
Ӗнер Шупашкар хулинче сӗмсӗр пӗр водитель ҫулпа пыракан тепӗр водителе кӳрентерсе пӗтернӗ. Ку видео халӑх тетелӗнчи пабликсенче хӑвӑрт сарӑлнӑччӗ.
«Фольскваген» машинӑпа пыракан водитель кинологи службин водительне усал сӑмахпа кӳрентерет. Хӑй вӑл вырӑсла калаҫанҫи тӑвать-ха. Пӗрмай «Чо нарушаю? Чо» текелесе кӑшкӑрать, машинӑпа ҫӳреме пӗлместӗн тесе калать.
Усал сӑмахпа перкелешнӗ водителе пакунлисем часах тупса палӑртнӑ, ӑна полици уйрӑмне илсе кайнӑ.
«Volkswagen Touareg» рулӗ умӗнче 30 ҫулти арҫын ларса пынӑ. Полици уйрӑмӗнче арҫын усал сӑмаха калаҫма тӑман, кинологи службин водителӗнчен каҫару ыйтма та хатӗр тесе юптарма пуҫланӑ.
Водителе машина чӳречине тонировка туса хунӑшӑн та явап тыттарӗҫ.

Патӑрьел районӗнче пурӑнакан пӗр ҫамрӑк полицейские ҫӗҫӗпе хирӗҫ тӑнӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пулса иртнӗ.
24 ҫулти ӳсӗр каччӑ хӑйӗн килӗнче. верандӑра пулнӑ. Унта мӗншен йӗрке хуралҫисем пырса кӗнине республика прокуратури кӗске хыпарӗнче каламан. Каччӑ пакунлине хирӗҫ ҫӗҫӗпе тӑнӑ. Ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.
Сӑмах май каласан, ӳсӗр каччӑ ним те туса ӗлкӗреймен.
Вӑл унччен те судпа айӑпланнӑскер пулнине кура (унччен ӑна ҫул ҫинчи пӑтӑрмаха пула явап тыттарнӑ иккен) тӗрмене хупса хумасӑр 1 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтармалла тунӑ. Унсӑр пуҫне унӑн 230 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Водитель правине вара ҫулталӑк та 3 уйӑх та 6 кунлӑха туртса илмелле тунӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Шупашкар—Сурски» ҫул хӗрринче 82 ҫулти мучи транспорт кӗтсе пӗр сехет ытла тӑнӑ. Анчах пӗр машина та чарӑнман.
Шӑнса кӳтнӗ мучие патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхен инспекторӗсем асӑрханӑ. Вӗсем ним пулман пек вӗҫтерсе иртсе кайман, мучи тӗлӗнче чарӑннӑ.
Ватӑ ҫын чарӑнура пӗр сехет ытла тӑнине пӗлтернӗ. Пакунлисем ӑна килне леҫсе янӑ. Ватӑ ҫын вӗсене пӗтӗм чунтан тав тунӑ.
