Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре паян, юпа уйӑх ен 6-мӗшӗнче, ирхи пушарта 68 ҫулти арҫын вилнӗ. Инкек Сӗнтӗрвӑрри хулинче пулса иртнӗ.
Пушар уйрӑм ҫын килӗнче ирхи икӗ сехетре алхасма тытӑннӑ. Ҫунакан пӳртрен хӗрарӑм хӑй тӗллӗнех тухса ӗлкӗрнӗ-ха, ӑна ҫапах та тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Арҫын вара пӳртрен тухайман, унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушара сӳнтерме Инкеклӗ ӗҫсен министерствин тӑватӑ техникипе 8 специалисчӗ вырӑнӑ пырса ҫитнӗ.
Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакаласан, пӳртрен ним те юлман темелле, кӑшӑлӗ ҫеҫ ларать.
Специалистсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, килте ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулма пултарнӑ. Чӑн сӑлтава пушарпа техника экспертихи туса ирттернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ татса калайӗҫ. Унсӑр пуҫне судпа медицина экспертизи ирттерме те палӑртнӑ.
