Республикӑра
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Атӑл леш енче, Сосновкӑра, нумай функциллӗ культурӑпа кану центрне тӑвасшӑн. Шупашкар хула администрацийӗ унӑн проектированийӗ тӗлӗшпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Проектировщике 6,1 миллион тенкӗ пама хатӗр. Культура учрежденине Майя Костина ячӗллӗ шкул ҫумӗнче тума палӑртнӑ. Тӗслӗх вырӑнне Ставрополь крайӗнчи Изобильный хулинчи культура аталанӑвӗн центрӗн проектне илӗҫ. Проект тата ӗҫ документацине кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хатӗрлӗҫ. Аукциона хутшӑнмашкӑн заявкӑсене нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Аукцион нарӑсӑн 5-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, «Ҫулҫӳревҫӗсен юхӑмӗ» пӗрлешӳ Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче тӗл пулу ирттерӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ. Пухӑвӑн теми — «Ҫӗнӗ ҫула эпӗ ӑҫта кӗтсе илни». Ҫамрӑк та хастар Денис Башмаков нумаях пулмасть Турцирен таврӑннӑ. Вӑл унта Ҫӗнӗ ҫула епле кӗтсе илни, асӑннӑ ҫӗршывӑн культурипе йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартӗ. Денис Осипов, Ольга Михайлова Кӑнтӑр Урал тӑрӑхӗнчи «Таганай» наци паркӗнче пулнӑ. Виктор Чугаров режиссер кӑсӑклӑ видеофильм кӑтартӗ. Чӑваш Енри велосипед юхӑмӗн ертӳҫи Вячеслав Платонов Индирен салам ҫитерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче нарӑс уйӑхӗн 3-7-мӗшӗсенче Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Наци ӳнерӗн мероприятийӗ тӑватӑ сумлӑ спектакльтен тӑрӗ. Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Григорий Хирбюн «Нарспи» оперипе уҫӑлӗ. Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Шывармань» оперине лартӗҫ, 6-мӗшӗнче — Андрей Галкинӑн «Хуркайӑк ҫулӗ» балетне. Сӑмах май каласан, вӑл балета Чӑваш Енӗн искусство тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей тата Чӑваш Енри композиторсен союзӗсен пайташӗ Андрей Галкин ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() sensaciy.net сайтри сӑн Паян каллех кӑшӑлвирусран ҫынсем вилнине палӑртнӑ. Хальхинче – 12 ҫын. Вируса пула вилнин кӑтартӑвӗ ҫаплипех пысӑк-ха. Ку таранччен республикӑра 819 ҫын ҫак вируса ҫаклатса вилнӗ. Ку таранччен 19009 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 17105-шӗ сывалнӑ. Эппин, чирленисен 90 проценчӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 93 ҫын сывалнӑ. Пӗр талӑкра 95 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moment-istini.com сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Ӑна 18 ҫул тултарман хӗрне тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн айӑпланӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 11 ҫулти хӗрне вӑл лайӑх пӑхман. Ача санитари тӗлӗшӗнчен хура пӳртре пурӑннӑ, вӗренме, канма, ҫывӑрма условисем пулман. Ку кӑна мар, хӗрачан куллен апат ҫиме те май пулман. Ӳсӗр ашшӗ унпа тӑтӑшах хирӗҫнӗ, хӗненӗ. Ку тӑрӑ шыв ҫине епле майпа тухнӑ-ха? Пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗнче ӑна ашшӗн прависӗр хӑварас ыйтӑва хускатнӑ. Тавӑҫа судра пӑхса тухнӑ чухне ашшӗ хӗрне хӗнени пирки пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ хӗрачан опекунпа пурӑнать. Арҫын унччен судпа айӑпланманнине, хӑйӗн айӑпне йышӑннине шута илсе ӑна 280 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Сывлӑх
(Таврапӗлӳҫӗ типтерӗнчен) Ватлӑх кунра савӑнӑҫ нумаях тупӑнмасть. Ҫавӑнпа пӗр савӑнӑҫ ҫинчен каласа хӑварас килчӗ. Сакӑрвуннӑран иртсен тухтӑрсемпе, шураппасене (сестрасемпе санитаркӑсене эпӗ ҫапла чӗнетӗп — Aqabasar ятлать пулсан та) самаях чӑрмантарма тиврӗ. Васкавлӑ пулӑшу сыватӑшӗн Ҫурҫӗрти уйрӑмӗнче, Шупашкарти Ленин проспектӗнчи тӗп сыватӑшра тата Тракторҫӑсен аслӑ урамӗнчи Радислав Максимов ертсе пыракан уйрӑмри ӑстасене тимлӗхӗшӗн, чӑтӑмлӑхӗшӗн, ӑшӑ кӑмӑлӗшӗн мухтаса пӗтерейместӗп. Ятран каласа тухаймӑп — пӗри те тепри чӑваш хӗрӗсем (пӗтӗмпе пекех вӗсем ӗҫлеҫҫӗ) ырӑ кӑмӑлли, ӗҫченни курӑнать. Ҫак маттур та чӑтӑмлӑ шураппасене мӗнле медаль, мӗнле орден тивӗҫет-ши? тесе шухӑшласа выртаттӑм. Ҫынна курса савӑнмалли килте те тупӑнать. Пӗринче юн пусӑмӗ итлеми хӑпарса кайрӗ те, васкавлӑ пулӑшӑва чӗнме тиврӗ. Часах ҫитрӗ, пӗртте кӗттермерӗ. Ушкӑнри Валентина Юрьевна Ерофеева, унӑн пулӑшаканӗ Дмитрий Ермаков вӑр-вар та тавҫӑруллӑ пулни тӳрех курӑнчӗ (ку хушӑра манӑн тӗрлӗ пулӑшуҫӑсене курма тиврӗ ҫав! |
Республикӑра
![]() «АвтоВАС» предприяти автовокзалсемпе тата пассажирсене турттарассипе ӗҫлеме пӑрахӗ. Ҫакӑн пирки компани сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫапла йышӑнӑва акционер обществин директорсен канашӗ йышӑннӑ иккен. «АвтоВАС» халӗ автовокзал пулӑшӑвӗ кӳме килӗшекене шырать. Ӑна вӑл автовокзалсене арендӑна парӗ. Хӑйӗн харпӑрлӑхӗнчи хӑш-пӗр пурлӑха сутас кӑмӑллине те пӗлтернӗ. «АвтоВАС» акционерсен обществин икӗ автовокзал тата Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Етӗрнере, Сӗнтӗрвӑрринче тата ытти хӑш-пӗр район центрӗнче и 17 диспетчерпа касса пункчӗ пур. 2019 ҫулта «АвтоВАС» Куславккари тата Пӑрачкаври ҫав пунктсене хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре нимеҫӗсен ирӗклӗ «Симӗс Чӑваш Ен» экологи отрячӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна республикӑри кашни муниципалитетрах йӗркелесшӗн. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре экологи нимелӗхӗпе кӑсӑкланас туртӑм ӳсни палӑрать – ҫапла палӑртнӑ «Симӗс хула» экологи организацийӗн регионти председателӗ Федор Алексеев. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, шулсенче, аслӑ шкулсенче, техникум-колледжсенче экоотрядсем йӗркеленеҫҫӗ, ҫӗнӗ проектсем ҫуралаҫҫӗ, ҫутҫанталӑка сыхлас тӗлӗшпе мероприятисем иртеҫҫӗ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 143 экологи отрячӗ ӗҫлет. Вӗсенче 4900 яхӑн ҫын тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян 10 сехетре Шупашкарти 20-мӗш шкулта вӗренекенсене эвакуациленӗ. Вырӑна пушарнӑйсем, васкавлӑ медпулӑшу, полици, Росгварди ҫитнӗ. Иртен-ҫӳрене те ҫывӑха пыртарман, Хусанкай урамӗнчи тротуарпа иртме ыйтнӑ. Сӑмах май, ку уйӑхра шкулсенче виҫӗ эвакуаци пулнӑ. Унччен 5-мӗш гимназин «А» корпусӗнче тата 17-мӗш шкулта ачасене эвакуациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Мускав облаҫӗнче пурӑнакан арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗ вӗҫӗнче Шупашкара тусӗсем патне килнӗ. Хайхискер Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ центрӗнче ҫӳренӗ чухне пӗр пушмака куҫ хывнӑ та ӑна тӑхӑнса тухса кайнӑ. Ҫӗнӗ пушмак вырӑнне арҫын хӑйӗнне киввине лартса хӑварнӑ. Лавка ӗҫченӗсем кивӗскере икӗ эрнерен ҫеҫ асӑрханӑ. Вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Видеокамерӑсене пӑхса ҫак ӗҫе кам тунине палӑртнӑ. Тытса чарнӑ чухне арҫын вӑрланӑ пушмакпа пулнӑ. Халӗ вӑл унашкал ытти преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |