Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Турханкасси

Культура
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Турханкасси ялӗнче «Чӑваш ялӗн илемӗ» округри фестиваль-конкурс иртнӗ.

Лидия Филиппова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна юпа уйӑхӗнче уявлакан Ял хӗрарӑмӗсен пӗтӗм тӗнчери кунне халалланӑ.

Фестиваль-конкурса 7 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Вӗсене хавхалантарма вырӑнти тӳре-шара, ҫав шутра округ пуҫлӑхӗ Владимир Петров та, пынӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall270168791_1967
 

Чӑвашлӑх
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртре ачасен фольклор фестивалӗ иртнӗ.

«Солнечные лучики» (чӑв. Хӗвел пайӑркисем) ача-пӑча фольклорӗн районти III фестивальне тӑван халӑх йӑли-йӗркипе паллаштарас, ӑна халӑхра сарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

«Ачасем чӑвашла калаҫни, юрри-ташшисене, вӑййисене, йӑли-йӗркисене кӑтартма пултарни чуна ҫав тери савӑнтарать», — теҫҫӗ вырӑнти хастарсем.

Фестивале 8 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ: Ҫичӗпӳртри «Кунер», Турханкассинчи «Асамат», Хуракассинчи «Кӑсӑя», Вӑрманкассинчи «Путене», Кайри Шӗнерпуҫӗнчи «Ҫӑлкуҫ», Чӑнкассинчи «Савӑнӑҫ», Урхас Кушкӑри «Шӑнкӑрав», Аксаринти пултарулӑх ушкӑнӗсем.

 

Пӑтӑрмахсем
otr-online.ru сайтри сӑн
otr-online.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Турханкасси ялӗнче ҫу уйӑхӗнчи уявсем умӗн инкек пулнӑ. Унта арҫын хӗрарӑма вӗлернӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 64 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл тӑкӑрлӑкра 56-ри хӗрарӑмпа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна ҫӗр ҫине йӑвантарнӑ. Хайхискер ӑна пӑвма пуҫланӑ. Хӗрарӑм сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ.

Арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва татса параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71572
 

Республикӑра

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи каҫ тӗлне Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗнче 4600 кубла метр йывӑҫ сиенленнӗ. Ку тӑкак 4 миллион та 830 пин тенкӗпе танлашать.

Пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунӑран республикӑри тӑватӑ вӑрман хуҫалӑхӗ сиенленнӗ: Сӗнтӗрвӑрри, Сӑнав, Шупашкар, Етӗрне вӑрман хуҫалӑхӗ. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче — Турханкасси тата Сӗнтӗрвӑрри вӑрманӗсем, Сӑнав тӑрӑхӗнче Сурӑм, Ильинка, Карачура вӑрманӗсем электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Халӗ ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин учрежденийӗсем ҫак лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Электролини районсене тухакан прачаксене пӑрланнӑ, ӳкнӗ туратсенчен тасатаҫҫӗ.

Атӑл леш енче те лару-тӑру кӑткӑс. Унти электролинисем ытларах вӑрмансем витӗр тухаҫҫӗ. Япӑх ҫанталӑка пула 4 ялта электричество пулман. «Чӑваш Ен» санатори, Октябрьски, Первомайски, Ҫурҫӗр поселокӗсенче электричество пулманнисӗр пуҫне шывпа тивӗҫтересси те япӑх ӗҫленӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 09

1777
249
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1917
109
Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1979
47
Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1993
33
Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ.
1996
30
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ.
2012
14
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть