Пӑтӑрмахсем
![]() osteokeen.ru сайтри сӑн Ҫанталӑк сивӗ тӑрать. Чӑваш Енре шӑнса вилнӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Ку чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ. Ӗнер ирхине Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче иртен-ҫӳрен арҫын виллине асӑрханӑ, полицие чӗннӗ. Ҫав ҫын 48 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл киле темиҫе метр ҫеҫ ҫитеймен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шӑнса вилнӗ. Халӗ Следстви комитечӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет, ун хыҫҫан пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |