Ял хуҫалӑхӗ
![]() fermer.blog сайтри сӑн Паян ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ирттернӗ планеркӑра ӗне тытакансене укҫан хавхалантарасси пирки калаҫнӑ. Иртнӗ эрнере Олег Алексеевич контрактламан укҫа-тенкӗн пӗр пайне (ӑна картишсене хӑтлӑлатма пӑхса хунӑ) харпӑр хуҫалӑха субсидилеме ярасси пирки каланӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви проект хатӗрленӗ, унта ку пулӑшӑва мӗнле парассине ҫирӗплетнӗ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр ӗнешӗн 2300 тенкӗ парӗҫ, икӗ ӗне тытакансене – 3300 тенкӗ, 3 е ытларах ӗне усракансене – 4300 тенкӗ. Ку пулӑшӑва 22 харпӑр хуҫалӑх тивӗҫмелле, вӗсенче – 56 пин ытла ӗне. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 185 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Тӳлеве ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче пама палӑртнӑ. Ӗне усракансен ял тӑрӑхӗн администрацине кайса заявлени ҫырмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |