Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Спорт: Киокусинкай енӗпе тӗнче чемпионатӗнче ӑмӑртӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 27.11.2019 06:04 | 85 хут пӑхнӑ
Спорт
ЧР Спорт министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк
ЧР Спорт министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ен спортсменки киокусинкай енӗпе иртекен тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей командин йышӗнче кӗрешӗ. Елена Зайковская В.Н. Кочков ячӗллӗ олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет, Раҫҫей спорт маҫтӑрӗ.

Киокусинкай енӗпе тӑваттӑмӗш чемпионат раштав уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Казахстанри Нур-Султан хулинче иртӗ. Ӑмӑртӑва, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, 50 ҫӗршыври 300 ытла спортсмен хутшӑнӗ. Кашни виҫе категорийӗнче кашни ҫӗршывран пӗрер спортсмен кӗрешейӗ.

Елена Зайковская Алексей Нягин патӗнче ӑсталӑха туптать. 2017 ҫулта вӑл киокусинкай енӗпе иртнӗ тӗнче ӑмӑртӑвӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Ен спорт историйӗнче ун пекки халиччен пулман. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Елена Болгаринче иртнӗ тӗнче кубокӗнче ҫӗнтернӗ.

#ӑмӑртусем, #спортсменсем, #Спорт министерстви, #спорт, #Казахстан, #Нур-Султан

ch
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Анжелика Сидорова Шупашкарта хӑйӗн рекордне ҫӗнетнӗ
2019, 07, 26
Килес ҫул та Шупашкарта пухӑнас шанчӑк пур
2019, 07, 29
Чӑваш Ен спортсменки Таллинта медале тивӗҫнӗ
2019, 08, 19
Чӑваш Ен студентки Узбекистанра медале тивӗҫнӗ
2019, 08, 21
Чир спорчӗ енӗпе ӑмӑртӗҫ
2019, 10, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org