Вӗренӳ
![]() 11-мӗш класран вӗренсе тухакансен халӗ пӑлхануллӑ самант. Ара, Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен кӑтартӑвӗсем паллӑ. Хальлӗхе пурин те мар. Ҫак кунсенче хими тата истори предмечӗсемпе кӑтартусем паллӑ пулнӑ. Палӑртмалла: истори экзаменне 768 ҫын тытнӑ. Питӗ кӑмӑллӑ: 4 ҫын чи нумай балл – 100 балл – пухнӑ. Хими предмечӗпе вара 929 ҫын экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 13-шӗ 100 балл пухма пултарнӑ. Математикӑпа 9 ҫын чи пысӑк кӑтартупа – 100 балпа – палӑрнӑ. Ҫапла майпа хальлӗхе республикӑра Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 100 балл пухнӑ 26 ҫын шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Мукаш районӗнче пурӑнакан 90 ҫулти кинемей килте ахаль лармасть. Унӑн килӗ музей евӗрех. Ватӑлма вӑхӑт ҫук унӑн – алӗҫӗпе аппаланать. Ҫамрӑк чухне Елена Изракова аварие лекнӗ. Ун чухне Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫи пынӑ. Ҫав кун рюкзак ҫакнӑ темиҫе хӗрача кузовлӑ машина ҫине ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра тепӗр машина иртсе пынӑ, Еленӑн рюкзакне ҫаклатнӑ та сетӗрсе кайнӑ. Хӗр машина айне лекнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл пульницӑра виҫӗ уйӑх выртнӑ. Тухтӑр ӑна качча тухма сӗнмен, ача ҫуратма ирӗк паман. Ҫапах Елена икӗ хӗр ҫуратнӑ. Елена Изракова пулла ҫӳреме юратать. Кунне 50 пулӑ тытни уншӑн норма шутланать. Хӑш чух ҫӗрлечченех вӑлта тытса ларать, ачисем хунар илсе ӑна шырама пыричченех. Елена Изракова — лайӑх каменщик, штукатур. Хӑйӗн ҫуртне вӑл хӑйех тунӑ. Халӗ хастар хӗрарӑм 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пӗртен-пӗр ывӑлне ҫухатнӑ. Канашра кун кунлакан 34 ҫулти арҫын «Пӑва- Йӗпреҫ» чукун ҫул ҫинче тӑнӑ, хӑлхине наушник чикнӗ. Вӑл ҫывхаракан пуйӑс сассине илтмен. Инкекрен пӑрӑнма май килмен – пуйӑс ӑна лекнӗ. Арҫын йывӑр суранӗсене пула пульницӑра вилнӗ. Чӑваш транспорт прокурорӗ амӑшӗн прависене хӳтӗлесе тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Прокурор пӗртен-пӗр ывӑлне ӗмӗрлӗхе ҫухатнӑ хӗрарӑма кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа тӳлеме ыйтнӑ. Суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, Раҫҫей чукун ҫулӗн хӗрарӑма 50 пин тенкӗ тӳлемелле. Кунсӑр пуҫне ывӑлне пытарнӑ чухнехи тӑкака саплаштармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫыннӑн вакласа пӗтернӗ виллине тупни пирки, пайӗм урамра тӗрлӗ вырӑнта пулни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Малтанах кӗлеткен пайӗсене хӗрарӑм ҫӳп-ҫап контейнерӗнче асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем ытти пайне ҫывӑхри контейнерсенче тупнӑ. Полицейскисем видеокамерӑсене пӑхнӑ. Унти кадра ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫын та лекнӗ. Полици уйрӑмӗнче унран тӗпчесе пӗлнӗ. 44 ҫулти арҫын ҫынна вӗлернине пӗлтернӗ, кӗлеткин ытти пайӗсем ӑҫта выртнине кӑтартнӑ: вӑрман посадкинче пытарнӑ. Хайхискер пӗрле эрех ӗҫнӗ ҫын пулнӑ. Арҫын тискер преступлени йӗрне пӗтерес тесе вилене вакласа тӗрлӗ ҫӗре пытарнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 44-и арҫын 56 ҫулти арҫынпа кафере эрех ӗҫнӗ. Унтан вӑл ӑна киле чӗннӗ, унта вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Кӗҫӗнреххи аслине ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ. Палӑртмалла: 44-ри арҫын унччен те судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ, 2027 ҫулччен административлӑ надзорта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ валли пресс-секретарь тахҫантанпах шыраҫҫӗ. Унччен ку должноҫра Светлана Каликова ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн ку вырӑна «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ Валентина Алексеева ӗҫлеме килнӗ. Анчах вӑл нумай тытӑнса тӑман – кайнӑ. Ҫу уйӑхӗнче ку должноҫ валли ҫын суйламашкӑн конкурс ирттерме палӑртӑччӗ. Анчах вӑл пулман, мӗншӗн тесен унта икӗ кандидатран сахалрах заявка панӑ. Ҫапла майпа Элтепер пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчен пресс-секретарьсӗр ӗҫленӗ темелле. Паянхи кунран пресс-секретарь тивӗҫне Олег Сидоров вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама тытӑнать. Вӑл 2016 ҫултанпа федераци депутачӗн Леонид Черкесовӑн пулӑшуҫи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Кӑра, кӑрал... Ашмарин словарӗнче кӑрал сӑмаха ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Оружие, орудие... вӑрҫӑ кӑралӗ-хатӗре... Кӑрал тесе, каскалакан тимӗр таврана калаҫҫӗ... «Кӑраллӑ ҫын килет, петӗм халӑх тарса пӗтрӗ!..» Ку вӑл ҫар хатӗрӗ тытнӑ ҫын килнине пӗлтерет. Кӑрапа кӑрал сӑмахӑн тӗп тымарӗ пӗр пулма пултарать. Авалхи юмах-халапсенче (мифсенче) Кӑра-турӑ ҫинчен калани те пур, ӑна вӑрҫӑ турри тесе шутлама май килет. «Кӑра (Кӑратурӑ) ялан кӑмака умӗнче турчӑкине кӑвар пӑтратать, ун кӑварӗ ҫӗре ӳксен вара вӑрҫӑ пуҫланать...» Хӑш-пӗрисем кӑрала ӗҫ хатӗрӗ ҫеҫ тесе ӑнлантарма пӑхни те пур. Пирӗн шутпа, кунпа килӗшме йывӑртарах, мӗншӗн тесен ӗҫ хатӗрне пӗтӗмлетсе калакан лайӑх сӑмах хӑй пур: ыртма. «Ҫуркуннепе ыртмине хатӗрлесе ҫитермен ҫынна кам хисеплетӗр?» — тенӗ Улӑп ҫинчен калакан пӗр халапра. Кунта, паллах, ӗҫ хатӗрӗ пирки сӑмах пырать ӗнтӗ. |
Хулара
![]() Шупашкарти «Сӗт-ҫу бази» общество чарӑнӑвӗн ятне «Волга Айс» организаци улӑштарма сӗнни пирки хыпарланӑччӗ. Вӑл ӑна «Волга Айс» ят пама сӗннӗ. Ку ыйтупа «Уҫӑ хула» порталта ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ. Хулари ҫак чарӑну ятне улӑштарӗ-и? Пӗлес килет пулсан сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарар. Ыйтӑма 1000 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен пысӑк пайӗ, 65,55 проценчӗ, ҫак чарӑну ятне ӗлӗкхиллех хӑвармалла тесе сасӑланӑ. 27,28 проценчӗ вара чарӑнӑва «Волга Айс» ят панине хирӗҫ мар. Ыйтӑма хутшӑннисен 7,16 проценчӗ ҫакна специалистсен уҫӑмлатмалла тесе палӑртнӑ. Пӗтӗмлетӗве ятарлӑ комиссие пӑхса тухма панӑ. Вӑл та чарӑну ятне улӑштарассине ырламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Терешкова урамӗнчи 4-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗ хыҫӗнче арҫын виллине тупнӑ. Унӑн кӗлеткине вакласа пӗтернӗ. Кӗлеткин пайӗсене Терешкова урамӗнчи 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче те тупма пултарнӑ. Полици вилене хулари темиҫе урамри контейнерсенче шыранӑ. Ҫакна ӳкернӗ сӑнсене «Про Город» редакцие ҫынсем ярса панӑ. Хальлӗхе ку пӑтӑрмах пирки урӑх хыпар ҫук. Йӗрке хуралҫисем вырӑнти халӑхран ыйтса тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Китай пуянӗсем укҫа хывнипе Чӑваш Енре тума палӑртнӑ сӗт-ҫу савучӗ валли Шупашкар районӗнче ҫӗр шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, предприятие малтан Муркаш районӗнче ҫӗклеме шухӑшларӗҫ, кайран Ҫӗрпӳ районне куҫ хывнӑччӗ. Унта та, кунта та хирӗҫлерӗҫ. Савута яхӑнне те ярасшӑн пулмарӗҫ. Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Илпеш ҫывӑхӗнче тӑвассипе халӑх итлевӗ ирттерме палӑртнӑччӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Илпешри ял вулавӑшӗнче йӗркелессине пӗлтернӗччӗ. Анчах итлев иртмӗ иккен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев (вӑл Кӳкеҫре ӗҫлесе пурӑнать) тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. |
Республикӑра
![]() Раҫҫей кунӗ ҫывхарать. Палӑртса хӑварар: ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв умӗн ют ҫӗршыв ҫыннисем ШӖМӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управленийӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура присяга тытнӑ. Вӗсем Раҫҫей гражданствине илесшӗн. Присяга хыҫҫӑн ҫак ҫынсене пирӗн ҫӗршыв паспортне параҫҫӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ведомствӑна ют ҫӗршывра ҫуралнӑ 10 ҫын килнӗ. Вӗсем Молдовӑра, Украинӑра, Таджикистанра кун ҫути курнӑ. Пӗри вара – Анголӑран. «На связи» форумра ҫак хыпара комментарилекенсем пулнӑ. Вӗсенчен пӗри ҫырнине ӗненес тӗк, Анголӑран пирӗн пата килнӗ ҫын – тухтӑрта ӗҫлет, вӑл ӑна лайӑх тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |