Республикӑра
![]() Совет салтакӗ Николай Лукич Лукин Вӑрнар районӗнчи Уравӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Анчах телейлӗ пурнӑҫпа киленме пӳрмен ӑна – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан фронта илсе кайнӑ. Шел, чӑваш каччин ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ – вӑл Ржев хули ҫывӑхӗнче пуҫ хунӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче шырав отрячӗн хастарӗсем унӑн виллин юлашкисене тупнӑ. Гильза ӑшне пытарнӑ хут татӑкӗ ҫине ҫырнине вуласан салтакӑн ятне-шывне, вӑл ӑҫтан пулнине палӑртнӑ. Салтакӑн тӑванӗ Тверь облаҫӗнче пулнӑ, шӑпах ҫавӑн чухне Николай Лукинӑн виллин юлашкине ӑна панӑ. Салтакӑн упранса юлнӑ ӳтне тӑван тӑрӑхне илсе килнӗ ӗнтӗ. Ӑна тӑван ялӗнче ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чыс туса пытарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Олеся Моисеева Чӑваш Енри спортсменкӑна Олеся Моисеевӑна Пӗтӗм Раҫҫейри допинга хирӗҫ кӗрешмелли правилӑсен 2.1 пунктне пӑснӑшӑн дисквалификациленӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа ӑмӑртусене тӑватӑ ҫул хутшӑнаймӗ. Ҫапла йышӑннӑ Пӗтӗм Раҫҫейри ишесси енӗпе ӗҫлекен федераци. Спортсменкӑн проби ҫинче усӑ курма юраман субстанци, унӑн метаболичӗсемпе маркерӗсене тупнӑ. Палӑртмалла: Олеся Моисеева Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен ишесси енӗпе 9-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать, Чӑваш Ен чысне ӑмӑртусенче хӳтӗлет. Спортсменка пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пӗрремӗш хут пурнӑҫланӑ, 1500 метра 17.03,86 минутра ишсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакансем каллех ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата та пӗлтернӗ. Уйрӑмах ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем аптӑраҫҫӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, тислӗк шӑршине кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил илсе килет. «Пичет ҫурчӗ» чарӑну ҫывӑхӗнче шӑршӑ кӗрет. Вӑл хушӑран питӗ вӑйлӑ, ҫил вӗрсен туйӑнать», - каласа кӑтартнӑ Евгений хаҫат ӗҫченӗсене. Палӑртса хӑварар: ҫулсеренех ҫулла ҫынсем хулара лайӑх мар шӑршӑ кӗнине туяҫҫӗ. Пӗлтӗр Роспотребнадзор ҫӑхав нумай килнӗ хыҫҫӑн тӗрӗслев те ирттернӗ, вырӑнти чӑх-чӗп хапрӑкӗ санитари нормисене пӑснине тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Енре асар-писер ҫанталӑк хуҫаланнӑ: ҫил вӑйланнӑ, хӑш-пӗр районта ҫумӑрпа пӗрле юр та ҫунӑ. Ӗнер ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Вӑйлӑ ҫиле пула 13 муниципалитетра 34 ялти хӑш-пӗр ҫурт ҫутӑсӑр юлнӑ. Пӗтӗмпе 9 пине яхӑн ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ. Кунсӑр пуҫне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 33 объект шар курнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, электричество линине йӗркене кӗртнӗ, ҫынсен килӗсенче халӗ ҫутӑ пур. Вӑйлӑ ҫиле пула сиксе тухнӑ пӑтӑрмаха сирес тесе 87 ҫын, 27 техника ӗҫленӗ. Ҫав кунах, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ҫынсен килӗсене ҫутӑ панӑ. Лару-тӑрӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӑнаса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри профсоюзсем малашне професси кунне палӑртма тытӑнӗҫ. Ҫакӑн пек хушӑва республикӑн Элтеперӗ паян, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута, (ӑна «О Дне профсоюзов Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикинчи профсоюзсен кунӗ) тенӗ) Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗне вырнаҫтарнӑ. Хушу йышӑннине саккунсен ярӑмӗнче ҫеҫ мар, хыпарсен колонкинче те курӑнмалла вырӑнта пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ датӑна палӑртни профсоюзсем ҫынсен ӗҫри правине хӳтӗлессине ӳстерессе, социаллӑ ыйтусемпе килӗштерсе ӗҫлессине лайӑхлатасса, Чӑваш Енри тӑнӑҫлӑха витӗм кӳрессе шанаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Элтеперӗн хушӑвӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, профсоюзсен професси кунне ҫулсерен авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерстви чӑвашла ҫыракан авторсен ал ҫырӑвӗсене конкурса йышӑнма тытӑнӗ. Ҫулсерен иртекен пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ пирки ведомство иртнӗ уйӑхӑн 11-мӗшӗнчех пӗлтернӗччӗ. Кӗҫех документсене йышӑнма пуҫлӗҫ. Ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусене ҫак уйӑхӑн 15--мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ таран пухӗҫ. Вӗсене Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинчи 2-мӗш пӳлӗме (вӑл Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) кӗртсе памалла. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтӗмлетмелле. Ал ҫырусене виҫӗ номинаципе хаклӗҫ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли чи лайӑх хайлав ҫырнӑ автора 50 пин тенкӗ преми лекӗ, вӑтам шкул ҫулӗнчисем тата аслӑ шкул ҫулсенчисем валли ҫырнишӗн — 75 пиншер тенкӗ пӗрер преми. Ҫапла вара виҫӗ автора пурӗ виҫӗ преми тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кӑҫал ялсенче пурӑнакан 116 ҫын пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатӗ. Ҫак тӗллевпе, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хыснаран 114,6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫурт-йӗр тумашкӑн е хваттер туянмашкӑн паракан социаллӑ тӳлеве чи малтанах ялта пурӑнакан е ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсем тивӗҫӗҫ. Яла пурӑнма куҫакан, унта ӗҫлеме пуҫлакан ҫынсем те ҫак пулӑшӑва тивӗҫме пултараҫҫӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр кунашкал пулӑшупа 6,68 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр тунӑ, 40 ҫын пурӑнмалли условисене лайӑхлатнӑ. Вӗсен йышӗнче 24-шӗ – агропромышленноҫ комплексӗн ӗҫченӗсем, 6-шӗ – медик, 7-шӗ – вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем, 3-шӗ – вӑй-хал культурипе спорт, культура тытӑмӗн ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе канашлу ирттернӗ. Шӑпах ҫавӑнта Михаил Васильевич наставниклӑх институтне аталантарасси пирки, хушӑва алӑ пусни ҫинчен пӗлтернӗ. Влаҫ ку тытӑма укҫан та, урӑх енпе те пулӑшу пама хатӗр. Наставниклӑхпа вырӑнти организацисене ӗҫлеттерӗҫ. Элтепер хӑй те ҫамрӑк чух ҫакӑн витӗр тухнине, ку питӗ усӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла: наставниклӑх институтне Чӑваш Енре 2015 ҫулта йӗркеленӗ. Анчах ун чухне ӑна сӑнав ирттерме ҫеҫ тунӑ. Малашне вара ку енпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлекенсем наградӑсем те илейӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Улатӑр хула администрацийӗн сайтӗнче сасӑлав ирттерме тытӑннӑ. Ыйтӑвӗ ҫапларах: Улатӑрта Хаяр Иван палӑкне лартнипе килӗшетӗр-и эсир? Ҫапла, улатӑрсем ҫак палӑка лартасшӑн ахӑртнех. Унччен ӑна Шупашкарта вырнаҫтарасшӑнччӗ. Анчах ку пурнӑҫа кӗмерӗ. Чылай хула ку палӑка лартма хирӗҫ-мӗн. «Ҫыхӑнура» форумра пӗри ҫапларах комментари ҫырнӑ: «Ку Грозный хуласем тӑрӑх вирус пекех ҫӳрет». Сасӑлава тишкерес тӗк, Улатӑрсем вара палӑка вырнаҫтарассине хирӗҫ мар. Паянхи кун тӗлне унта 48 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 44-шӗ палӑка хулара курасшӑн. Палӑртмалла: сасӑлава хула администрацийӗн культура, национальноҫ ӗҫӗсен, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Николаев ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине малашне Александр Николаев ертсе пырӗ. Чӑваш Ен Правительствин председателӗн ҫумне ку пукана парассине ЧР Элтеперӗ хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: унччен ведомствӑна Владимир Иванов ертсе пынӑ. Вӑл ку должноҫре 2 ҫул пулнӑ, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Александр Николаев Чӑваш Ен правительствинче пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вара вӑл ШӖМре вӑй хунӑ, полковник ятне илнӗ. Транспорт министрӗ пуличчен Александр Николаев полицин оперативлӗ ӗҫӗ енӗпе ӗҫлекен пуҫлӑх ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |