Экономика
![]() Foto.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑвашкредитпромбанк» кредит организацийӗ лицензисӗр юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫакӑн пек йышӑнӑва Раҫҫейӗн банкӗ чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тунӑччӗ. Ҫӗршыври банксен хушшинче «Чӑвашкредитпромбанк» актив виҫипе 258-мӗш йӗрке йышӑннӑ. Банка укҫа хывнисен вклачӗсене страхлаҫҫӗ. Уйрӑм ҫынсене 1 миллион та 400 пин тенкӗ таран тавӑрса памалла. Халӗ «Чӑвашкредитпромбанк» клиенчӗсем хӑйсен вклачӗсене «Россельхозбанкран» илейӗҫ. Страхланӑ суммӑна тӳлемешкӗн банк-агент пулма «Россельхозбанка» суйласа илнӗ. Кун пирки «Агентство по страхованию вкладов» (чӑв. Вкладсене страхлассипе ӗҫлекен агентство) патшалӑх корпорацийӗн Халӑхпа ҫыхӑну тытакан департаменчӗ паян пӗлтернӗ. Укҫана ҫӗршывӑн тӑватӑ субъектӗнче: Чӑваш Енре, Мари Элта, Мускавра тата Питӗрте — парӗҫ. Тупрана чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пама пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |