Культура
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Мускаври Ваганьково масарӗ ҫинче Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫине ҫӗнӗ палӑк вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Раҫҫей Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков Фейсбукра пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ палӑка лартма тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑлараканӗн, чӑвашсене ҫырулӑх парнеленӗ, шкулсем уҫнӑ сумлӑ ҫыннӑн мӑнукӗн ывӑлӗ Владимир Павлов тата И. Яковлевӑн мӑнукӗн ачин хӗрӗ Любовь Ордынская хутшӑннӑ. Палӑк ҫине Владимир Нагорнов скульптор хитрен ҫырса хунӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ ывӑлне сума сунине палӑртма Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ Пётр Чекмарёв тата Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкарти уйрӑм ҫыннӑн шӑл клиникисенчен пӗрин пуҫлӑхӗ Юрий Зорин хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |