Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран килте амбулатори мелӗпе сипленекен пациентсем валли эмел туянмашкӑн федераци хыснинчен укҫа килесси пирки пӗлтернӗччӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пациентсене эмелсемпе тивӗҫтермелли майсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Медпулӑшу ыйтсанах ковидпа чирлисене кирлӗ эмелпе тивӗҫтерӗҫ. Вӗсене илме аптекӑна кайма тивмӗ. Ҫапла майпа чирлисем сыввисемпе сахалрах хутшӑнӗҫ.
Пӗрремӗш май: пациент поликлиникӑна тухтӑр патне килсен ӑна эмелсем параҫҫӗ. Иккӗмӗш май: пациента эмелсене киле пырса параҫҫӗ. Кун валли терапевта е пӗтӗмӗшле практика тухтӑрне киле чӗнсе илмелле, вӑл сиплев палӑртӗ, эмелсене вара нимеҫӗ е поликлиникӑри медӗҫчен килсе парӗ.
Амбулатори мелӗпе сипленекен 5818 чирлӗ ҫынна тӳлевсӗр эмелпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. 16 тӗрлӗ эмел туянма хыснаран 45,8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.