Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +32.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
cheltv.ru сайтри сӑн
cheltv.ru сайтри сӑн

Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем сахалланса пыраҫҫӗ. Вилекенсем те, чӳк-кӑрлач уйӑхӗнчисемпе танлаштарсан, сахалрах. Ҫапах каварлӑ вирус кунсеренех ҫынсен пурнӑҫне татать.

Юлашки талӑкра 7 ҫын вилнӗ. Ҫапла паянхи кун тӗлне кӑшӑлвирусран вилекенсен йышӗ 1 пинрен иртнӗ – 1006. Хальхи вӑхӑта илес тӗк, республикӑра 21125 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 19339-шӗ сывалнӑ.

Юлашки талӑкра 55 ҫын чирленине палӑртнӑ. Сывалакансем 41 ҫын пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 780 пациент стационарта е килте амбулатори мелӗпе сипленет.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ирхине 7 сехет те 25 минутра М-7 ҫулӑн 679-мӗш ҫухрӑмӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче, васкавлӑ медпулӑшу машини фурӑпа ҫапӑннӑ. Юрать, вилекенсем пулман, аманнӑ ҫеҫ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина дистанцие пӑхӑнман, малта пыракан васкавлӑ медпулӑшу машини ҫине пырса кӗнӗ. Аварире васкавлӑ медпулӑшу машинин водителӗ тата фельдшерӗ суранланнӑ.

Икӗ водителе те ӳсӗррипе ӳсӗр маррине тӗрӗсленӗ. Нихӑшӗ те эрех ӗҫни палӑрман.

 

Республикӑра
Ивановсен архивӗнчи сӑн
Ивановсен архивӗнчи сӑн

Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Николайпа Ираида Ивановсем Юратакансен кунӗ тӗлне юртан чӗре ӑсталани пирки пӗлтернӗччӗ. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн вӗсем шыв айӗн ишекен кимӗ туса лартнӑ.

Кил хуҫи Лӑпкӑ океан флотӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫлани ҫакна тума хистенӗ. Вӗсем арӑмӗпе ӑна виҫӗ кун ӑсталанӑ. Ивановсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫ йывӑр пулман, ара, кӑҫал юр нумай вӗт.

Ивановсем Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне 3,5 метр ҫӳллӗш юр кӗлетке ӑсталасшӑн. Вӗсем ӑна район клубӗ умӗнче тӑвасшӑн, Ҫӑварнинче ун тавра савӑнса хӗле ӑсатасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/70055
 

Вӗренӳ
Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчи сӑн
Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчи сӑн

Ыран Шупашкарта 1-11-мӗш классем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Ку ҫанталӑк шартлама сивӗ пулнипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Интстаграмри страницинче пӗлтернӗ.

«Юнкун, нарӑсӑн 24-мӗшӗнче, шкулта занятисем пулмӗҫ. 1-11-мӗш классем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ», - тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков.

«Ҫанталӑк 21» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран ирхине каллех 30 градус сивӗ пулӗ. Эрнекун вара пачах урӑхла ҫанталӑк хуҫаланӗ: термометр 0 градус кӑтартӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта 45-мӗш автобусра ҫамрӑк пӗр арҫын каччӑпа ҫапӑҫма тытӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 16 сехетре салона кӗнӗ ҫамрӑка икӗ хӗр хӑйсем патне чӗнсе илнӗ. Ҫавӑн чухне каччӑ ӑнсӑртран тепӗр ҫамрӑка пырса тӑрӑннӑ. Ҫавӑншӑн лешӗ ҫапӑҫма тытӑннӑ.

Кӗтмен ҫӗртен алӑ ҫӗкленӗрен-ши, шар кураканни ҫухалсах кайнӑ курӑнать. Каччӑна хӳтӗлеме тӑнӑ хӗре те пуҫтах этем темиҫе хутчен ҫапса янӑ.

Сӑмах май, ҫав арҫын маларах автобус салонӗнчи кантӑка ватма хӑтланнӑ.

Пӑтӑрмах хыҫҫӑн каччӑ салонран анса юлнӑ. Ҫапах та пуҫтаха тепӗр сехетрен тытса чарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем Ҫӗрпӳ хулинче 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ноутбук вӑрланӑ ҫынна тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах общежитире пулса иртнӗ. Унта ҫӗр каҫма юлнӑ Курган тӑрӑхӗнчи арҫын пӳлӗмсенчен пӗрне (алӑка питӗрмен пулнӑ) ирхи пиллӗк сехетре кӗрсе ноутбук йӑтса тухнӑ. Пӳлӗмри хӗрарӑмпа ача ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ. Сасса илтсен хӗрарӑм вӑраннӑ, сасӑ панӑ, анчах ют ҫын тапса сикнӗ.

Вӑрра йӗрке хуралҫисем вӑрах шыранӑ, халӗ ӑна тупса палӑртнӑ-палӑртнах. Ҫав ҫын кукӑр алӑллӑ пулнӑран судпа сакӑр хутчен айӑпланнӑ Курган тӑрӑхӗнчи 41 ҫулти арҫын пулнӑ. Ноутбукпа вӑл Мускав облаҫне тухса кайнӑ. Унта сутса янӑ.

Арҫынна ӗнер пуйӑсра тытса чарнӑ, ӑна Ҫӗрпӗве илсе килнӗ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнине арҫын йышӑннӑ.

 

Персона
Августа Уляндинӑна Инстаграмри сӑнӳкерчӗкӗ
Августа Уляндинӑна Инстаграмри сӑнӳкерчӗкӗ

«Эпӗ юрӑҫ тата педагог пулма ҫуралнӑ», – тенӗ вӑл интервьюсенчен пӗринче. Артист ӗҫӗ ҫӑмӑл маррине вӗренме кӗрсен ӑнланнӑ пулин те пӗр суйланӑ сукмакран ун чух та пӑрӑнман, халӗ те ҫаплах.

Сӑмахӑмӑр – Чӑваш Республикин халӑх артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Уляндина пирки. Ҫӗмӗрле районӗнчи Пӗренеш ялӗнче шӑп та лӑп 50 ҫул каялла ҫут тӗнчене килнӗ вӑл. Артист ӑсталӑхне Чулхулари консерваторире алла илнӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, «Чӑваш Ен» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Халӗ вӑл «Ярды» ансамбле ертсе пырать.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Августа Уляндина пулас сцена ӑстисене те туптать.

Пултарулӑх каҫалӑкӗнче унӑн мухтанине те, хурланине те илтме тивнӗ. Критика ӑна пиҫӗхтернӗ ҫеҫ. Августа Уляндинӑна халӑх юратать, кӑмӑлтан йышӑнать.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫӗрле республикӑра 31-36 градус сивӗ пулӗ. Ҫапла кӑтартӗҫ метеостанцисенчи термометрсем. Чӑннипе вара хӑш-пӗр ҫӗрте тата сивӗрех пулӗ.

Ҫӗрле сивӗ кӑна мар, ҫиллӗ те пулӗ. Ҫил ҫурҫӗр енчен ҫеккунтра 8-13 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫапла ир енне 50 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

Юнкун ирхине 30 градус сивӗ тӑрӗ. Кӗҫнерникун тинех ӑшӑтма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫил-тӑман вӗҫтерме тытӑнӗ. Эрнекун йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, термометр 0 градус кӑтартӗ. Вырсарникун юр ҫӑвӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуркунне пуҫламӑшӗнче те температура тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Ун чухне те кӗске вӑхӑтлӑха 25 градус таран сивӗтӗ.

 

Хулара
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем урамра йытӑ ҫури плита айне пулнине асӑрханӑ та ӑна пулӑшнӑ. Урамра шартлама сивӗ пулнине пӑхмасӑр вӗсем ӑна унтан кӑларнӑ, ҫапла унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.

Ӗҫ-пуҫ ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пулнӑ. Ҫынсем ӑна хӑйсемех кӑларма хӑтланнӑ. Анчах йытӑ ҫурин кӗлеткин ҫур пайӗ плита айӗнче пулнӑ. Ҫынсем икӗ сехет чакаланнӑ.

Унтан ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑравланӑ. Ҫӑлавҫӑсем хӑвӑрт ҫитнӗ. Вӗсем чавнӑ, тӑпрана алӑпа та сирсе пӑхнӑ. Йытӑ ҫурине пурпӗрех плита айӗнчен кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/70042
 

Сывлӑх
vedomosti.ru сайтри сӑн
vedomosti.ru сайтри сӑн

Нарӑс уйӑхӗнче кунашкалли пулманччӗ-ха. Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 8 ҫын вилнӗ. Ҫапла ку уйӑхра вируса пула 123 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Ку таранччен кӑшӑлвируса пула 999 ҫын вилнӗ. Пӗтӗмпе 21070 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 19298-шӗ сывалнӑ.

Юлашки талӑкра 55 ҫын чирленӗ. 46 ҫын вара сывалнӑ. Паянхи куна илес тӗк, республикӑра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 773 ҫын сипленет. Вӗсен кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1275, 1276, 1277, 1278, 1279, 1280, 1281, 1282, 1283, 1284, [1285], 1286, 1287, 1288, 1289, 1290, 1291, 1292, 1293, 1294, 1295, ... 3937
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 11

1913
112
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ.
1919
106
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1920
105
Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ
1937
88
Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...