|
Пӑтӑрмахсем
![]() max.ru/pcheb_21 сӑнӳкерчӗкӗ Паян Ҫӗрпӳ районӗнче «Ниссан» автомобиль ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ. «М-7» федераци ҫулӗпе Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ чухне вӑл пӑрӑннӑ чухне руле йӗркеллӗ пӑрса ӗлкӗреймен, йывӑҫ ҫине кайса ҫапӑннӑ. Ун хыҫҫӑн машина хыпса илнӗ. Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче пулнӑ 22 ҫулти каччӑпа 18 ҫулти хӗр-пассажира больницӑна илсе кайнӑ. Шупашкарта вара паян тепӗр инкек пулнӑ. «Лада» машина Трактор тӑвакансен проспектӗнче пӑрӑннӑ чухне юпа ҫине пырса ҫапӑннӑ. «ВАЗ-2107» рулӗ умӗнче 22 ҫулти каччӑ пулнӑ. Унӑн водитель прави те, асӑннӑ транспорт руле умне ларма ирӗк паракан документ та пулман. Пӑтӑрмаха ҫакаланнӑ каччӑ ҫӑмӑл машинӑпа каҫхи клубран таврӑннӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнипе ларманнине тӗрӗсленӗ те ӗҫни ҫиеле тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Етӗрне хулинче пурӑнакан икӗ карчӑк вӑрҫса кайнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем пӗрне-пӗри унчченех килӗштермен иккен-ах. Кӑҫалхи ҫулла, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, каллех харкашмалли тупӑннӑ. 73-ри кинмейрен пӗри теприн ҫынсен умӗнчех усал сӑмахпа вӑрҫса пӗтернӗ иккен. Унӑн тантӑшӗ те аптӑраса ӳкекен йышши пулман, вӑл лешне телефонти видеопа ӳкерсе илнӗ. «Вӑл мана кӳрентерчӗ», — тесе ватӑ ҫын пакунлисенчен пулӑшу ыйтас тенӗ. Йытӑпа кушак пек пурӑнаканскерсен тавлашӑвӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ малтан прокуратурӑна, кайран суда ҫитнӗ. Тантӑшне усал сӑмахпа кӳрентерсе пӗтернӗ карчӑка суд административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна 3 пин тенкӗ штраф хурса пама йышӑннӑ. Халӗ ватӑ ҫыннӑн кӗсьене ҫӳхетме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре паян, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ирхи пушарта 68 ҫулти арҫын вилнӗ. Инкек Сӗнтӗрвӑрри хулинче пулса иртнӗ. Пушар уйрӑм ҫын килӗнче ирхи икӗ сехетре алхасма тытӑннӑ. Ҫунакан пӳртрен хӗрарӑм хӑй тӗллӗнех тухса ӗлкӗрнӗ-ха, ӑна ҫапах та тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Арҫын вара пӳртрен тухайман, унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушара сӳнтерме Инкеклӗ ӗҫсен министерствин тӑватӑ техникипе 8 специалисчӗ вырӑна пырса ҫитнӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, пӳртрен ним те юлман темелле, кӑшӑлӗ ҫеҫ ларать. Специалистсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, килте ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулма пултарнӑ. Чӑн сӑлтава пушарпа техника экспертизи туса ирттернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ татса калайӗҫ. Унсӑр пуҫне судпа медицина экспертизи ирттерме те палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пӗр машина икӗ ачана чутах таптаса кайман. Пӑтӑрмах Коммуналлӑ слобода урамӗнче пулса иртнӗ. Ҫав самант тепӗр водителӗн авторегистраторӗ ҫине лекнӗ. «Аутлендер» автомобиль 12-мӗш шкул патӗнче светофорӑн симӗс ҫутипе каҫакан икӗ ача ҫине чутах пырса кӗмен. Кроссовер светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнмасӑр малалла вӗҫтернӗ. Темле майпа вӑл тормоза пусса ӗлкӗрнӗ — машина ачасем ҫине пырса кӗрсе каяйман. Видеорегистратор «Mitsubishi Outlander» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑнта светофорӑн хӗрле ҫутине пӑхмасӑрах каҫса кайма тӑни курӑнать. Ҫав вӑхӑтра ачасем светофорӑн симӗҫ ҫутипе ним пулман пек ҫул урлӑ каҫнӑ. Ку ачасем кипкепе ҫуралнӑ тесси ҫеҫ юлать. Ахальлӗн чипер ҫӗртех шар курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Ҫӗрпӳ округӗнче паян пулӑҫ путса вилнӗ. Инкек Паваркасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. 1959 ҫулта ҫуралнӑ арҫын Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗнче пулӑ тытнӑ чухне путса вилнӗ. Ҫакна ял ҫыннисем курнӑ, унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Следовательсем инкек вырӑнне пӑхса тухнӑ. Ҫапла пӗлтерет Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Муркаш районӗнче пурӑнакан арҫынна ҫӗре ҫумкурӑк айне тунӑшӑн штрафланӑ. Кун пирки Россельхознадзорӑн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ. Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫав арҫыннӑн 47,76 гектар лартӑк ҫӗр пур иккен. Ӑна ял хуҫалӑх тӗллевӗпе усӑ курмалла. Апла пулсан, ун ҫинче ял хуҫалӑх культурине туса илмелле. Анчах хуҫа ҫӗрпе усӑ курмасть иккен. Сухаламан, вӑхӑтра ҫулса тирпейлемен ҫӗр часах хытхура тата йывӑҫ-тӗм хунавӗ айне пулать. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ҫӗр хуҫине Россельхознадзор управленийӗ ҫӗре тивӗҫлипе уса курмалли пирки асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Ҫӗре кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле пулнӑ. Анчах унӑн хуҫи каланине итлемен. Халӗ ку ӗҫе суд пӑхса тухнӑ та ҫӗр хуҫине штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар округӗнчи Ишек ялӗ патӗнче хӗрарӑм вилнӗ: ӑна икӗ машина ҫапса кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, каҫхи 6 сехетре хӗрарӑм «зебра» тӑрӑх каҫма тӑнӑ. Ҫавӑн чухне ӑна «Киа Спортейдж» машина, Ҫӗмӗрле хули енчен Шупашкар еннелле каяканскер, сулахай тӗкӗрпе лекнӗ. Руль умӗнче 1970 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм ҫул ҫине ӳкнӗ те «Лада Приора» айне лекнӗ. Унта руль умӗнче 2001 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пулнӑ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене пула васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ. Вӑл кам иккенне тӳрех палӑртайман, вӑл 65-70 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://vk.ru/wall-43618728_6039770 видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Казахстан президенчӗ оборона министрне отставкӑна янӑ. Кун пек йышӑнӑва Касым-Жомарт Токаев алӑ пуснӑ. Асӑннӑ ҫӗршывӑн оборона министрне Даурен Косанова Каспи тинӗсӗнчи пӑтӑрмах хыҫҫӑн отставкӑна яма йышӑннӑ. Каспи тинӗсӗнчи Ҫарпа тинӗс вӑйӗсен вӗренӗвӗ вӑхӑтӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Ҫавӑн чухне ҫанталӑк кӗтмен ҫӗртен япӑхнӑ, 14 ҫар ҫынни вилнӗ. Ведомство пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларса янипе пӗрлех Оборона министерствинчи пысӑк должноҫре ларнӑ пилӗк ҫынна тытса чарнӑ. Сӑмах май каласан, Казахстан президенчӗ 1953 ҫулта Алма-Ата (халӗ Алматы) хулинче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ – Кемель Токаев (1923-1986), Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин участникӗ, казах литературинче детективпа приключени жанрне пуҫарса янӑ. Амӑшӗ – Турар Шабарбаева (1931-2000), Алма-Атари ют чӗлхесен педагогика институтӗнче ӗҫленӗ. К.К. Токаев 1975 ҫулта Мускаври халӑхсем хушшинчи патшалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Паян Елчӗк районӗнчи пӗр ялта пушар тухнӑ. Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Тӑрӑм ялӗнче мунча тата пӳрт ҫунать. Малтан пушар мунчара тухнӑ, кайран вут-ҫулӑм пӳрте тата хуралтӑсене ярса илнӗ. Пушара 1-БИС текен ранг панӑ. Пушара сӳнтерме пушарпа кӗрешекенсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем пушар тухнӑ ҫуртпа юнашар пӳрте вут-ҫулӑмран сыхласа хӑварма пултарнӑ. Инкекре ҫынсем пиҫсе кайса е сӗрӗмпе наркӑмӑшланса шар курман. Пушар мӗнрен тухнине специалистсем палӑртӗҫ. Пушара пула шар курнине укҫа ҫине куҫарса хакласан, вӑл кил хуҫисене калама ҫук пысӑк хуйхӑ илсе ҫитернине тавҫӑрма йывӑр мар. «Вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть», — тесе ваттисем ахальтен каламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри пӗр студент хӑйӗн банк карттисене ют ҫынсене панӑ. Республикӑри вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗринче ӑс пухакан 19 ҫулти каччӑ банк карттисене ют ҫынсене 8500 тенкӗпе сутса янӑ. Асӑннӑ карттӑсем пулӑшнипе ултавҫӑсем Чулхула арҫыннине 2 миллион тенкӗлӗх улталанӑ. Пуҫиле шырав ӗҫӗн ӗҫченӗсем банк карттисен хуҫине, Чӑваш Енри студента, тупса палӑртнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 187-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку вӑл укҫана саккуна пӑсса куҫарнишӗн тенине пӗлтерет. Шупашкарти каччӑна 3 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ. Пӗр енчен, пӗчӗк ача та мар пек, банк карттине ҫынна сутса лармалла маррине ӑнланмалла пек. Ун пирки йӗрке хуралҫисем те час-часах асӑрхаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
