Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Шуртан ялӗнчи Вӑрман урамне ҫул сарнӑ. Ӗҫе кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. «Стройка-21» тулли мар яваплӑ обществӑпа тунӑ килӗшӳре строительствӑна авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫлемеллине палӑртнӑ. Анчах подряд организацийӗ ҫине тӑрса тӑрӑшнипе ҫула утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнчех сарса пӗтернӗ. Пӗр урама ҫул сарма хыснаран 5 миллион та 29 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫул тӑршшӗ — 675 метр. Ӑна сарнипе пӗрлех ҫул айккине шыв юхтарса каясран вак чул сарнӑ, курӑк акнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсем валли сукмак сарнӑ. Машинӑсене пӑрӑнса кӗмелли тата ҫаврӑнмалли вырӑнсене те пӑхса хӑварнӑ строительсем. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кивӗ Шуртансем ҫулшӑн питӗ савӑннӑ. Вӑрман урамӗпе иртнӗ чух вӗсем пылчӑк ҫӑрса текех нушаланмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Таджикистанра ҫуралнӑ каччӑ ҫара каяс килменнипе Чӑваш Енре пурӑннӑ. Анчах вӑл кунта тӗпленни миграци саккунӗпе килӗшсе тӑман. Саккуна пӑсакан каччӑна суда чӗннӗ. Тӳрене унӑн мӗншӗн кунта пурӑннине ӑнлантарса пама тивнӗ. Таджикистана ҫамрӑкскерӗн чунӗ туртмасть иккен. Никам кӗтменрен мар. Тӑван кӗтесре унӑн ҫывӑх ҫыннисем пур мӗн-ха: ашшӗ-амӑшӗ, аппӑшӗ, пиччӗшӗ. Тӑван килӗ. Анчах унта ӑна ҫара илсе кайӗҫ. Ҫавӑнпа вӑл ҫуралнӑ вырӑна — Таджикистана — каясшӑн пулман. Каччӑна суд хӗрхенмен, Раҫҫейрен кӑларса яма йышӑннӑ. Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 18-ти каччӑна суд приставӗсем нумаях пулмасть Раҫҫей чикки урлӑ каҫарса янӑ-янах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Муркаш районӗнче мультисервис лавкки ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл Иштерек ялне пырсан вырӑнтисем часах пухӑннӑ. Кам ҫӑкӑр туяннӑ, кӗнеке вулама юратакансем илемлӗ литература илнӗ, теприсем патшалӑх пулӑшӑвне ятарлӑ портал урлӑ илмелли майсемпе паллашнӑ. Нумай енлӗ пулӑшу кӳрекен лавккана ӗҫлеттерес пуҫарӑва асӑннӑ районти тӗп вулавӑшпа Муркашри райпо пӗр шухӑшлӑн татса панӑ. Ҫапла вара апат-ҫимӗҫ лавкки илемлӗ литература валеҫекен куҫса ҫӳрекен пункта, патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн пулӑшӑвне кӳрекен чӳречене ҫаврӑннӑ. Лавккасӑр Иштерек ялӗ автолавккӑна яланах хапӑл. Хальхинче те ҫавӑн пекех пулнӑ. Ҫӑкӑр тавраш туяннипе пӗрлех вӗсем чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене илнӗ. Патшалӑх пулӑшӑвне илме май пуррипе паллаштарнине те ял халӑх кӑмӑлтан итленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енри темиҫе муниципалитета «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн) халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн хастарӗсем Владислав Солдатов тата Николай Косыев ҫитнӗ. Вӗсем нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишне епле юсанине тӗрӗсленӗ. Хӑтлӑх кӳмелли укҫана «Ҫурт-йӗр тата хула тавралӑхӗ» проекта пурнӑҫланӑ май уйӑрнӑ. «Халӑх фрончӗн» эксперчӗсемпе пӗрле республикӑн Стройминӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата реформировани пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Васильева та ҫӳренӗ. Ушкӑн Етӗрне хулинче, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Муркаш районӗсенче пулнӑ. Хӗрлӗ Чутайри нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене хӑтлӑлатма 3,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӑҫал унти Ҫӗнӗ урамри 53-мӗш ҫурт, Завод урамӗнчи 60, 61, 63, 67-мӗш ҫуртсен картишӗсенче илемлетмелле. Анчах ӗҫ кал-кал пымасть иккен. Етӗрне хулинче тата Элӗк районӗнче епле ӗҫлени тӗрӗслевҫӗсене килӗшнӗ. Муркашра вара кӑлтӑксем тупӑннӑ. Подряд организацине ҫавӑншӑн штрафлама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Григорий Сергеев Шупашкар ҫыннине Сартура РФ Президенчӗн тулли полномочиллӗ полпречӗ пулма шаннӑ. Ҫав ӗҫе Григорий Сергеев пурнӑҫлӗ. Григорий Витальевич 1983 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӑна Сарту тӑрӑхӗнче полпред тивӗҫне шаннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӑна полпред пулма ҫирӗплетнӗ. Григорий Сергеев 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацийӗнче патшалӑх граждан службин тата кадрсен пайӗнче тӗп специалистӗнче, консультантра ӗҫленӗ. 2008 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӑна маларах асӑннӑ пайри патшалӑх службин секторӗн заведующине лартнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл унта пай пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. 2009 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полпредствинче кадр ыйтӑвӗ, патшалӑх награди тата патшалӑх служби енӗпе канашҫӑра тӑрӑшма тытӑннӑ. Чулхула облаҫӗн полпречӗ те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 2018 ҫултанпа Раҫҫейре пӗрремӗш ача ҫуратнӑшӑн пособи пама тытӑннӑ. Анчах ӑна илес тесен ҫемьен тупӑшӗ пурӑнма кирлӗ виҫерен 1,5 хут ытларах пулмалла мар. РФ Президенчӗ ҫитес ҫултан улшӑнусем пуласси пирки хушу алӑ пуснӑ. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрекен саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, пособие ача 3 ҫул тултариччен (унччен 1,6 тултариччен пулнӑ,) тӳлӗҫ. Ҫитес ҫултан ку пособие ытларах ҫемье тивӗҫӗ: тупӑш пурӑнма кирлӗ виҫерен 2 хут ытларах пулмалла мар. Палӑртмалла: халӗ ку пособие 3628 ачана параҫҫӗ. Ҫитес ҫултан ҫак пособие тивӗҫекен ҫемьесен йышӗ 7600 ҫитме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн «Медиалоги» информаципе аналитика тытӑмӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласен мэрӗсен черетлӗ танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Хальхинче вӗсен утӑ уйӑхӗнчи ӗҫӗ-хӗлне хакланӑ. Хальхинче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ 5 йӗрке аялалла аннӑ, ҫапла майпа вӑл 10-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ, федераци тата регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчи кӑтартусене илсен, 3 089-па танлашнӑ. Танлаштарӑмра хальхинче Чулхула хула администрацийӗн, Сарӑту хула администрацийӗн, Ӗпхӳ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗсем малти вырӑнсене йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн пурте укҫа тӳлеме тытӑннӑ. Кашнин патне ятарлӑ квитанци килет. Ҫӳп-ҫапа илсе тухассишӗн «МВК «Экоцентр» яваплӑ. Регионти оператор пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗччен квитанци илекенсен 87 проценчӗ ӑна тӳлесе пырать. Тепӗр 13 проценчӗ вара тӳлесшӗн мар. Палӑртмалла: ҫӗнӗ саккун вӑя кӗнӗ май кашни ялтах ҫӳп-ҫап пухмалли контейнерсем пулмалла. Ку кӑна мар, вӗсем валли ятарлӑ вырӑн хатӗрлемелле: контейнерсем ларакан вырӑна бетон сармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 44 ҫулти хӗрарӑм ывӑлне хӗненӗ, ун умӗнчех эрех-сӑра ӗҫнӗ. Ҫапла майпа вӑл ачине япӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Амӑшӗ тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Хӗрарӑм ывӑлне тивӗҫлипе пӑхманни пирки аслӑ ачисем йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Суд хыҫҫӑн вӗсем кӗҫӗн шӑллӗне хӑйсем патне илсе кайнӑ. Ҫак хӗрарӑм 2017 ҫулхи нарӑсран пуҫласа кӑҫалхи кӑрлаччен 9 ҫулти ывӑлне хӗненӗ, эрех-сӑрана ун умӗнче тутанма именмен. Ӗҫсе ӳсӗрӗлсен унран ывӑлне лекнӗ. Халӗ хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти нимеҫӗ Вера Дербенева Кӳкеҫри ача-пӑча ҫурчӗ валли пуканесем ҫӗлет. Вӗсем – пӳрне театрӗ валли. Вера Дербенева каланӑ тӑрӑх, ал ӗҫӗпе аппаланасси ӑна амӑшӗнчен куҫнӑ. Вӑл «Мастерица» (чӑв. «Ӑстаҫӑ») клуба ҫӳрет. Хӗрарӑм ачалӑхне ҫапла аса илет: «Пирӗн вӑхӑтра лавккасенче пукане туянма йывӑрччӗ, эпӗ вӗсене хамах ҫӗлеттӗм. Вӗсем валли хитре кӗпесем хатӗрлеттӗм». Кайран, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, каллех йывӑр тапхӑр пуҫланнӑ. Ун чухне Вера Дербенева хӗрӗпе ывӑлӗ валли тумтир ҫӗленӗ. Халӗ вара вӑл вырӑс халӑх юмахӗсенчи сӑнарсене хатӗрлет, вӗсене Кӳкеҫри тӑлӑх ачасене парнелет. Хӑй каланӑ тӑрӑх, пӗр пукане хатӗрлемешкӗн 2-3 кун тухса каять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |