Ҫул-йӗр
![]() Ӗпхӳ хулинчен Шупашкара кӳрсе килме палӑртнӑ троллейбуссем кӑшӑлвируса пула ҫула тухайман. Ҫакӑн пирки паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов пӗлтернӗ. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче пирӗн республикӑна 68 троллейбусран 10 троллейбус килсе ҫитнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн кӑҫалхи пӗрремӗш ӗҫ эрнинче тепӗр 5 троллейбус илсе килнӗ. Вӗсем халӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗнче упранаҫҫӗ. Владимир Осипов пӗлтернӗ тӑрӑх, Ӗпхӳри троллейбус управленийӗнче ӗҫлекенсем кӑшӑлвируспа йышлӑн чирлеҫҫӗ. Ҫавна пула савут тулли хӑватпа ӗҫлеймест. Ҫавӑнпа предприятипе хушма килӗшӳ тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбуссене кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илсе килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Ен тӗп хулинчен пассажирсене Мускава турттаракан «Победа» авиакомпани хушма рейссем кӗртме палӑртнӑ. Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗллехи тапхӑр вӗҫлениччен хушма 11 рейс пулмалла. Вӗсем пурте — Шупашкартан Мускава тата Мускавран Шупашкара кайса килекеннисем. «Победа» авиакомпани Внуково аэропорта вӗҫет. Расписание улшӑну кӗртесси уяв тата кану кунӗсенче халӑха меллӗ пултӑр тенипе ҫыхӑннӑ. Билетсене ҫывӑх вӑхӑтра сутма тытӑнӗҫ. Программа нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пурнӑҫа кӗме тытӑнӗ. Самолетсем епле хутласси, паллӑ ӗнтӗ, пассажирсем епле ҫӳренинчен килет. Маларах Мускаври Шереметьево аэропортне кӑнтӑрлахи виҫҫӗмӗш рейс уҫӑлнӑ, анчах халӑх сахалран ӑна хупнӑ. «Победа» авиакомпанин виҫҫӗмӗш рейсӗ ҫуркуннехи тата ҫуллахи тапхӑрта юласси ҫул ҫӳрекенсенчен килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() clinica-opora.ru сайтри сӑн Паян тепӗр 13 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ку таранччен республикӑра 725 ҫын каварлӑ вируса пула вилнӗ. Паянхи кун тӗлне 18181 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 16336-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 114 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки вӑхӑтра инфекциленнисен йышӗ каллех кӑшт ӳснӗ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 93 ҫын сывалнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран вилекенсем нумай пулнӑ: 18 кунра 197 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Палӑртмалла: республикӑра кӑшӑлвируспа чирленисен 90 проценчӗ сывалнӑ. Сӑмах май, нарӑс уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑшӑлвирусран прививка тума палӑртнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() agroinvestor.ru сӑнӳкерчӗкӗ Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем кӗрхи культурӑсем хӗл епле каҫнине тӗрӗсленӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 64,7 пин гектар ҫинче кӗрхисем хулӑн юр айӗнче шанчӑклӑ хӗл каҫаҫҫӗ, 1,9 пин гектар ҫинче ҫеҫ – начартарах. Юр хытса ларман. Унӑн ҫӳллӗшӗ — 15-50 см (вӑтамран — 25-27 см). Ҫӗр 1170 сантиметр таран шӑннӑ (вӑтамран — 25-35 см). Специалистсем каланӑ тӑрӑх, хулӑн юр ӳсен-тӑрана тата тӑпрана сивӗрен аван хупланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрне Владимир Степанова Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ тапӑнни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Ку Правительство ҫурчӗ умӗнче пулнӑ. Министр тухсанах вӑл ӑна тапӑннӑ, ҫапнӑ. Лешӗ хӳтӗленнӗ. 23-ри каччӑна министр тунӑ йышӑну килӗшмен-мӗн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче судпа психиатри экспертизи ирттернӗ. Пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, каччӑ ун чухне тата халӗ хӑй мӗн тунине ӑнланмасть. Нумаях пулмасть суд пулнӑ. Судья каччӑна психиатри пульницинче сипленмелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() unikassa.ru сайтри сӑн Муркашра пурӑнакан 42 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл йӗкӗреш пӗртӑванне вӗлернӗшӗн явап тытнӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 20 сехетре вӑл пӗртӑванӗпе хваттерте пулнӑ. Хайхискер, ӳсӗрскер, унпа хирӗҫсе кайнӑ та ҫӗҫӗ ярса тытнӑ, ӑна чикнӗ. Пӗртӑванӗ йывӑр сурана пула ҫавӑнтах вилнӗ. Суд арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫыру яма хатӗрленет. Документпа вӑл нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче паллаштарӗ. Паян, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ республика парламенчӗн тата партисен фракцийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Ҫавӑнта вӑл парламента Ҫырупа тухассине пӗлтернӗ. Кӑҫалхи Ҫыру Олег Николаевшӑн — пӗрремӗш. Унта вӑл Правительствӑн, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тӗп енӗсемпе паллаштарӗ. Ҫулталӑкри тӗп Ҫырӑва ҫыриччен унчченхи Элтепер халӑх шухӑшне те пухатчӗ. Тен, кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() gorzavod.ru сайтри сӑн Шупашкарта транспортра медицина маски тӑхӑнман тепӗр 30 ҫын административлӑ майпа явап тытнӑ. Тӳре-шара черетлӗ рейд ирттернӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 16-17-мӗшӗсенче Шупашкарти 120 объекта тӗрӗсленӗ: суту-илӳ точкисене, парикмахерскисене, кафе-ресторана… Хӑш-пӗр лавккара маска тӑхӑнман ҫынсене те тавар сутни палӑрнӑ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче те тӗрӗслев иртнӗ. Автобус-троллейбусран тухнӑ ҫынсене, маска тӑхӑнманнисене, явап тыттарнӑ. Унашкаллисем 30-ӑн пулнӑ. Палӑртмалла: маска тӑхӑнманшӑн ахаль ҫынсене 1-30 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 54.mchs.gov.ru сайтри сӑн Шӑматкун Атӑл леш енче йӗлтӗрпе ярӑнакан хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен» санатори ҫывӑхӗнче ярӑннӑ. Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм йӗлтӗрпе ярӑннӑ чухне ӳкнӗ те сылтӑм урине хуҫнӑ. Хайхискер хӑй тӗллӗн утайман та. Хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ун патне «Тайга» юрҫӳренпе ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем хӗрарӑма хӑйсен транспорчӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ, васкавлӑ медпулӑшу пульницине леҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшарни тӗлне хатӗрленӗ шыва кӗмелли вырӑсенче паянтан тытӑнса кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗччен васкавлӑ пулӑшу машинисем дежурствӑра тӑрӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫветтуй Улатимӗр кнеҫ соборӗ патӗнчи купель ҫывӑхӗнче васкавлӑ пулӑшу машини кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 22 сехетрен тытӑнса кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчи 8 сехетчен, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчи 16 сехетрен кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчи 06 сехетчен дежурствӑра пулӗ. Шупашкарти виҫӗ купель ҫывӑхӗнче кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчи 16 сехетчен васкавлӑ пулӑшу машинисем пулӗҫ. Районсенче те тухтӑрсен бригадисем дежурствӑра тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |