Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх

Кӑҫалтан «Земство фельдшерӗ» программӑпа Фельдшерпа акушер пункчӗсенче ӗҫлекен акушеркӑсемпе медсестрасем те усӑ курайӗҫ. ЧР Минстрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗн проектне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.

Пӗлтӗр ФАПсене 18 фельдшер ӗҫлеме кайнӑ. Вӗсенчен 10-шӗ инҫетре, кӗрсе ҫӳреме йывӑр тӑрӑхра, вырнаҫнӑ ФАПра тӑрӑшать. Программа пурнӑҫланма тытӑннӑранпа Чӑваш Енре 81 фельдшер ӗҫе вырнаҫнӑ.

Палӑртмалла: земство фельдшерӗсене йышӑнас тӗлӗшпе Патӑрьел, Канаш тата Патӑрьел районӗсем малта.

 

Сывлӑх
ok.ru сайтри сӑн
ok.ru сайтри сӑн

Паян кашӑлвирус статистики кӑштах савӑнтарать. Юлашки талӑкра республикӑра 6 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Аса илтерер: юлашки уйӑхра ку кӑтарту кунсерен 10-12 ҫынпа танлашнӑ.

Паянхи кун тӗлне 19639 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 17711-шӗ сывалнӑ. Вилекенсем сахал мар – 894 ҫын.

Юлашки талӑкра кӑшӑлвируспа чирлекенсем 86 ҫын пулнӑ. 89-ӑн сывалнӑ. Палӑртмалла: чирлекенсен йышӗ майӗпен чакса пырать.

Сӑмах май, ҫитес эрнере Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульници ахаль режимпа ӗҫлеме пуҫлӗ, кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ.

 

Спорт

Кӑшӑлвирус сарӑлнине пӑхмасӑр кӑҫал «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрне» ирттерӗҫ. Анчах унта 65 ҫултан аслӑраххисене хутшӑнтармӗҫ. Старта тухакансен медтӗрӗслев витӗр тухса справка илсе килмелле.

Ӑмӑрту кӑҫал та Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗн трасси ҫинче иртӗ. Старт нарӑсӑн 13-мӗшӗнче 12 сехетре пулӗ. Малтан «Шупашкар-Аренӑна» ҫитмелле. Унта мандатлӑ комисси ӗҫлӗ, документсен оригиналӗсене йышӑнӗҫ, ӳт температурине виҫӗҫ. Кун хыҫҫӑн ӑмарту вырӑнне автобуспа илсе ҫитерӗҫ.

Заявкӑна тата сканерланӑ справкӑна sdusshor2-21@mail.ru электронлӑ почтӑпа нарӑсӑн 12-мӗшӗччен ярса памалла.

 

Раҫҫейре

Ленинград облаҫӗнчи Туслӑх ҫуртӗнче «Паттӑрлӑх ҫӗрӗ» пӗтӗм акцие хутшӑнакансен мероприятийӗ иртнӗ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пынӑ вырӑнти вырӑнти гильзӑсене тата унтан илнӗ тӑпрана тултарнӑ хутаҫа савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Ҫав шутра Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине чавнӑ вырӑнти ҫӗр те пулнӑ. Хаклӑ япаласем Ҫар туслӑхӗн музейӗнче упранӗҫ.

Тӑпра капсулине пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене…» ас тӑвӑм акцийӗ уҫӑлнӑ чухне панӑ. Капсулӑна «Элара» савутра хатӗрленӗ. Ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине Валериан Гаврилова панӑ. Халӗ чӑваш тӑпри Питӗрти Туслӑх ҫуртӗнче упранӗ.

«Паттӑрлӑх ҫӗрӗ» акцие пӗлтӗр Питӗрти «Ленинградский доброволец» общество организацийӗ тата Ломоносов районӗнчи десантниксен союзӗ пуҫарнӑ. Тӑпрана ҫӗршывӗпех пуҫтарнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне акцие Донецк халӑх республики те хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://lentv24.ru/Dom_druzhbi_0.htm
 

Культура

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Краснова паян юбилейне паллӑ тӑвать.

Светлана Николаевна — культурӑпа ӳнер институтӗнче актер ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин доценчӗ. Вӑл 1985 ҫулта Куйбышеври культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫамрӑкскере направленипе Шупашкарти Агрегат савучӗн клубне ӗҫлеме янӑ. Светлана Краснова «Танц-клуб Модерн» хореографи коллективӗ йӗркеленӗ. Кайран вӑл ушкӑн халӑх коллективӗ ята тивӗҫнӗ. Тӗрлӗ ҫулта коллектив Мускава, Хусана, Магнитогорска, Нурлата тата ытти хулана конкурссемпе концертсене ҫӳренӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи хӑш-пӗр спектакль валли ташӑ лартнӑ.

2012 ҫултанпа Светлана Краснова хореографсене вӗрентет.

 

Сывлӑх
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульници ҫитес вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ. Пульница пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен вӑл ахаль режимпа ӗҫлеме пуҫлӗ.

Штат режимне куҫиччен, пациентсене йышӑнма тытӑниччен пульницӑра дезинфекци тӑвӗҫ. Палӑртмалла: вӑл пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсем валли 425 койка хатӗрленӗ. Чирлисене 500 ытла медик сипленӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗн тӗп пульници те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пӑрахнӑ.

 

Персона

Чӑвашсен пӗрремӗш киноактрисине Тани Юна Чӑваш Енре асра тытаҫҫӗ.

Кӑҫал та кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, паллӑ ҫын ҫуралнӑ кун, Етӗрне районӗнчи Палтайӗнчи вӑтам шкулта митинг иртнӗ. Унта «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн ӗҫченӗ А. Галкин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ В. Офаринов, районти тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Н. Степанова, Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Никифоров, Палтай шкулӗн директорӗ Т. Андреева тата ыттисем сӑмах каланӑ.

«Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская — чӑваш наци культурин паллӑ ӗҫченӗ. Чӑваш киновӗпе театр ӳнерне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ, вӑл 7 фильм хатӗрлеме хутшӑннӑ, 5 спектакльте вылянӑ. Тӗнче литературин чи лайӑх тӗслӗхсене чӑвашла куҫарнӑ. Мӑшӑрӗпе, И. Максимов-Кошкинскийпе, темиҫе пьесе ҫырнӑ», — ҫапла палӑртнӑ тухса калаҫакансем.

Тани Юна хисеплесе шкул ҫине ҫакнӑ астӑвӑм хӑми патне чечек хунӑ.

 

Спорт

Чӑваш Енри йывӑр атлетсем икӗ кӗмӗл медаль тата виҫӗ пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем Белгород облаҫӗнчи Кивӗ Оскол хулинчи Раҫҫей Кубокӗнче пулнӑ.

Раҫҫей тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем Александра Козлова, Наталия Шайманова, Ирина Баймулкина, Яна Мохина, Раҫҫей спорт мастерӗ Любовь Мышов, Полина Андреева, Анастасия Безлюдная, Александр Мышов, Юрий Тимофеев Чаваш Ен чысне хӳтӗленӗ.

Етӗрне районӗн хӗрӗ Ирина Баймулкина кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче медальсен пухмачне пӗрремӗш пуянлатнӑ.

 

Культура

Ыран, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Пӗрремш каналпа кӑтартакан «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир пултӑр) кӑларӑмра Шупашкар ҫыннисене кӑтартмалла.

Телекӑларӑм валли Шупашкарти 2-мӗш ТЭЦра ӗҫлекенсене ӳкерсе илнӗ. Вӗсем «Ытлашшине чакар» онлайн-проекта хутшӑнаҫҫӗ. Проекта Республикӑн халӑх сывлӑхӗн тата медицина профилактикин центрӗ «Ӗҫлекенсен сывлӑхне ҫирӗплетесси» корпоратив программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫлать. Асӑннӑ проекта ҫавӑн пекех Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ тата Шупашкарти троллейбус управленийӗ хутшӑнать.

Предприяти ӗҫченӗсем валли Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗсем онлайн чат йӗркеленӗ.

Предприятисем хӑйсен ӗҫченӗсем валли усӑллӑ меню хатӗрленипе пӗрлех вӗрентӳ вебинарӗсем, спорт турнирӗсем йӗркелеҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Юлашки кунсенче Чӑваш Енре ҫил вӑйланнӑ, ҫил-тӑман вӗҫтерет. Паян циклон ҫурҫӗр еннелле кайнӑ, ҫапах каҫчен ҫил лӑпланмӗ-ха. Ыран тата юнкун республикӑра ҫил пулмӗ. Ыран каллех юр ҫӑвӗ.

Юнкун кӑштах сивӗтӗ. Кӗҫнерникун каллех 0 градус кӑтартӗ, йӗпе юр ҫӑвӗ. Эрнекун каллех ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, 10 градус таран сивӗтӗ.

Канмалли кунсенче каллех шартлама сивӗ килӗ. Хальхинче 20-25 градус пулӗ. Кун пек ҫанталӑк нарӑс варричен тӑма пултарӗ. Ҫитес эрне варринче сывлӑш темрератури 30 градус таран сивӗнме пултарӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1269, 1270, 1271, 1272, 1273, 1274, 1275, 1276, 1277, 1278, [1279], 1280, 1281, 1282, 1283, 1284, 1285, 1286, 1287, 1288, 1289, ... 3912
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 08

1869
156
Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ.
1905
120
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1950
75
Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1968
57
«Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ.
1972
53
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...