Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Республикӑра: Чӑваш Енӗн Наци телерадиокомпанин ертӳҫине ҫирӗплетнӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Вика Сорокина 27.05.2019 12:24 | 1910 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Вадим Ефимов
Вадим Ефимов

Чӑваш Енӗн Наци телерадиокомпанин ертӳҫине паян официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Вадим Ефимова шаннӑ.

Вадим Петрович асӑннӑ вырӑнта тӑрӑшма пуҫлани пирки иртнӗ эрнерех сӑмах сарӑлнӑччӗ. Анчах ку хыпара официаллӑ хутсемпе ниҫта та ҫирӗплетменччӗ. Телерадиокомпанин тытӑмӗнче Вадим Петровича ун чухне ертӳҫӗн ҫумӗ евӗр кӑтартнӑччӗ.

Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ӑна ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.

Вадим Ефимов 1973 ҫулта Елчӗк районӗнчи Курнавӑшра ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче аспирантурӑра ӑс пухнӑ. Вырӑс тата Чӑваш патшалӑх академи драма тетарӗсен пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ. Вадим Ефимов Чӑваш Енӗн культура министрӗнче те тӑрӑшнӑччӗ. Юлашки вӑхӑтра вӑл «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) издательствӑпа полиграфи комплексӗн ертӳҫин лавне туртрӗ.

#Елчӗк районӗ, #Курнавӑш, #ЧПУ, #ЧППУ, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Енри студентсем кӑнтӑра тухса кайнӑ
2018, 05, 29
Сергей Кудряшова министр пуканне панӑ
2018, 11, 07
Тӳре-шара ҫамрӑксемпе хоккейла вылянӑ
2019, 01, 25
«Хавал» ушкӑн хӑтлавне чӗнеҫҫӗ
2019, 02, 25
ЧПУ ректорне ҫирӗплетнӗ
2019, 04, 02

Комментари:

Кушак // 1857.48.4369
2019-05-27 17:36
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: модератор ӗҫне хаклани

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org