров; И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |