Культура
![]() «Асам» пӗтӗм чӑвашсен IV кинофестивалӗ иртнӗ май киносценарисен питчингне йӗркелеме йышӑннӑ. Кинофестиваль, аса илтерер, чӳк уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче Шупашкарта пулӗ. Ют ҫӗршыври тата хамӑр ҫӗршыври кинофестивальсене йӗркелекенсем питчингсене час-часах пуҫараҫҫӗ. Чӑвашсен ун пекки пулманччӗ-ха. «Асам» питчинг вӑхӑтӗнче киносценари авторӗсен ӗҫӗсене хӑтлӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ кинопроект авторне укҫа-тенкӗллӗ усламҫӑ е пӗр-пӗр организаци кино ӳкерме пулӑшӗ. Питч 5 минутран вӑрӑм пулмалла мар. Ӑна ирттерни чӑваш кинематографне аталанма пулӑшас тӗллевӗллӗ. «Асам» питчингӑн мӗнпур условийӗпе Чӑваш Республикинчи кинематографсен пӗрлешӗвӗн сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма пулать. Унта конкурсӑн положенине, регламентне, заявлени-анкетине вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ну ака уйӑхӗ хӑйӗн ӑшшипе савӑнтарчӗ! Ҫу уйӑхӗ вара пире мӗнпе тӗлӗнтерӗ? Синоптиксем ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче каҫхине сивӗтессине, юр ҫума пултарассине пӗлтереҫҫӗ. Уйӑх тӑршшӗпех ҫанталӑк улшӑнса тӑрӗ, пӗтӗмӗшле илсен – климат норминчен сивӗрех пулӗ. Ҫу уйӑхӗнче тӑватӑ хутчен сивӗтет: ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн, уйӑх варринче тата 25-мӗшӗсенче. Каҫхине ҫӗр ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗчченех шӑнӗ. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тата варринче юр ҫума пултарӗ. Паллах, уйӑх хӑйӗн ӑшшипе те савӑнтарӗ. 6, 12 тата 20-мӗшӗсенче чи ӑшӑ кунсем пулӗҫ ахӑртнех. Апла-и, капла-и – кӑҫал ҫуллахи ҫанталӑк ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн пата ҫитӗ. Ҫак кунран республикӑра антициклон хуҫаланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Ҫуркунне Ӗҫ уявӗнче, Шупашкарта тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, тӗрлӗ организаципе предприяти ӗҫченӗсем урам тӑрӑх утма тухӗҫ. Массӑллӑ мероприятисем иртнӗ май Шупашкарти тӗп урамсене вӑхӑтлӑха хупӗҫ. Общество транспортне ҫӳретессине 2 сехет маларах чакарӗҫ. «Николаев урамӗ» чарӑну таран ҫынсем ирхи 8 сехетчен кӑна ҫитме пултарӗҫ. Кун хыҫҫӑн, 8 сехетрен пуҫласа 10 сехетчен, общество транспорчӗ урӑх урамсемпе ҫӳрӗ. Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем «Вокзалҫум», «Чукун ҫул вокзалӗ» чарӑнусене ҫеҫ ҫитме пултарӗҫ. Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчен вара «Ярмӑрккӑ» таран анчах ҫитме май килӗ. Автобуссемпе маршруткӑсем Энгельс урамӗпе ҫӳрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ку таранччен ҫул ҫинче авари пулсан ӳсӗр водитель тарма пултарнӑ. Ҫапла майпа ӑна освидетельствовани тӑвайман. Кайран вара авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулнӑскере урӑх статьяпа (ӳсӗр пулманнисене пырса тивекеннипе) суд тунӑ. Ара, вӑл авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулнине ниепле те ӗнентеремӗн-ҫке-ха. Малашне урӑхла пулӗ. Водитель освидетельствовани тухмасть пулсан, авари вырӑнӗнчен тарать тӗк ӑна УКн 264-мӗш статйин 2, 4 тата 6-мӗш пайӗсемпе килӗшӳллӗн айӑплӗҫ (ҫул-йӗр правилисене пӑснӑран ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳни е вӗлерни). Водитель аварире ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ, вырӑнтан тарнӑ пулсан ӑна колони-поселение 4 ҫул таран ӑсатма пултараҫҫӗ. Пӗр ҫын вилнӗ тӗк – 2-7 ҫуллӑха, икӗ е ытларах ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ тӑк 4-9 ҫуллӑха айӑплӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ун вӑхӑтӗнче 2017 ҫулта чи нумай вуланӑ кӗнекесене хакланӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарнипе Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Чӑваш Енри Профессионал писательсен пӗрлешӗвӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви ҫулсерен ирттереҫҫӗ. «Проза жанрӗпе чӑвашла ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке» ята Валериан Муравьевӑн «Ҫылӑхлӑ арҫын» тата Хӗветӗр Агиверӑн «Йӗпхӳри сасӑ» кӗнекисем тивӗҫнӗ. Ача-пӑча литературине илсен, кӗҫӗн классем валли ҫырнӑ хайлавсем хушшинче Людмила Смолинан «Натали», аслӑ классем валли ҫырнисенчен Николай Андреевӑн «Шӑрӑх кунсем» кӗнекисене вулакансем юратса йышӑннӑ. «Драматурги жанрӗпе ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке» — Николай Терентьевӑн «Суйласа илнисем. 3-мӗш том». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫамрӑк каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ӑна вӗлернӗ. Ҫак хура ӗҫе унӑн тантӑшӗ, 24 ҫулти каччӑ, тунӑ. Ҫак кунсенче вӑл суд сакки ҫине ларса приговор итленӗ. Судья ӑна тӗрмене 11 ҫуллӑха лартма йышӑннӑ. Ӗҫ-пуҫ вара ҫапларах пулса иртнӗ. Ҫав кун ҫӗрле 24-ри каччӑ пӗлӗшӗпе килте пулнӑ, эрех ӗҫнӗ. Хайхискерсем хӗрсе кайсан вӑрҫӑнса кайнӑ. Хваттер хуҫи хӑнана хӗненӗ, унтан ҫӗҫӗпе чикнӗ. Аманнӑ каччӑ подъезда чупса тухнӑ. Анчах урама тухса ӗлкӗреймен – алӑк патӗнче тӗшӗрӗлсе аннӑ. Ку преступленишӗн 24 ҫулти каччӑ ҫирӗп режимлӑ колонире самаях ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫӗмӗрлери муниципалитет предприятийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ организацин парӑмне шыраса илме кансӗрленӗ. Ку пӑтӑрмах пӗрер кун тӑсӑлнӑскер те мар. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти пуҫлӑхӗ парӑма тӳлес мар тесе 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗчченех тапаҫланнӑ. Предприятин налук тата страховой тӳлев парӑмӗ 24 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пуҫлӑх ытти контрагента укҫа-тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах хӑй ертсе пыракан организаци счёчӗпе усӑ курмасӑр. Счёта арестленине пӗлнӗрен ҫапла хӑтланнӑ-тӑр ӗнтӗ вӑл. Темиҫе ҫул хушшинче пуҫлӑх налук тата ытти тӳлевпе татӑлмасӑр 28 миллион та 700 пин тенке айккине ӑсатма пултарнӑ. Пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ҫӗмӗрле районӗнчи суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Прокуратура Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасем вӗренекен 1-мӗш шкула тӗрӗсленӗ. Сӑлтаве пулнӑ: унта ӑс пухакан пӗр ачан ашшӗ-амӑшӗ ведомствӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, шкулти ертӳлӗх саккуна пӑсать-мӗн. Чӑнах та, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Шкулти пӗр ушкӑнӑн ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ вӗренекенсенчен укҫа пухнӑ, анчах документсем хатӗрлемен. Кунсӑр пуҫне пӗр ушкӑнра ача нумайрах (йӗркере палӑртнинчен) вӗренни ҫиеле тухнӑ. Ачисене тирпей-илем кӗртнӗ чухне ашшӗ-амӑшне унта кӗртмен, ку та вӗсене килӗшмен. Тӗрӗслев хыҫҫӑн директор тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене пӗтермелле тесе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер пирӗн республикӑра «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» VII литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ку ӑмӑрту, Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ тата поэт Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ҫулта пӗрре иртет. Ҫӗнтерӳҫӗсене Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне пухнӑ. Литература конкурсне 34 автор 46 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем 10 районпа 4 хуларан: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Тӑвай районӗсенчен, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен. Конкурс проза, поэзи, драматурги номинацисемпе иртнӗ. Хайлавсене чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. 61 проценчӗ сӑвӑсемпе конкурса хутшӑннӑ, 30% — проза номинацире, 9% — драматурги енӗпе. Конкурса Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Ольга Туркай, Марина Карягина, Дмитрий Суслин ҫыравҫӑсем тата ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина хакланӑ. 15-21 ҫулсенхисенчен «Проза» номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Екатерина Кошелева «Сӗт хакӗ» хайлавпа, 22-30 ҫулсенхисенчен Вӑрнар районӗнчи Ольга Австрийская (Иванова) «Чи ҫутӑ ӗмӗт» хайлавпа ҫӗнтернӗ. Вырӑслисенчен Шупашкарти Дария Перевезенцева (15-21 ҫулсенчисем хушшинче) мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ачасем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем валли юрӑ ҫырасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, диск хатӗрлеҫҫӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисем Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне «Я расскажу вам о войне…» (чӑв. Эп сире вӑрҫӑ ҫинчен каласа кӑтартатӑп) ятпа диск ҫырасшӑн. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк вокалистсем патриотла юрӑсене ҫырма тытӑннӑ ӗнтӗ. Шӑпӑрлансем Шупашкарти 7-мӗш ача пахчинчи юрӑ ҫыракан студире диск хатӗрлеҫҫӗ. Унти юрӑ студине 2017 ҫулта туяннӑ. Ҫавӑнта хулари паллӑ артистсем те пырса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем юрлама ӑста арҫын ачасемпе хӗрачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсем «Катюша», «Синий платочек», «Журавли» тата ытти юрра шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |