|
Пӑтӑрмахсем
![]() Первый чувашский каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пӗр яш пикене пӑвса вӗлерни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӑтӑрмах ҫак уйӑхра пулса иртнӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр ҫуртра 15 ҫулти хӗр виллине тупнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ӑна хӑйӗнпе тантӑш ҫамрӑк пӑвса вӗлернӗ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Каччӑ хӗре зарядник пралукӗпе пӑвнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫамрӑка йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри хулинче шыраса тупнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ. МИХри «Первый чувашский» каналта МИХсем хыпарлани тӑрӑх пӗлтернине ӗненсен, яш Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн ывӑлӗ-мӗн. Унӑн ашшӗ ӗҫрен кайнӑ тесе пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян пурнӑҫ тулӑх та ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне ним мар мотоцикл туянса параҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла тенӗ пек ярӑнаҫҫӗ унпа яшсемпе хӗрсем. Шучӗпе «А» категориллӗ водитель прави кирлӗ те, анчах ӑна никам та пӑхса тӑмасть, руль умне ларса вӗҫтерет. Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ инкекре Шупашкарта пурӑнакан, тӑххӑрмӗш класра вӗренекен икӗ ача аманнӑ. Питбайкпа пыракан арҫын ача ҫул айккинче выртакан пӗрене ҫине пӑрӑнса кайса персе аннӑ. Ун хыҫӗнче тепӗр питбайкпа вӗҫтерсе пыракан хӗрача та ҫав пӗрене ҫинех пырса кӗнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те кӗлетекене шанчӑклӑ хӳтӗлекен тумпа пулнӑран йывӑр суранланса пӗтмен, апла пулин те иккӗшне те больницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Паян, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи «Ялав» ҫурт-йӗр комплексӗ ҫывӑхӗнче, Игумнов урамӗнче, 15 ҫулти питбайкер ҫапӑнса вилнӗ. Ку инкек ирхи 9 сехет те 15 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ руле итлеттереймен – бордюра пырса тӑрӑннӑ та вилмеллех аманнӑ. Калинин районӗн прокуратури халӗ ку ӗҫ-пуҫа тӗрӗсленине тӗрӗслесе тӑрӗ. Сӑмах май, «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта (вӑл «Ялав» ҫурт-йӗр комплексӗнчен инҫе мар) ҫак канмалли кунсенче мотоӑмӑрту иртнӗ. Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вилнӗ питбайкер унта хутшӑнакан ҫын пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://static.tildacdn.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пилотсӑр вӗҫекен аппаратсене тата ракетӑна пула хӑрушлӑх пирки час-часах пӗлтереҫҫӗ. Кӗҫӗр Чӑваш Енре пилотсӑр вӗҫекен аппарата ҫапса антарнӑ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ. Сӑмах май каласан, хыпарта «по предварительной информации» (чӑв. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх) тесе палӑртса хӑварнӑ. Олег Николаев ҫырнӑ тӑрӑх, шар куракансем пулман. Оперативлӑ службӑсем малалла ӗҫленине хыпарланӑ. Ҫынсене Элтепер лӑпкӑ пулма чӗнсе каланӑ. Ҫапли-ҫапла пулӗ те, анчах сирена янӑрама пуҫласан та ҫынсем пӑлханаҫҫӗ. Пурте мар-ха. Теприсем шикленмеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем Чӑваш Ене ҫеҫ мар, ҫӗршывӑмӑрӑн ҫурҫӗр регионӗсене те ҫитеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() usinsk.gosuslugi.ru сайтри сӑн Улатӑр хулинче пурӑнакан 89 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрах, вӑл вӗсене 9,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ун патне килти телефон ҫине палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ. Хайхискер кинемее вӑл террористсен организацине 1 миллион тенкӗ куҫарнӑ тесе хӑратнӑ. Яваплӑхран тарас тесен «преступление» пӗрле уҫӑмлатма сӗннӗ, мӗн хушнине йӑлтах пурнӑҫлама хушнӑ. Кинемей пухнӑ укҫине хулари банкоматсенче пайӑн-пайӑн илсе палламан ҫынсене парса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл 87 ылтӑн «Георгий Победоносец» инвестици укҫине тыттарса янӑ. Ҫапла вӑл укҫан – 8,5 миллион тенкӗ, ылтӑн укҫапа 1 миллион ытла тенкӗ парса янӑ. Ҫак таранччен вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине банка юлашки 100 пин тенкине илме килсен пӗлнӗ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ватӑскер пӗччен пурӑнать, ачисем регион тулашӗнче тӗпленнӗ, ҫавӑнпа унӑн никампа та канашлама май пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Махри Прогород каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Пирӗнпе кӳршӗллӗ республикӑра паян инкек пулса иртнӗ. Сӑмах Тутарстан пирки пырать. Унта самолёт персе аннӑ. Ҫӑмӑл моторлӑ «Cessna» Шемордан ялӗнче ӳкнӗ. Асӑннӑ самолёт тренировкӑна тухнӑ иккен. Кабинӑра инструктор тата лётчика вӗренекен ҫын ларса пынӑ. Тахӑш самантра самолёт телевышкӑна персе лекнӗ. Унтан вӑл персе аннӑ. Самолёт пӗр ҫыннӑн картишне ӳкнӗ. Инкекре кил хуҫисем тата вӗсен пурлӑхӗ шар курман. Апла пулин те пысӑк ҫухатусӑр иртмен. Самолётри инструктор тата самолётпа ҫӳреме вӗренекен ҫын — курсант – пурнӑҫӗ ҫапла майпа сарӑмсӑр татӑлнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ку инкек сахалтан та икӗ ҫемьене пысӑк хуйхӑ илсе килнӗ. Йывӑр хуйха тӳссе ирттерме вилнисен ҫывӑх ҫыннисене самай вӑхӑт кирлӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн Паян, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, 13 сехет те 30 минутра Канаш округӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ: икӗ «Лада Гранта» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 24 ҫулти водитель Чӗмпӗр хули еннелле кайнӑ чухне хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Тепӗр машина рулӗ умӗнче 58 ҫулти арҫын ларнӑ. Аварире йывӑр сурансене пула 24 ҫулти водитель тата унпа пӗрле ларса пынӑ 21 ҫулти каччӑ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем ҫакна палӑртнӑ: 24-ри водитель 2023 ҫулта права илнӗ, кӑҫал вӑл ҫул-йӗр ҫинчи правилӑсене пӑснӑшӑн административлӑ майпа 20 хутчен явап тытнӑ. Тепӗр водителе, 58 ҫулти арҫынна, пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Канаш округӗнче, «Йӗпреҫ – Канаш» ҫул ҫинче, трактор ҫаврӑннӑ чухне автобуса пырса лекнӗ. Ку авари паян 12 сехет ҫурӑра Чакаҫ ялӗнчен инҫех мар пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Т-150К трактор водителӗ, прицеп-бункер ҫаклатнӑскер, ҫул хӗрринчен ҫаврӑнма тӑнӑ. Анчах, ахӑртнех, тракторист транспорт пысӑкӑшне шута илеймен, иртсе пыракан «Канаш – Йӗпреҫ» маршрутпа ҫӳрекен автобуса та ирттерсе яман – общество транспортне пырса лекнӗ. Ҫав вӑхӑтра автобусра пассажирсем пулнӑ. Автобусӑн чӳречисем ҫӗмӗрӗлнӗ. Икӗ водителе те вырӑнтах алкотестерпа тӗрӗсленӗ – иккӗшӗ те урах пулнӑ. Ку ӗҫ-пуҫа мӗнле тӗпченине Канашри районсен хушшинчи прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркашра йӗрке хуралҫисем ӳсӗр водителе асӑрханӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инcпекторӗсем «Лада Гранта» алӑкӗ уҫӑлса кайнине асӑрханӑ. Водителе чарӑнма ыйтсан вӑл пакунлисенчен тарма пуҫланӑ. Хирӗҫ килекен ҫул ҫине те тухса кайнӑ, апла пулин те ӑна тытса чарнӑ-чарнах. Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеме илсе кайнӑ чухне водитель патруль машининчех ҫывӑрса кайнӑ. Ӳсӗр водитель-баянист тӗлӗшпе административлӑ майпа темиҫе ӗҫ пуҫарнӑ. Машинӑна вара йӗрке хуралҫисем ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ. Водитель ҫавӑншӑн питӗ кулянсах кайман курӑнать. Унӑн машинӑра баян пулнӑ та вӑл ӑна туртса кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель йӗрке хуралҫисен умӗнчех баянпа каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Россельхознадзор Шупашкара чӗрчунсем кӑтартма килнӗ усламҫӑ йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Александр Зюкин усламҫӑ хулари «Мега Молл» суту-илӳ центрӗнче пирӗн патра ҫук чӗрчунсемпе паллаштаракан курав уснӑ. Ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен Атӑлҫи регионсем хушшинчи прокуратура пуҫарнипе Россельхознадзор ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӗрӗслев ирттернӗ те ку вӑл курав мар, куҫса ҫӳрекен океанариум иккенне палӑртнӑ. Ун пек ӗҫпе аппаланас тесен ятарлӑ лицензи илмелле иккен, усламҫӑн вара документ пулман. Океанариурм 89 кун ӗҫленӗ, курав пулсан 4 кунран та ытла юрамасть. Александр Зюкин хӑтланӑвне суд административлӑ майпа ӗҫ пуҫарса явап тыттарма йышӑннӑ. Усламҫӑ унччен саккуна пӑсманнине кура ӑна асӑрхаттарнипех ҫырлахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
