Харпӑр шухӑш
Культура
Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр. Валерий Николаевич Яковлев чи чалтанах халӑхӑмӑр ҫинчен шухӑшлать пулӗ! Унӑн «Нарспи», «Кушар», «Кай-кай Ивана» спектакльсене ХХII-мӗш ӗмӗрте те ҫӑпатасемпех вылямалла пултӑр-ҫке!!! Ку спектакльсене выляма пирӗн шӑпах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр пур мар-и? Ак хайхи, В.Н. Яковлев, Ю.М. Владимиров тата Н.А. Сергеева режиссер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне ӗҫлеме уттарӗҫ! Е.В. Николаева опернӑйне е вырӑс драма театрне директор пулма тухса кайӗ! К.В. Иванов ячӗллӗ театрӑн тӗп режиссёрӗ В.Н.Оринов пулса тӑрӗ! М.Н. Юхмашӑн чӑн-чӑн савӑнӑҫ! Унӑн спектаклӗсене драма театрӗнче нихӑҫан та выляман! Опернӑйӗнче ачашланса пурӑнакан В.Л. Клементьевне чӑваш театрӗн директорне лартас! Ҫамрӑксен театрӗнчен вырӑс чӗлхиллӗ спектакльсенче выляс кӑмӑллӑ артистсене вырӑс театрне куҫарас! Урӑх ҫул ҫук! Чӑваш этемӗ вырӑс чӗлхиллӗ рольсене выляс тени ирсӗрлӗх! Чӑваш чӗлхине юратманнине пӗлтерет анчах! |
Ҫул-йӗр
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем иккӗленӳ ҫуратакан машинӑна курнӑ та ӑна чарнӑ. Вӗсем йӑнӑшман – водитель ӳсӗр пулнӑ. Инспекторсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ тесен те йӑнӑш маар. Хайхискер вӗсене вӑхӑтра чарнӑшӑн тав та тунӑ. Арҫын арӑмӗпе хирӗҫнӗ хыҫҫӑн руль умне ӳсӗрлех ларнӑ-мӗн, фура ҫине пырса кӗрсе вилме шутланӑ имӗш. Инспекторсем ӑна май килнӗ таран лӑплантарнӑ. Ҫапах арҫын яваплӑхран хӑтӑлайман. Ӑна руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн правасӑр хӑварма, 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттеме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() life.vesti14.ru сайтри сӑн Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан, пӗлтӗр Чӑваш Енре эрех-сӑрапа наркӑмӑшланса вилнисен йышӗ 1,6 хутчен ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, эрехпе наркӑмӑшланнӑ кашни иккӗмӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пӗлтӗр республикӑра 598 ҫын эрехпе наркӑмӑшланнӑ. 409 ҫын этанолпа наркӑмӑшланнӑ, метанолпа – 26 ҫын. Ытти спиртпа 3 аптӑраса ӳкнӗ, паллӑртман спиртпа 160 ҫын наркӑмӑшланнӑ. Пӗлтӗр 17 ҫул тултарман 57 ача эрехпе аптӑранӑ, вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ 14 ҫул тултарманнисем. 2020 ҫулта республикӑра 293 ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() zasekin.ru сайтри сӑн Республикӑра Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнине палӑртнӑ. Юлашки талӑкра ав 112 ҫын инфекциленнӗ. Унччен ку кӑтарту 100-тен пӗчӗкрех е кӑшт пысӑкрах пулкаланӑччӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑри 18067 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 16243-шӗ сывалнӑ. Вилекенсем 700-тен иртнӗ – 712 ҫын. Юлашки талӑкра 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Сывалакасем 89-ӑн пулнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче 1184 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1112 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче 15 сехетре ҫынсем виҫӗ пӑшие асӑрханӑ. Малтанах вӗсен йӗлтӗр бази патӗнче курнӑ, унтан – поселокри паркра. «Про Город» хаҫата вӗсене видео ӳкерсе ярса панӑ. Ҫӗнӗ Лапсарта пурӑнакан хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, малтан пӗр пӑши ҫеҫ пулнӑ. Кӑштахран тепӗр иккӗн ҫитнӗ, пӗрремӗш килнӗ пӑшие шырама тытӑннӑ. Пӑшисем хӑрамасӑрах поселокри урамсем тӑрӑх чупнӑ. Ҫынсем вӗсем ҫине пӑхса тӗлӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() gap.archives21.ru сайтри сӑн Пӗлтӗр Варнава митрополит пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Шел те, вӑл хӑйӗн иккӗмӗш кӗнеки кун ҫути курнине курайман. Иккӗмӗш кӗнеке нумаях пулмасть ҫутта тухнӑ. Пӗрремӗшӗ 2016 ҫулта тухнӑ. Пӗрремӗш кӗнеке 1 пин экземплярпа тухнӑ. Ӑна хӑвӑртах туянса пӗтернӗ. Хальхинче кӗнеке 3 пин тиражпа кун ҫути курнӑ. Чӑваш митрополийӗ вӑл Чӑваш Енри Турра ӗненекен кашни ҫемьене ҫитессе шанаҫҫӗ. Кӗнекере – владыкӑн асаилӗвӗсем. Варнава 70 ҫул ытла Турра ӗненсе ҫынсемшӗн тӑрӑшнӑ. Аса илтерер: вӑл пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑшӑлвируспа чирленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 89 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() YouTube сайтри сӑн Руль умӗнче ача ларнӑ. Ҫапла, ку Шупашкарта пулса иртнӗ. Видео ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗк ачана чӗрҫи ҫине лартнӑ та руль тыттарнӑ. Машина Мускав проспекчӗпе ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗ еннелле кайнӑ. Ача ашшӗн чӗрҫи ҫинче ларса пынӑ чухне сиккелесе пынӑ, руле кӑшланӑ. Куншӑн водитель явап тытнӑ. Ӑна 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Каярахпа ашшӗ ҫакна мӗншӗн тунине ӑнлантарнӑ. Ачи нӑйкӑшнӑ-мӗн, вӗсем ӑна лӑплантарас тесе руль умне лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ кӑшӑлвирусран хӑҫан прививка тӑвассине пӗлтернӗ. Олег Николаев прививкӑна паян тесен паян тутарма хатӗррине ӗнентернӗ, анчах вакцинаци витӗр тухас текенсем республикӑра йышлӑран черет вӑрӑм имӗш. Кунсӑр Элтеперӗн ӗҫ нумай, унта-кунта тухса кӗме палӑртнӑ. «Прививка хыҫҫӑн врачсен тӗрӗслесе тӑмалла. Вакцинациччен тухтӑрсен тӗрӗслемелле», — тенӗ республика ертӳҫи. Ун валли вӑхӑт кирлине палӑртнӑ. Олег Николаев привикӑна нарӑс уйӑхӗнче тутарма палӑртнӑ иккен. Ун чухне Элтеперӗн командировкӑсем вӗҫленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() artichox.com сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел районӗнчи 55 ҫулти арҫын ҫӗршывӑн тепӗр регионне, Ростов облаҫне, ӳпке-пӗвер ӑсатас тенӗ. Пулӑшма килӗшекен те тупӑннӑ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи арҫын мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн ӳпке-пӗверне пурӗ 4 тоннӑна яхӑн тиесе янӑ, ҫул укҫи тӳленӗ. Анчах тавар кирлӗ ҫӗре ҫитеймен. Чӑваш Енри арҫын 1,7 миллион тенкӗлӗх шар курнӑ. Тавара тиесе кайнӑ ҫынпа ҫыхӑнма май килменрен Патӑрьел тӑрӑхӗнчи усламҫӑ Шалти ӗҫсен министерствин вырӑнти пайӗн ӗҫченӗсене пулӑшма ыйтнӑ. Пуҫиле шырав пайӗн ӗҫченӗсем Краснодар тӑрӑхӗнчи 41 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Хайхи этем тавара Волгоград облаҫӗнче сутса хӑварнӑ иккен. Сӑмах май каласан, вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян ирхине Шупашкарта 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус Воробьев тата Карл Маркс урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта юпа ҫине пырса тӑрӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Автобус водителӗ светофорӑн симӗс ҫути ҫутнӑ вӑхӑтра кайса ӗлкӗрес тенӗ те транспорта пӑрайман. Паян кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче те ҫакнашкалах авари пулнӑ. Унта 46-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус юпа ҫине пырса кӗрсе йывӑҫсем патӗнче чарӑннӑ. Хальлӗхе мӗншӗн кунашкал пулса тухни паллӑ мар. Ҫакӑ паллӑ: 46-мӗш тата 15-мӗш маршрутсем «ТМК-1» компанин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |