|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Тверь облаҫӗнчен питӗ хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ. М-10 федераци ҫулӗ ҫинче пулнӑ аварире Чӑваш Республикинчи ҫемье вилнӗ. Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчен. Аварире 35 ҫулти хӗрарӑм (вӑл спутник хулара дзюдо енӗпе тренерта ӗҫлет), унӑн упӑшки тата 14 ҫулти хӗрӗпе 4 ҫулти ывӑлӗ вилнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ирхи 4 сехет те 40 минутра ҫӑмӑл машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса КамАЗпа ҫапӑннӑ. Ҫакӑ паллӑ: ҫемье отпускра пулнӑ. Инкек пуличчен темиҫе сехет маларах хӗрарӑм ҫемьепе Мускавра ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗке халӑх тетелӗнчи страницине кӑларса лартнӑ, Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунӗпе саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнче 54 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Халӗ ӑна «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Ҫухалнӑ арҫын ячӗ — Олег Иванович Базян. Вӑл Сиккасси ялӗнче пурӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче килтен таҫта тухса кайса ҫухалнӑ. Арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, начар пӳ-силлӗ. ҫӳҫне шакла хыртарнӑ, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ. Килтен тухса кайнӑ чухне хура куртка, кӑвак шӑлавар, хурарах симӗс тӗслӗ атӑ, ҫӑрӑ тӗслӗ калпак тӑхӑннӑ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ҫухалнӑ арҫынна куракансене 8 800 700-54-52 тӳлевсӗр номерпе е 89876687081 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗнче «Лиза Алерт» отряда Чӑваш Енри 26 ҫынна шыраса тупма пулӑшма ыйтса заявка ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пушарта вилнӗ. «Вӑрӑран юлать, пушар нимӗн те хӑвармасть», — тесе ваттисем ахальтен каламан. Инкек Вӑрнар районӗнчи Упнер ялӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, сиксе тухнӑ. Хӗрлӗ автан ҫӗрле алхасма тытӑннӑ. Кун пирки Инеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ. Пушарта 60 ҫулти хӗрарӑм пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вут-ҫулӑм Апнер ялӗнчи уйрӑм ҫыннӑн хуҫалӑхӗнче тухнӑ. Пушар 30 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Ҫӑлавҫӑсем вут-ҫулӑма пӗр сехетре сӳнтерме пултарнӑ. Ку ӗҫе пилӗк ӗҫчен тата икӗ техника хутшӑннӑ. Пӳртри пӳлӗмсенчен пӗринче вӗсем кил хуҫин виллине тупнӑ. Пушар сӑлтавне Чӑваш Енри Сӑнавлӑ пушар лабораторийӗн эксперчӗсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка районӗнчи ҫула юсама 111,6 миллион тенке кайса ларӗ. Кунта сӑмах «Атӑл» − Сӗнтӗрвӑрри − Октябрьски – Куславкка» ҫул пирки пырать. Ҫула «Дорисс» предприяти юсӗ. «Чӑвашупрдор» конкурс ирттерсе подряд организаципе килӗшӳ тунӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 9,3 километр тӑршшӗ ҫула юсамалла. «Дорисс» компани ҫула 111,6 миллион тенкӗпе юсама килӗшнӗ. Конкурса пӗтӗмпе 5 предприяти хутшӑннӑ. Заказчик малтанхи суммӑна 180,3 миллион тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Подрядчикӑн ӗҫе 2027 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫынна тӗклӗ тура тапӑннӑ. Пӑтӑрмах Красноармейски районӗнче пулса иртнӗ. Арҫын халӗ больницӑра, реанимаци уйрӑмӗнче, выртать. Инкек Красноармейски районӗнчи Йӗпрем ялӗнче утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. «Газпром газораспределени Шупашкар» акционер обществин Ҫӗрпӳри филиалӗнче электрогазосварщик-врезчик пулса ӗҫлекен Йӗпрем ялӗнчи пӗр кил хуҫи патне ӗҫпе кайсан ӑна тӗклӗ тура тапӑннӑ. Ӑна аллинчен тата мӑйӗнчен сӑхса пӗтернӗ. Арҫын тӑн ҫухатнӑ, анафилактика шокӗ пулнӑскере тухтӑрсем васкавлӑн реанимаци уйрӑмне илсе кайнӑ. Халӗ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе республикӑн Ӗҫ сыхлавӗн инспекцийӗ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта ашшӗпе ывӑлӗ шыва путса вилнӗ. Инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Ашшӗпе ывӑлӗ шыва кӗме юраман вырӑнта пулнӑ иккен. Вӗсем шыв патне анакан бетон сарнӑ вырӑнта пулнӑ. Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем ҫийӗнчех пырса ҫитнӗ. Водолаз арҫын ача виллине тӳрех тупнӑ, анчах унӑн ашшӗне тӳрех тупма май килмен,кӑштахран ӑна та асӑрахнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те ҫипуҫпа пулнӑ. Ҫапла вара пӗр киле пӗр кунта калама ҫук икӗ пысӑк хуйхӑ пырса ҫапнӑ. Ывӑлӗпе ашшӗ ҫипуҫпа пулнине кура, тен, вӗсенчен пӗрин йӑлмака бетон ҫинче ури шуса кайман-ши, тепри ӑна ҫӑлма тӑрӑшса хӑй те шыва путман-ши тесе те шухӑшлама май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "PRO Город" видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче пӗр водитель пассажирсем билет ыйтнӑран тарӑхнипе вӗсемпе вӑрҫма тапранса кайнӑ. Патӑрмах хулари 47-мӗш маршрутра пулса иртнӗ. Пассажирсем йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Ку истори мӗнпе вӗҫленни хальлӗхе паллӑ мар. Водитель арҫын-пассажирпа тытӑҫса ҫапӑҫмах тапранса кайни видеокамерӑна лекнӗ. Ҫакна хӗрарӑм-пассажир ӳкернӗ. Водитель пассажирсен сумкине салонтан урапа тапса кӑларса перет. Унтан вӑл видео ӳкерекен хӗрарӑма та урама кӑнтаммӑн тӗксе кӑларса ярать. Ку самантра хӗрарӑм кӑшкӑрса ярать. Пӑтӑрмаха лекнисем арӑмӗпе упӑшки пулнӑ. Шар курнӑ арҫын операци хыҫҫӑн пулнӑ иккен. Ку хыпара вуланисем пассажирсене майлӑ пулни курӑнать. Вӗсен комментарийӗсем тӑрӑх хакласан, маршрут водителӗсем билет паманни, хӑйсене вара питӗ кӑнтам тытни пирки палӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Legion-Media.ru сӑнӳкерчӗкӗ Филипп Киркоров юрӑҫ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен хысние 80 пин доллар тӳлӗ. Ку вӑл — налук укҫи. Юрӑҫӑн Майаминче куҫман пурлӑх пур иккен. Пӗлтӗр виллӑн планировкине кӑштах ылмаштарнӑ, хӑш-пӗр пӳлӗмӗн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ кӑштах пӗчӗкленнӗ. Тӗп ҫуртри пӗрремӗш хут 12 тӑваткал метр пӗчӗкленнӗ, SPA-зона 7,5 тӑваткал метртан 2,8 тӑваткал метр таран чакнӑ. 2024 ҫулта артист америка хыснине 74,5 пине яхӑн доллар тӳленӗ, 2025 ҫулта — 77 пин доллар. Филипп Киркоров артистӑн куҫман пурлӑх Латвире, Болгаринче пур. Майаминче виллӑна юрӑҫ 4,2 миллион долларпа (338,12 миллион тенкӗпе) туяннӑ, 2024 ҫулта вӑл ӑна 8 миллион долларпа (664,05 миллион тенкӗпе) сутма тӑнӑ, анчах туянакан тупӑнман. Филипп Киркоровӑн икӗ ача ӳсет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() чеб.ру сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӳсӗр арҫын Шупашкарти аэропортра ҫапӑҫнӑ. Малтан вӑл тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн кӗмелли зонӑна тӗрӗсленмесӗр кӗме хӑтланнӑ. Хӑйне асӑрхаттарнишӗн юратманран централизациленӗ видеосӑнав инспекторне питӗнчен чышкӑпа ҫапнӑ. Унтан ӑна тытса чарнӑ та аэропортӑн полици пунктне илсе кӗртнӗ. Унта та вӑл пуҫтахланма чарӑнман, полици ӗҫченне, хӗрарӑма, кӳрентернӗ. Унтан полицин лини ҫинчи уйрӑмӗн пуҫлӑхне хырӑмран тата аллинчен ҫапнӑ, хырӑмран тапнӑ. Урӑлсан арҫын айӑпа йышӑннӑ. Пуҫтахланнине, ӗҫри ҫынсемпе ҫапӑҫма тапранса кайнине, каласан та лӑпланманнине салтакри тусӗ вилнӗшӗн хытӑ куляннипе сӑлтавланӑ. Унччен судпа айӑпланман арҫынна суд 1,8 ҫуллӑха тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем полицейски ӗҫченӗ Кӑркӑстана кайма тӑнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна 200 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Ют ҫӗршыва тухса кайма тӑнӑ ҫын халӗ йӗрке хуралӗнче ӗҫлемест-ха. Апла пулин те унӑн ют ҫӗршыва кайма юраман. Мӗншӗн тесен вӑл патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗпе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ. Ҫав арҫын 2017–2024 ҫулсенче шалти ӗҫсен органӗнче тӑрӑшнӑ, патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ шутланакан даннӑйсене пӗлсе тӑнӑ. Ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн унӑн 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен урӑх ҫӗршыва кайма юраман. Экс-полицейски чӳк уйӑхӗччен тӑхтаса тӑрас темен, пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче Кӑркӑстана кайса килес тенӗ. Ҫавӑншӑн ӑна суд 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Суд приговорӗ вӑя кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
