Экономика
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи пысӑк промышленность предприятийӗсенчен пӗри, «Промтрактор-Промлит» савут, инженерсене ӗҫе йышӑнать. Кун пирки Шупашкарти Ӗҫлӗх центрӗ пӗлтернӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗ тӗлне предприятие вырнаҫма 451 ӗҫсӗр ҫынна хут панӑ. Савутра ӗҫлеме сӗннисен пӗтӗмӗшле йышӗ вара 2 пинтен те иртнӗ. Шӑратакан производствӑна инженер профессиллӗ ҫынсем кирлӗ. Унсӑр пуҫне унта обрубщиксене, электрогазосварщиксене, стерженщиксене, электромонтёрсене, слесари-юсавҫӑсене тата ытти рабочие йышӑнаҫҫӗ. Рабочисем кирлине предприяти тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче те хыпарласах тӑрать. «Промтрактор-Промлит» предприятие рабочисене ӗҫе пӗрмай йыхравланине савутра производство калӑпӑшӗ ӳссе пынипе, саккассен калӑпӑшӗ йышланнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Регионы – сотрудничество без границ» (чӑв. Регионсем – чикӗсӗр ӗҫтешлӗх) курав Республика кунӗ тӗлне Шупашкарта ҫулсеренех уҫӑлать. Кӑҫал та иртӗ. Хальхи шучӗпе 26-мӗш хут пулӗ. Ӑна йӗркелекенсем кӑҫал ӑна урӑхларах ирттерме шухӑшланӑ. Вӑл унчченхилле МТВ-центрта е «Контур» суту-илӳ комплексӗнче пулма пӑрахнӑччӗ-ха. Курав япалисене шатерсем карса вырнаҫтарӗҫ. Ҫавӑн валли 1800 пин тӑваткал метр лаптӑк уйӑрма палӑртнӑ. Автомобильсем, пысӑк калӑпӑшлӑ ытти техника валли те вырӑн тупӗҫ. Тӗрлӗ енлӗ ӑстасене, ача-пӑчана кӑсӑклантармалли лаптӑксем уйӑрса парӗҫ. Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, курав ҫӗртме уйӑхӗн 21-24-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Л.А. Андреев-Лесник ҫырнӑ «Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах» статьйи «Чӑваш халӑх сайтне» вулакансене нумай калаҫтарчӗ. Вӗренӳ министерсви ӑна ҫакӑн пек хурав панӑ:
|
Хулара
![]() «Чӑваш Ен – Атӑл чӗри» проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкарти Хӗрлӗ лапама тата кӳлмеке реконструкцилеме палӑртнӑ. Ку ӗҫе мӗнле компани пуҫӑнасси паллӑ. Ятарласа аукцион ирттернӗ. Унта икӗ организаци хутшӑннӑ. «Правда ПФО» сайтра хыпарланӑ тӑрӑх, килӗшӗве «Дорисс» паркпа алӑ пусӗҫ. Хӗрлӗ лапама тата кӳлмеке реконстукцилеме малтанах 1 миллиард та 259 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Аукцион вӑхӑтӗнче «Дорисс» организаци хака 6 миллион тенкӗ чакарнӑ. Ҫапла майпа Шупашкарти ҫак икӗ вырӑна 1 миллиард та 253 миллион тенкӗпе ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче Шупашкарта хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ тата первенстви иртӗ. Чӑваш Ене ҫӗршыври 20 регионти 150 ҫӑмӑл атлет килме палӑртнӑ. Ӑмӑрту Шупашкарти кӳлмекре иртӗ. Арҫынсем – 50 ҫухрӑм, хӗрарӑмсем 20 ҫухрӑм утӗҫ. Юниорсен тупӑшӑвӗ вара «Олимпийский» стадионта иртӗ. Спортсменсем 5 тата 10 ҫухрӑм утса тухӗҫ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал наци первенствипе килӗшӳллӗн регионсен хушшинче «Ҫамрӑк скороход» тупӑшу ирттерме палӑртнӑ. Унта 14-15 ҫулсенчи хӗрсемпе каччӑсем хутшӑнӗҫ, пӗрремӗшӗсем – 3 ҫухрӑм, иккӗмӗшӗсем 5 ҫухрӑм парӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Республика кунӗнче «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакансем валли чӑн-чӑн парне пулӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче унта ҫул уҫӗҫ, троллейбус ярӗҫ. Микрорайона троллейбус ямашкӑн ҫул хатӗрпе пӗрех. Тӑватӑ полосаллӑ ҫул тунӑ ӗнтӗ. Халӗ подрядчик асфальт сарас ӗҫе вӗҫлесе пырать, тротуарсем, велоҫулсем тӑвать. Подрядчик, «ТУС» АУ, тӗп ӗҫсене пӗлтӗрех вӗҫленӗ: магистральлӗ ҫул тунӑ. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 200,93 миллион тенке кайса ларнӑ. Ҫул уҫнӑ хыҫҫӑн «Ҫӗнӗ хулана» 3-мӗш троллейбус ҫӳреме пуҫлӗ. Вӑл ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районне ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумӗ пулма ӗмӗтленекен кандидатсене палӑртнӑ. Республика шайӗнче иртнӗ конкурс комиссийӗн ларӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ. Конкурс ирттерессине маларах ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ иккен. Министр ҫумӗ пулма ӗмӗтленекенсем иккӗн тупӑннӑ: Ирина Николаевна Крылова тата Алина Витальевна Семенова. Вӗсене иккӗшне те тимлӗн итленӗ, иккӗшӗн докуменчӗсене те тӗплӗн тишкернӗ. Конкурс комиссийӗ хӗрарӑмсенчен нихӑшне те пӑрахӑҫламан. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кандидатсене иккӗшне те кадр резервне кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ «Ура, у нас каникулы!» (чӑв. Ура, пирӗн каникул!) фестиваль ирттерет. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗччен пырӗ. Фестивале вырӑс классикӗ Александр Пушкин ҫуралнӑранпа 220 ҫул ҫитнине халалланӑ. Культура мероприятине ачасене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне йыхравлаҫҫӗ. «Чӑвашкинона» пынисене фильмсем упранакан вырӑнпа, унти кинопленкӑсемпе, чӑн-чӑн кинокамерӑсемпе тата киноприборсемпе паллаштарӗҫ. Шупашкарти Александр Мовчан фотографӑн фотоаппарачӗсен куравӗпе те киленме май килӗ. Совет саманинче тата хальтерех ӳкернӗ мультфильмсене кӑтартӗҫ. Фестивалӗн малтанхи кунӗсенче «Чӑвашкино» киностудире Шупашкарти 47-мӗш тата 49-мӗш шкулсенче вӗренекенсем пулма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Чӑваш наци ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн хыпарӗсем/Вестник Чувашской национальной академии наук и искусств» ӑслӑлӑх журналӗн кӑҫалхи ҫӗнӗ номерӗ пичетленнӗ. Виталий ӑсчах Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шучӗпе вӑл — 10-мӗш номер. Ӑна ҫулталӑкра икӗ хутчен пичетлеҫҫӗ. Журнала истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Лев Ефимов редакциленӗ. Кӑларӑма 150 экземплярпа кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ форматлӑ журналӑн малтанхи номерне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине халалланӑ, иккӗмӗшне — Литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкӗсене, тӑваттӑмӗшне – Ӗҫ ҫулталӑкне, ҫиччӗмӗшне – Экологи ҫулталӑкне тата Раҫҫейри революци пулнӑранпа 100 ҫул ҫитнине, вуннӑмӑшне — Раҫҫейри театр ҫулталӑкне тата Шупашкар хули 550 ҫул тултарнине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Питӗр хулинче ТАСС информаци агенствин журналисчӗпе калаҫнӑ, ӑна вӑл интервью панӑ. Ҫак кунсенче Питӗр хулинче Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ иртет. Унта тӗрлӗ ҫӗршывран ятлӑ-сумлӑ ҫынсем: политиксемпе усламҫӑсем, тӗрлӗ шайри ертӳҫӗсемпе журналистсем — пухӑннӑ. Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ыйтусене хускатнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев журналиста Китай Халӑх Республикипе Чӑваш ЕН тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл ӑна пирӗн тӑрӑхра «Сычуань— Чувашия» (чӑв. Сычуань—Чӑваш Ен) агропарк хута ярассине пӗлтернӗ. Тӗлпулура информаци технологийӗсен аталанӑвне те сӳтсе явнӑ. Журналистӑн ытти ыйтӑвне те хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |