Ял хуҫалӑхӗ
![]() 1zoom.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ӗне усракансене укҫа парса пулӑшасси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: пӗр ӗне усракансене – 2300, икӗ ӗнешӗн кашнине – 3300, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн кашниншӗн 4300 тенкӗ парӗҫ. Ку тӳлеве ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче пама тытӑнассине каланӑччӗ. Заявлени ҫырнӑ 747 ҫын ҫак пулӑшӑва тивӗҫнӗ ӗнтӗ. Вӗсем патне ҫак укҫа ҫитнӗ. Чӑваш Енре ҫак патшалӑх пулӑшӑвне 22 пин хуҫалӑх тивӗҫӗ. Вӗсенче пӗтӗмпе 56 пин ытла ӗне. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 185 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |