|
Пӑтӑрмахсем
![]() Гигачат сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле районӗнче ҫамрӑк хӗрарӑма суд тунӑ. Унсӑр пуҫне унӑн хаклӑ машинине тата телефонне конфискациленӗ. Хӗрарӑма пысӑк калӑпӑшпа наркотик сутма тӑнӑшӑн явап тыттарнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнче Тольяттинче сутса яма наркотик илнӗ. Пӗтӗмпе 5-е яхӑн килограмм. «М-12» ҫулпа Чӑваш Ен территорийӗпе иртсе пынӑ чух ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. «Ниссан Пантфайдер» машинӑри 5 килограма яхӑн наркотика туртса илнӗ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пулнӑ. Халӗ суд та пулса иртнӗ. Хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Транспортпа унӑн 5 ҫул ҫӳреме юрамасть. «Ниссан Пантфайдер» маркӑллӑ хаклӑ автомобиле тата телефона йӗрке хуралҫисем конфискациленӗ, вӗсене сутса тунӑ тупӑш патшалӑх хыснине кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑма патшалӑха улталанӑшӑн явап тыттарӗҫ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав хӗрарӑм социаллӑ контракт илнӗ. 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вӑл хӑйӗн тупӑшне пытарнӑ та сахал тупӑшлӑ ҫын пек регистрациленнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл «Социаллӑ пулӑшу паракан центр» хысна учрежденине усламҫӑ пулса тӑма укҫа ыйтса заявлени панӑ. Ӑна 350 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Анчах хӗрарӑм вӑл укҫапа тивӗҫлипе усӑ курман, хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ. Укҫана хыснана каялла шыраса илме Патӑрьел районӗнчи прокуратура граждан тавӑҫӗ хатӗрленӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе районти суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() max.ru/pcheb_21 каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер Шупашкар хулинче сӗмсӗр пӗр водитель ҫулпа пыракан тепӗр водителе кӳрентерсе пӗтернӗ. Ку видео халӑх тетелӗнчи пабликсенче хӑвӑрт сарӑлнӑччӗ. «Фольскваген» машинӑпа пыракан водитель кинологи службин водительне усал сӑмахпа кӳрентерет. Хӑй вӑл вырӑсла калаҫанҫи тӑвать-ха. Пӗрмай «Чо нарушаю? Чо» текелесе кӑшкӑрать, машинӑпа ҫӳреме пӗлместӗн тесе калать. Усал сӑмахпа перкелешнӗ водителе пакунлисем часах тупса палӑртнӑ, ӑна полици уйрӑмне илсе кайнӑ. «Volkswagen Touareg» рулӗ умӗнче 30 ҫулти арҫын ларса пынӑ. Полици уйрӑмӗнче арҫын усал сӑмаха калаҫма тӑман, кинологи службин водителӗнчен каҫару ыйтма та хатӗр тесе юптарма пуҫланӑ. Водителе машина чӳречине тонировка туса хунӑшӑн та явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртри общежитире пушар пулнӑ. 9-мӗш хутри коридорта ҫулӑм тухни пирки 16:56 сехетре пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ҫынсене общежитирен кӑларма пуҫланӑ. Вырӑнта 6 пушар машини ӗҫленӗ. Подъездран 11 ҫынна урама илсе тухнӑ. Вӗсен йышӗнче 4-шӗ – ачасем. Виҫҫӗшне васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем вырӑнта пулӑшу панӑ. 37 ҫулти хӗрарӑма тата 45 ҫулти арҫынна, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскерсене, Васкавлӑ медпулӑшу пульницин токсикологи уйрӑмне илсе кайнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче 3 ҫын лифтпа анма тӑнӑ, анчах хӗсӗнсе ларнӑ. Ҫапла вӗсем капкӑна лекнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем лифта блокировкӑран кӑларса ҫынсене унтан кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара ятарласа такам чӗртсе янипе тухнӑ. Коридорти отделка, стенасем тата мачча сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Вӑрнар округӗнчи Хорнсор Ҫармӑс ялӗнче арҫын путса вилнӗ. Вӑл 60 ҫулта пулнӑ. Инкек вырӑнне РФ Следстви комитечӗн Канашри районсен хушшинчи следстви уйрӑмӗн следователӗсем килнӗ. Вӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев йӗркеленӗ. Арҫын виллине тӗплӗ пӑхнӑ хыҫҫӑн ӑна пусмӑрласа вӗлерменнине палӑртнӑ. Халӗ судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра следовательсем инкек мӗнле майпа пулнине тӗпчеҫҫӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Агентий Хирбиков ятлӑ ҫын «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн странцинче Григорий Хирпӳн асӑну хӑмине сӑрласа хуни пирки пӑшӑрханса пӗлтернӗ. Тӗрӗсрех каласан, йӑлтах мар иккен-ха, ятне ҫырнине сӑрласа хунӑ. Кунта сӑмах Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксаринкасси ялӗнчи пирки пырать. Вӑл ҫуралнӑ вырӑнта хӑй вӑхӑтӗнче асӑну хӑми уҫнӑ. Григорий Хирпӳ — паллӑ чӑваш композиторӗ, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, РСФСР халӑх артисчӗ. Агентий Хирбиков пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр икӗ ҫул каялла ҫав хӑма ҫинче композитор ятне ҫырса хунине сӑрласа хунӑ. Ҫавӑн пирки ватӑ ҫын прокуратурӑна та евитлесе пӑхнӑ иккен, унтан вара ыйтӑва администрацие ярса панӑ. Администраци йӑлтах йӗркеллӗ тесе хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() max.ru/channel_chuvashia_21 каналта вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Канашри таксистсем хӗрарӑм-пассажирсем ҫумне ҫулӑхаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки каласа кӑтартнӑ асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан пӗр хӗр. Видеора вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш пӑтӑрмах унӑн ӗҫтешӗпе пулса иртнӗ. Смена хыҫҫӑн вӑл такси чӗнсе илнӗ. Машина вара гаражсем енне пӑрӑнса кайнӑ, унта хӗр ҫумне ҫулӑхма тытӑннӑ. Анчах нимӗн те пулса пӗтмен. Хӗр «Яндекса» патӑрмах пирки пӗлтернӗ, анчах ҫавӑн хыҫҫӑн та водитель каллех таксипе ӗҫлет иккен, вӑл каллех ҫав хӗр тӗлне лекнӗ. Тӗпӗр тӗслӗх яла каякан хӗрарӑмпа пулса иртнӗ. Водитель приложенире кӑтартнӑ машинӑпа мар, урӑххипе пырса ларнӑ. Вӑл хӗрарӑм-пассажирпа юнашар хыҫалти ларкӑч ҫине кӗрсе ларнӑ та ун ҫумне ҫулӑхма тытӑннӑ. Анчах хӗрарӑм машинӑран тухса тарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ИИ сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел районӗнче пурӑнакан пӗр ҫамрӑк полицейские ҫӗҫӗпе хирӗҫ тӑнӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пулса иртнӗ. 24 ҫулти ӳсӗр каччӑ хӑйӗн килӗнче. верандӑра пулнӑ. Унта мӗншен йӗрке хуралҫисем пырса кӗнине республика прокуратури кӗске хыпарӗнче каламан. Каччӑ пакунлине хирӗҫ ҫӗҫӗпе тӑнӑ. Ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Сӑмах май каласан, ӳсӗр каччӑ ним те туса ӗлкӗреймен. Вӑл унччен те судпа айӑпланнӑскер пулнине кура (унччен ӑна ҫул ҫинчи пӑтӑрмаха пула явап тыттарнӑ иккен) тӗрмене хупса хумасӑр 1 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтармалла тунӑ. Унсӑр пуҫне унӑн 230 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Водитель правине вара ҫулталӑк та 3 уйӑх та 6 кунлӑха туртса илмелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Куславкка районӗнче битум цистернилле фура тӳнсе кайнӑ. Инкек «М-7» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, фура водителӗ Ӗпхӳ енне кайнӑ чухне хирӗс килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та унта ҫул айккинелле тухса кайса чалӑшса кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Цистернӑра шӗве битум пулнӑ. Вӑл хыпса илмен. Инкекре, Турра шӗкӗр, ытти водитель шар курман. «Мерседес» ҫурма прицеплӑ фура рулӗ умӗнче 1977 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларса пынӑ. Вӑл пуҫ мимине амантнӑ. Хӑй вӑл урах пулнӑ. Аманнӑскере больницӑна ӑсатнӑ. Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи инкекре тӑватӑ каччӑ пурнӑҫӗ татӑлни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Асӑннӑ тӗслӗхре айӑпли урӑх машина пулнӑ, ҫулпа тепӗр автомобильпе пыракан тӑватӑ ҫамрӑк пурнӑҫӗ вара татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул ҫинче пысӑк инкек пулни пирки Чӑваш халах сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: инкек Ҫӗрпӳел ялӗнчен инҫех мар вырӑнта 15 сехет ҫурӑра пулнӑ. «А-151» федераци ҫулӗ ҫинче виҫӗ машина ҫапӑннӑ: «Ауди», «Киа» тата «ВАЗ-21099». «Ауди» юраман ҫӗрте пысӑк хӑвӑртлӑхпа хирӗҫ ҫул ҫине тухса «Киа» машинӑна пырса лекнӗ, ун хыҫҫӑн «Киа» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «ВАЗ» машинӑпа ҫапӑннӑ. «ВАЗ» темиҫе хут ҫаврӑнса кайса ҫул хӗррине тухса ӳкнӗ. Салонра 2005, 2008, 2009 тата 2010 ҫулсенче ҫуралнӑ каччӑсем пулнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳри техникумра вӗреннӗ. Пӗр ял каччисем киле, Чурачӑк ялне, кайма тухнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Ҫӗрпӳри пайӗ «Ауди» водителӗ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 5-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ҫичӗ ҫул таран хупса хума пултараҫҫӗ. Суд шеллемесен. Сахалтарах памасан. Асӑннӑ машина водительне, Ҫӗнӗ Шупашкар арҫыннине, ОСАГО полисӗсӗр ҫӳренӗшӗн кӑҫал ҫеҫ виҫӗ хутчен явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
