Ҫӑмӑл атлетика енӗпе 101-мӗш чемпионат та Шупашкарта иртес шанчӑк пур. Ҫакӑн пирки ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Юрий Борзаковский Шупашкарта пӗлтернӗ.
Аса илтерер, утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче черетлӗ сезонти календарь те пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ӑмӑртӑва йышӑнас шанчӑк икӗ хулан пур: Хусанӑн тата Шупашкарӑн.
«Чемпионата ӑҫта ирттерессине президиумӗн кӗрхи ларӑвӗнче татса парӑпӑр, – тенӗ Юрий Борзаковский. – Турнир е Шупашкарта иртӗ, е Хусанта. Хальлӗхе Шупашкар пирки шухӑшлатпӑр».
Шупашкарта турнир кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут пуҫтарӑннӑ. Унччен Раҫҫей чемпионатне ҫӑмӑл атлетсем Чӑваш Ен тӗп хулине 2002, 2009, 2011, 2012, 2015 тата 2016 ҫулсенче пуҫтарӑннӑ.