|
Пӑтӑрмахсем
![]() Эмир Бедертдинов министр страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти районсем хушшинчи ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен прокуратура Куславкка районӗнчи ҫутҫанталӑк заказникӗнче пӳрт тата мунча туса лартнине асӑрханӑ. Йыӑҫ пӳртпе мунча хуҫи ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унта вӑл вӗлле хурчӗ ӗрчетес тенӗ-мӗн. Анчах унӑн ҫавӑн пек тума ирӗк паракан нимле хут та пулман. Судра арҫын мунчапа пӳрте саккун ыйтнӑ пек регистрацилесшӗн тесе ӗнентерме пӑхнӑ-ха. Регион пӗлтерӗшлӗ ҫав заказник хуҫи — вырӑнти муниципалитет. Саккуна пӑсса хӑпартса лартнӑ ҫурт-йӗре ҫулталӑк хушшинче сӳтмелле. Ҫакӑн пек йышӑннӑ вырӑнти суд прокуратура тавӑҫне пӑхса тухнӑ май. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() alatr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Нина Шпилевая 1962 ҫулта Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ. 2004 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнчен, 2008 ҫулта Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗренсе тухнӑ. Вӑл — «Пӗрлехи Раҫҫей» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ. Чылай ҫул Улатӑр районӗн администрацийӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна район администрацине ертсе пыма шаннӑ, 2022 ҫулта — Улатӑр муниципалитет округне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ханты-Манси автономи округӗнчи Нягань Шупашкарти арҫынна тытса чарнӑ. 33 ҫулти водителе патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем сулахаялла пӑрӑнмалли ҫутта ҫутманран чарас тенӗ. Анчах водитель тимсӗр пулни вӑл ӳсӗр пулнипе те ҫыхӑннӑ иккен. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче вӑл эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн руль умне ларса тухни сиеле тухнӑ. Явап тытас килменрен арҫын укҫа сӗнме пуҫланӑ. Малтан — 50 пин тенкӗ, кайран — 150 пин тенкӗ. Халӗ вара арҫынна водитель прависӗр хӑварнипех ҫырлахмӗҫ, сӗтев пама тӑнӑшӑн та унӑн явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫанталӑк кӑшт ӑшӑтсанах ҫынсем юханшывсемпе кӳлӗ-пӗве хӗрне васкаҫҫӗ. Шыва кӗмелли ятарласа палӑртнӑ вырӑнсене ҫеҫ мар, ун пек тума юраман ҫӗре те. Анчах шыв хумханнипе пӑхса киленнипех ҫырлахас килмест, ишес килет. Шыва кӗме юраман вырӑнсенче ишсен явап тыттараҫҫӗ. Ӗнер, сӑмахран, Шупашкарти Мускав ҫыранӗн хӗрринче рейд ирттернӗ. Йышра Инкеклӗ ӗҫсен министерствин, ҫӑлав службин тата право хуралӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Вӗсем ҫынсене ку вырӑнта шыва кӗме юраманни пирки ӑнлантарса панӑ. Йӗркене пӑсакан 4 ҫын телӗшпе протокол ҫырнӑ, вӗсене штраф тӳлеттерӗҫ. Унӑн виҫи 1 пин тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Етӗрне районӗнче ватӑ ҫын шыва путса вилнӗ. Инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Вилене водолазсем Сӑр юханшывӗнчен туртса кӑларнӑ. 75 ҫулти арҫын тусӗпе Сӑр хӗрринче, Етӗрнерен инҫех мар вырӑнта, каннӑ. Ҫавӑн чухне вӑл шыва кӗме шутланӑ. Анчах ишнӗ вӑхӑтра вӑл путнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ. Те ал-ури туртса лартнӑ ӗнтӗ унӑн, анчах шыва кӗрес тени синкерпе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Ҫулланнӑ хӗрарӑм виллине Апаш ялӗн айккинче курнӑ. Ӑна пӗр ял ҫынниех вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вилене ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, асӑрханӑ. Усал ӗҫ тунӑ тесе шанманран ҫав ялти пӗр ҫынна тытса чарнӑ ӗнтӗ. Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем халӗ ку пӑтӑрмаха малалла тӗпчеҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ экспертиза туса ирттерме палӑртнӑ. Арҫын мӗншӗн ун пек усал шухӑш тытнине РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнчи хыпарта пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Канаш округӗнчи Уҫырма ялӗнче 15 ҫулти арҫын ача кӑмака хутма тӑрсан пиҫсе кайнӑ. Ку инкек мунча хутма тӑрсан пулнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑрла арҫын ача кӑмакана чӗртнӗ чухне газ хатӗрӗпе усӑ курнӑ. Анчах вӑл тӑрук аллинчех ҫунма пуҫланӑ. Кайран ҫулӑм урайне, стена ҫине куҫнӑ. Юрать-ха, арҫын ача урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Анчах, шел те, хӑй пиҫсе кайнӑ. Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. Вӗсем 30 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ ҫулӑма сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 6 ҫӑлавҫӑ тата 2 техника хутшӑннӑ. Ҫулӑм мунчан тӑррине тата шалти отделкине сиенлетнӗ. Арҫын ачана вара пульницӑна илсе ҫитернӗ. Палӑртса хӑварар: пӗр талӑкра ҫӑлавҫӑсем 7 пушар сӳнтернӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара республикӑра 585 пушар пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян Чӑваш Енре шыв ҫинче инкек пулнӑ. Улатӑр округӗнче 14 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл тусӗсемпе пӗрле Ахматово ялӗнчен инҫех мар Улатӑр юханшывӗнче шыва кӗнӗ. Тахӑш самантра арҫын ача шывпа чыхӑнса кайнӑ та тӑрук путнӑ. Шел те, юлташӗсем ӑна пулӑшайман. Унӑн виллине водолаз тупса ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхаттарать: ачасене шыв хӗррине аслисемсӗр ямалла мар. Палӑртса хӑварар: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра шыв-шур ҫинче пулнӑ пӗрремӗш инкек ку. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти хӗрарӑм пенсие ҫӗнӗрен шутласа парӗҫ те вӑл ӳсӗ тесе шухӑшланӑран шар курнӑ. Урай ҫӑваканта ӗҫлекен ҫав хӗрарӑм патне Пенси фондӗнчен текенсем шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ӑна ҫӗртме уйӑхӗнчен пенси укҫи ӳсмелле, ӑна ҫӗнӗрен шутласа паччӑр тесен фонда пымалла тесе каланӑ. Черетре тӑрас темесен электронлӑ черете ҫырӑнма май пуррине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм ҫакна илтсен савӑннӑ, ҫырӑнас тенӗ. Ҫырӑнма вара унран смспа ярса панӑ кода ыйтнӑ. Ун хыҫҫӑн ун патне такам тесе те шӑнкӑравлама тапранса кайнӑ: Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинчен, банкран, патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнчен. Хайхисем хӗрарӑма пухса пынӑ укҫана илсе йӗрке хуралҫине пама хушнӑ, вӑл вара пӳрне йӗрри юлнине тӗрӗслӗ тесе ӗнентернӗ. Хӗрарӑм хӑй пухса пынӑ 2 миллион тенке ултавҫӑсене тыттарса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://max.ru/c/-72706187021640/AZ6vxu5FcnQ сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти ВНИИР завод паян сиенленнӗ. Паян ирхине, пилӗк сехет тӗлӗнче, сиренӑсем ӗҫлесе кайрӗҫ, вӗсем ракета хӑрушлӑхӗ пирки асӑрхаттарчӗҫ. Шел пулин те, ракета пирӗн республикӑна вӗҫсе ҫитнӗ. Вӑл Шупашкарти ВНИИР завода сиенленӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, ҫынсем те шар курнӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 57-мӗш вӑтам шкулта тухтӑрсемпе медиксен бригадисем ӗҫлеҫҫӗ. Хулара пӑтӑрмах пирки пӗлтерме хӗрӳ лини те уҫнӑ. Унӑн номерӗ 23-50-76. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
