Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Элӗк районӗнче паян «Лада Ларгус» машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра ачасем пулнӑ, руль умӗнче хӗрарӑм ларнӑ.

Авари паян 15:15 сехетре «Шупашкар – Сӑрҫи» автоҫул ҫинче Анаткас Сурӑм ялӗ патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче пулнӑ хӗрарӑм ҫул пӑрӑнӑшӗнче машинӑна итлеттереймен – ҫул ҫинчен тухса кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ.

Салонра 4 ача пулнӑ: 2009, 2012, 2013 тата 2017 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Шел те, аслӑ ачи вӑйлах суранланнӑ, вӑл комӑна кӗрсе ӳкнӗ.

Хӗрарӑм 1989 ҫулта ҫуралнӑскер, вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Авари вырӑнне район прокурорӗ Дмитрий Кузьмин килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти больницӑсенчен пӗринче ӗҫлекен 33 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненсе 5,7 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Ултав мессенджерсенчен пӗринче ҫуртӑн чатне кӗме ыйтнинчен пуҫланнӑ. Хӗрарӑм ҫав каҫӑпа иртнӗ те патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнче хӑйӗн аккаунтне ватни пирки ҫыру илнӗ. Унсӑр пуҫне тата ун патне: «Привет из Киева» (чӑв. Киевран салам), — тесе ҫырса янӑ. Кӑштахран хӗрарӑм телефонӗ ҫине Роскомнадзор ӗҫченӗпе ҫыхӑнма хушса ҫыру килнӗ.

Хӗрарӑм ку ҫырӑва та ӗненнӗ, унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Кайран Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем текен ҫынсемпе те телефонпа калаҫнӑ.

Пурне те ӗненекен хӗрарӑм хӑй пухса пынӑ 5 миллион тенке тата пӗлӗшӗсенчен парӑмла илнӗ 3,7 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри пӗр усламҫӑ хӑйӗн патӗнче ӗҫленӗ ҫынна укҫа тӳлемен. Ку пӑтӑрмахра суд приставӗсен хушша-хуппа кӗме тивнӗ. Раҫҫейӗн Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Ен управленийӗн Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенчи уйрӑмӗ усламҫӑран ӗҫ укҫи парӑмне шыраса илнӗ.

29 ҫулти хӗрарӑм-усламҫӑ маркетплейс урлӑ тавар сутнӑ. Ку енӗпе хӑйне пулӑшма ҫынсене ӗҫе илнӗ. Анчах вӗсенчен пӗрне вӑл укҫа тӳлемен. Ҫавна май суд приставӗсем исполнительнӑй производство пуҫарнӑ.

Суд приставӗ парӑма пилӗк кунта тӳлесе татмасан урӑхла мера йышӑнасси пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах хӗрарӑм пуҫа та чикменрен суд приставӗ банкри счетсене тата йӑлари техникӑна арестленӗ, ӗҫе следстви органне ярса панӑ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн усламҫӑ ӗҫ укҫин парӑмне, пурӗ 30 пин тенке, тӳлесе татнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл хӑйӗн патӗнче ӗҫленӗ ҫын черетлӗ отпускпа усӑ курманнишӗн 4 пин тенкӗ компенсаци тӳленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын конкурсра сасӑланӑ та аккаунтсӑр тӑрса юлнӑ.

Ун пек нимле конкурс та иртмен иккен. Мессенджерсенчен пӗринче вӑл чи лайӑх следовательшӗн сасӑламалли конкурс пирки вуласа пӗлнӗ, арҫын ҫавӑнта кӗрсе кайса сасӑланӑ та аккаунтсӑр тӑрса юлнӑ.

Кӑштахран такамсем ун ячӗпе ҫынсенчен укҫа ыйтса ҫырма тапранса кайнӑ.

Шалти ӗҫсен органӗсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек нимле конкурс та иртмен.

Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем кам та пулин укҫа куҫарса пама ӗлкӗрнипе ӗлкӗрменнине те тӗрӗслеҫҫӗ.

Пакунлисем пули-пулми каҫӑпа иртме юраманни пирки тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ. Аккаунта вара икӗ факторлӑ хӳтлӗхпе хӳтӗлемелле, авторизаци кодне никама та калама юрамасть.

 

Пӑтӑрмахсем
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Арҫынсем алимент тӳлеме юратманнине пелетпӗр-ха. Анчах тепӗр амӑшӗсем те алимент тӳлесшӗн мар иккен.

Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм алиментпа 1 миллион тенкӗ парӑм пухса янӑ. Ӑна вӑл хӑйӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарсан ҫеҫ тӳлесе татнӑ. Парӑма татас тӗллевпе вӑл ачисене пӳрт тата ҫӗр лаптӑкне ҫырса панӑ. Кун пирки Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗнче каласа кӑтартнӑ.

45 ҫулти хӗрарӑмӑн икӗ ача пулнӑ. Вӗсем ашшӗпе пурӑнаҫҫӗ. Хӗрарӑм официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемен, укҫа тума Мускава кайкаласа килкеленӗ. Алимента вӑрах вӑхӑт тӳлесе пыманран парӑм 1 миллион тенке ҫитсе кайнӑ.

Хӗрарӑм тӗлӗшпе малтан административлӑ ӗҫ пуҫарса явап тыттарса та пӑхнӑ-ха, анчах усси пулман. Кайран ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws
forum.zarulem.ws

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр арҫын ҫурҫӗр иртни икӗ сехетре пӗчӗк ывӑлне тата арӑмне лартса ҫула тухнӑ. Ку вӑхӑтра ачан лӑпкӑн кӑна ҫывӑрмалла пек те, анчах арҫын апла шухӑшламан пулмалла.

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫул-йӗр патрулӗн машини «Хонда» машинӑна тытса чарнӑ. Чӳречисене тӗксӗмлетсе лартнӑ машина рулӗ умӗнче 37 ҫулти арҫын пулнӑ. Салонра унӑн арӑмӗ тата пӗчӗк ывӑлӗ ларса пынӑ. Арҫын ача малти ларкӑч ҫинче пулнӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе те ҫыхӑнман.

Арҫын-водителӗн водитель удостоверенийӗ те пулман, ӑна унран 2011 ҫултах туртса илнӗ. Унтанпа 15 ҫул иртнӗ пулин те правана вӑл ҫӗнӗрен тутарман, апла пулин те руль умне ларса тухнӑ. Ҫитменнине тата хӑй ӳсӗр пулнӑ. Машина чӳречине ГОСТа тӗксӗмлетсе лартнӑ.

Машинӑна штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Етӗрне округӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче тухнӑ пушар кирпӗчрен купаланӑ сарая ярса илнӗ. Тӑрринче вара утӑ пулнӑ. Ҫулӑм пурӑнмалли ҫуртӑн тулаш енчи отделкине те сиенлетме ӗлкӗрнӗ.

Пушар сарӑлма пултарнине кура ҫӑлавҫӑсем татах пулӑшу чӗнсе илнӗ. Ҫапла ҫулӑма сӳнтерес ӗҫе 9 ҫын тата 5 техника хутшӑннӑ. Телее, «хӗрлӗ автана» чарма май килнӗ, шар курнӑ ҫынсем пулман. Халӗ пушар мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Палӑртса хӑварар: Чӑваш Республикинче пӗр талӑкра 11 пушар пулнӑ. Улатӑр округӗнчи Атрать ялӗнче ҫурт ҫуннӑ, Шупашкар округӗнчи Ишлей ялӗнче, Ҫӗрпӳ округӗнчи Ҫӗнӗ Катекре тата Ҫӗмӗрле хулинче мунчасенче пушар тухнӑ.

Иртнӗ талӑкра Куславкка хулинче типӗ курӑк ҫуннӑ, ҫӑлавӑҫем ӑна сӳнтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ. Этем тени пысӑк вырӑн йышӑнать-и, пӗчӗк-и — укҫа никама та чӑрмантармасть. Пысӑк укҫа ҫаврӑнакан вырӑнта пысӑкрах укҫа вӑрлама май килсен пӗчӗкреххисем вара пӗчӗкрех укҫа вӑрлама тӑрӑшаҫҫӗ курӑнать.

Ҫӗмӗрле районӗн территори пайӗн пуҫлӑхӗ халӑхран шыв пӑрӑхӗ тума пухнӑ укҫана хӑйӗн кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ. Ара халӗ нимелле ӗҫ тӑвасси йӑлана кӗрсе кайрӗ-ҫке. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр пайне (паянхи куна илсен, Турра шӗкӗр, пӗчӗкрех пайне) ҫынсем пухса параҫҫӗ, ыттине хыснаран уйӑраҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле районӗнчи пӗр ялта та нимелле ӗҫ тума халӑхран укҫа пухнӑ. Пӗтӗмпе 525 пин тенкӗ пухӑннӑ. Анчах ӑна пуҫтарнӑ хӗрарӑм кассӑна 371 пин тенкине ҫеҫ панӑ, ытти 154 пин тенкине хӑйӗн тунӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Тӗлӗнмелле пек те, анчах Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем ҫухални пирки хыпарлама пуҫларӗҫ. Халӗ, акӑ, 28 ҫулти каччӑ ӑстине пӗлмеҫҫӗ.

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ Шупашкарта пурӑнакан Роман Владимирович Аръяхова шырани пирки ӗнер пӗлтернӗ. Вӑл ӑҫтине юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.

28 ҫулти каччӑ 185 сантиметр ҫуллӗш, начар пӳ-силлӗ, хура ҫӳҫлӗ, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ. Вӑл мӗн тӑхӑнса тухса кайнине пӗлмеҫҫӗ.

«Лиза Алерт» отряд каччӑна курнисене 8 800 700-54-52 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Е Симба (Наталия) шыравҫӑпа 89196666680 телефон номерӗпе ҫыхӑнма пулать.

Ҫав вӑхӑтрах 17 ҫулти Станислав Мозгова та шыраҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫул ҫитмен яш ҫухалнӑ хыҫҫӑн Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче «Садовый» микрорайонта 14 ҫулти хӗрача машина кустӑрми айне лекнӗ.

Ку ирхи 9 сехетре Геннадий Айхи урамӗнчи 28-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 9-мӗш класра вӗренекен хӗрача юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Мерседес-Бенц» микроавтобус пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 31 ҫулти арҫын ларнӑ.

Аварире хӗрача аманнӑ. Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, вӑл урине хуҫнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ку ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...469
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑватӑр, анчах хӑвӑра алӑра тытмалла. Ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнма, пухӑннӑ ыйтусене татса пама вӑхӑт. Ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне ӑнланманлӑхсем пулма пултарӗҫ — чӑтӑмлӑ пулӑр. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене кая хӑвармалла мар.

Чӳк, 10

1896
130
Андреев Алексей Петрович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1969
57
Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1977
49
Ягупова Ирина Николаевна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть