Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал Чӑваш Енре «Пӗрремӗш пул» ыркӑмӑллӑх акцине ирттересси пирки пӗлтернӗччӗ. Хаклӑ хӑнасене сӗтел хушшине лартмасӑр кӑларса ямӗҫ. Каҫхи апатлану Шупашкарти «Роланд» ресторанра иртӗ, унта 200 ҫын килмелле. Хӑнасене апатлантармашкӑн республика хыснинчен 981 пин те 300 тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫапла кашни ҫын пуҫне 4907 тенкӗ лекет. Кунта сервировка, официантсем пӑхни, апат хатӗрлени кӗреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, асӑннӑ ресторанра «Цезарь» салат 710 тенкӗ тӑрать, 200 хӑна валли 142 пин тенкӗ кирлӗ пулӗ. Ӗҫмелли минераллӑ шыв пулӗ. «Волжанка» ятлӑскере саккас тунӑ. Ҫур литрли ресторанра 160 тенкӗ тӑрать. Кунсӑр пуҫне шур ҫырли морсӗ, икӗ тӗрлӗ чей пулӗҫ. Менюра эрех-сӑра ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнче чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен «Шур ҫӑл» фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ. Асӑннӑ уяв Пушкӑртстанӑн 9 районӗпе (Ӗпхӳ, Пелепей, Шаран, Ермеккей, Федоровка, Мияки, Мелеуз, Пишпӳлек, Кармаскалӑ) Тутарстанри Анат Чаллӑ хулинчи ачасем пухӑннӑ. 7-18 ҫулхи 178 ача пуҫтарӑннӑ унта. Ҫакӑн пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗ культурине сыхласа хӑварса ӑна тата та паллӑрах тӑвас, тӑван чӗлхене аталантарас, ҫитӗнекен ӑрӑва наци культурине юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевсене пурнӑҫлать. «Шур ҫӑл» фестиваль учредителӗсем – Пушкӑртстанри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ, Пишпӳлек район администрацийӗ тата «Родник» агрофирма (ертӳҫи – С.К. Михайлов). Фестиваль ытти ҫулсенче Алексеевка ялӗнчи Панулми пахчинче иртнӗ. Кӑҫал ҫанталӑк сивӗ пулнине кура уява Пишпӳлекри культура керменне пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти пляжсене ятарлӑ комисси йышӑннӑ. Республикӑн тӗп пляжсене Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин кимӗ-карапсен патшалӑх инспекцийӗ тӗрӗсленӗ. Роспотребнадзор управленийӗ шыв пахалӑхне хакласа санитарипе эпидемиологи пӗтӗмлетӗвӗ ҫырса панӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ҫынсене шыва кӗме тӑватӑ пляж хатӗрленӗ. Вӗсене пурне те тасатнӑ, ӑҫта таран ишме юранине кӑтартакан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Ачасене ишмелли вырӑнсене те уйӑрнӑ. Шупашкарти пляжсем ҫаксем: Тӗп пляж, Афанасьев урамӗнчи 1-мӗш пляж, Ҫӗнӗ салари иккӗмӗш пляж тата Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляж. Вӗсене видеосӑнав вырнаҫтарнӑ. Унта мӗн ӳкерни Шупашкар хулин Пӗрлехи диспетчер службине кайса тӑрӗ. Унсӑр пуҫне пляжсенче сывлӑш тата шыв температурине кӑтартакан таблосем вырнаҫтарӗҫ. Пляжсенче ҫӑлав таиа ҫыхӑну хатӗрӗсем пур. Персонал валли йӑла пӳлӗмӗсем вырнаҫтарнӑ, полици посчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Биотуалетсем те вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Элӗкре «Виръял шевлисем» йӑлана кӗнӗ фестиваль иртӗ. Вӑл 19 сехетре пуҫланмалла. Элӗк район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль-конкурса ҫулталӑкра пӗр хутчен йӗркелеҫҫӗ. Мероприятие унти хкастарсем кӑҫалхипе 24-мӗш хут ирттереҫҫӗ. Ӑна вӗсем регионсен шайне кӑларнӑ. «Виръял шевлисем» фестивале кӑҫал Элӗк, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Патӑрьел районӗсем хутшӑнӗҫ. Фестивале ҫитес кӑмӑллине тӗрлӗ тӑрӑхри 30 ытла ҫын пӗлтернӗ. Вӗсем — 15-рен пуҫласа 40 ҫул таранчченхисем. Фестиваль-конкурса хутшӑнакансен чӑвашла икӗ юрӑ юрламалла. Вӑл эстрада юрри, хӑй ҫырнӑ юрӑ, тӗрлӗ мелпе илемлетнӗ чӑваш халӑх юрри пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вӑл – 55 ҫулта. Сӑмах Шупашкарти пӗрремӗш троллейбус пирки пырать. Тӗп хуламӑр 550 ҫул тултарнӑ май пирвайхи троллейбус кӑҫал ҫулла ҫула тухӗ. Ӑна ятарласа реставрацилеҫҫӗ, ку ӗҫе утӑ уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ. Ӑна юсанӑ чухне унӑн сӑн-сӑпатне, салона упраса хӑварма тӑрӑшнӑ. Кӑҫал Троллейбус управленийӗ те юбилейне паллӑ тӑвать: 55 ҫул тултарать. Пирвайхи троллейбус пӗрремӗш рейса 1964 ҫулта тухнӑ. Вӑл «Чукун ҫул вокзалӗ – Хӗрлӗ лапам» маршрутпа ҫӳренӗ. Хулари пӗремӗш троллейбуса ҫула кӑларас шухӑш - Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн. Ҫынсем СССР тапхӑрне лексе курччӑр тесе водительсене те ун чухнехи униформӑна тӑхӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн ҪҪХПИн Инстаграмри страницинче лайӑх хыпар пур: васкавлӑ медулӑшу тухтӑрӗсем 4 ҫулти ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Пӗчӗкскер БАД капсулине пырне лартнӑ, вӑл сывлама пӑрахнӑ, чӗри те чарӑнса ларнӑ. Телее, васкавлӑ медпулӑшу вырӑна часах ҫитнӗ: 4 минутран вӗсем пӗчӗк пациента медпулӑшу панӑ. Тухтӑрсем хӑвӑрт ҫитни арҫын ачан пурнӑҫне ҫӑлма май панӑ. Вӗсем малтан ачан чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ, унтан капсулӑна кӑларнӑ. Халӗ пӗчӗк пациент хӑйне аванах туять. Арҫын ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ тухтӑра ятранах палӑртар: Олег Владимирович Косов анестезиолог-реаниматолог. Унпа пӗрле бригада пулнӑ. Олег Владимирович васкавлӑ медпулӑшу службинче 30 ҫул вӑй хурать. Тата ҫакна каласа хӑварар: водительсем, васкавлӑ медпулӑшу машини васканине курсан ӑна ҫул парӑр, капла эсир ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлма пултаратӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Шупашкарта Пӗрремӗш канал «Пӗрремӗш пул!» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерет. Чӑваш Ене 150 яхӑн «ҫӑлтӑр» килӗ: федераци каналӗн телеертӳҫисем, эстрада артисчӗсем… Сумлӑ хӑнасем килнӗ ҫӗре Шупашкара тата илемлетесшӗн. Кӳлмекре Анне палӑкӗ умӗнче хулари экологи отрячӗсенчи 30 ача «Бобер» телеканалти (вӑл та Пӗрремӗш канал йышне кӗрет) телеертӳҫӗпе пӗрле «1» евӗр клубма лартӗҫ. Клумбӑна бегонисемпе, бархатцысемпе хитрелетӗҫ. Калчасем хатӗр ӗнтӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр кунашкал клумбӑна Ижевск хулинче тунӑ. Ун чухне Пӗрремӗш канал ыркӑмӑллӑх акцине Удмурт Республикинче ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Коми Республикин ял хуҫалӑх тата потребитель рынокӗн министрӗ Анатолий Князев «Комиинформ» агентствӑна хӑйӗн тӗп вӗрентекенӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Агентство «Спасибо наставнику» (чӑв. Вӗрентекене тавах) проект пуҫарнӑ. Хальхинче унӑн хӑни Анатолий Князев чӑваш пулнӑ. Вӑл, аса илтерер, — Елчӗк чӑвашӗ. Шупашкар районӗнче чылай ҫул ӗҫлесе пурӑнчӗ. Унта вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче, райадминистрацин ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗнче, район ертӳҫинче тӑрӑшрӗ. Кайран чӑваш парламентӗнче сумлӑ вырӑн йышӑннӑччӗ. Анатолий Князев хӑйӗн вӗрентекенӗ тесе Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федорова калать иккен. Чӑваш Ене 17 ҫул ертсе пынӑ ҫав ҫынтан вӗренмелли чылай тесе шухӑшлать. Николай Федорова Анатолий Князев ҫӳллӗ шайри политик тесе хаклать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ кӗнекесене Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра хакланӑ. Вӗсене «Лучшие книги года-2018» (чӑв. 2018 ҫулхи чи лайӑх кӗнекесем) тата «Малая Родина» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршыв) конкурсра палӑртнӑ. Чи лайӑххисен йышне Константин Ивановӑн «Нарспи» тата Юрий Ювенальевӑн «Ювелирное искусство суваро-булгар – предков чувашей» кӗнекисем кӗнӗ. Константин Ивановӑн чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла пичетленнӗ «Нарспи» кӗнекине «Лучшее издание классической художественной литературы» (чӑв. Классикӑллӑ илемлӗ литературӑн чи лайӑх кӑларӑмӗ) номинацире суйланӑ. Юрий Ювенальевӑн ӗҫӗ «Многонациональная Россия» (чӑв. Нумай нациллӗ Раҫҫей) номинацире тупӑшать. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Мускавра ҫӗртме уйӑхӗнче иртекен «Красная площадь» фестивальте пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Васкавлӑ медпулӑшу бригадине Ҫӗнӗ Шупашкарта тапӑннине Чӑваш халӑх сайтӗнче Софья Савнеш пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ тенӗччӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнче паян ҫырнӑ тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу санитарне ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тапӑннӑ. Шурӑ халатлисене Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫурт картишне ҫынна пулӑшма чӗнсе илнӗ. Вырӑна ҫитсен ӳсӗр пӗр ҫамрӑк васкавлӑ пулӑшу тухтӑрне хӗнеме тытӑннӑ. Ҫапӑҫакан 26-ри этем ӑҫта пурӑннине ӗнер тупса палӑртнӑ. Паян ӑна суд килте хупса усрамалла тунӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Тухтӑра хӗнекен ҫамрӑк арҫыннӑн сывлӑхне экспертиза ирттерсех хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |