Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
Ҫӑлав служби тунӑ сӑн
Ҫӑлав служби тунӑ сӑн

Атӑл юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче, Сӗнтӗрвӑрри хулине хирӗҫле, тепӗр инкек пулнӑ – пулӑҫ путса вилнӗ.

1965 ҫулта ҫуралнӑ арҫын путса вилни пирки Мари Элти Звенигово районӗнчи авари-ҫӑлав службин МАСС ушкӑнне ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 10 сехет те 13 минутра пӗлтернӗ. Вырӑна Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем те ҫитнӗ. Пирӗн республика ҫӑлавҫисем эхолот пулӑшнипе арҫын путма пултарнӑ вырӑна тӗрӗсленӗ. Унтан Звенигово районӗнчи водолаз вилене тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, ӑна Чӑваш Ен транспорт полицине панӑ.

Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче Атӑлта 10 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл ишме пӗлмен, юраман вырӑнта шыва кӗнӗ те каялла тухайман. Ача Атӑл хӗррине юлташӗпе килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Вӑрмар округӗнче питбайкер аварире вилнӗ. Ку инкек ӗнер «Энӗш – Урнар – Саруй» ҫул ҫинче ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 5 минутра, пулнӑ.

31 ҫулти арҫын питбайкпа ҫулпа пынӑ чухне ҫаврӑнса ӳкнӗ. Вӑл шлемсӑр пулни паллӑ. Йывӑр аманнӑ арҫынна Канаш районӗн пульницине илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, вӑл каярахпа, 17 сехет ҫурӑра, унта тӑна кӗмесӗрех вилнӗ.

Арҫын ун чухне урӑ е ӳсӗр пулнӑ-и – хальлӗхе паллӑ мар. Ҫакна химипе токсикологи тӗпчевӗ палӑртӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче Атӑлта 10 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ.

Инкек каҫ кӳлӗм хула ҫывӑхӗнче пулнӑ. 2016 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ачан виллине водолаз-ҫӑлавҫӑ тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ, инкек сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.

Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи Ахматово ялӗ ҫывӑхӗнче Улатӑр юханшывӗнче 14 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл тусӗсемпе шыва кӗнӗ. Тахӑш самантра шывпа чыхӑнса кайнӑ та путнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Муркаш районӗнчи Ятман ялӗнче икӗ арҫын ятлаҫнӑ. Тытӑҫса-ҫапӑҫса мар, сӑмахпа. Икӗ кӳршӗ тем пайлайман-ҫке, ҫамрӑкки аслине тӗрлӗ сӑмахпа кӳрентерсе пӗтернӗ.

58 ҫулти арҫын хытах пӑшӑрханнӑ, каланине йывӑра илнӗ. Кун пирки вӑл прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем лингвистика экспертизи ирттерсех хак панӑ. Экспертсем те ун пек сӑмах ҫынна кӳрентернине палӑртнӑ.

Ҫапла вара ӗҫ-пуҫ суда ҫитнӗ. 34 ҫулти арҫынна административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Миравай судья ӑна 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Ҫынна кӳрентерни суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр район судне ҫитнӗ, анчах унти те йышӑнӑва вӑйрах хӑварнӑ.

Унсӑр пуҫне прокуратура ҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци шыраса илме тавӑҫ хатӗрленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
 Эмир Бедертдинов министр страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Эмир Бедертдинов министр страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти районсем хушшинчи ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен прокуратура Куславкка районӗнчи ҫутҫанталӑк заказникӗнче пӳрт тата мунча туса лартнине асӑрханӑ. Йыӑҫ пӳртпе мунча хуҫи ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унта вӑл вӗлле хурчӗ ӗрчетес тенӗ-мӗн. Анчах унӑн ҫавӑн пек тума ирӗк паракан нимле хут та пулман.

Судра арҫын мунчапа пӳрте саккун ыйтнӑ пек регистрацилесшӗн тесе ӗнентерме пӑхнӑ-ха.

Регион пӗлтерӗшлӗ ҫав заказник хуҫи — вырӑнти муниципалитет.

Саккуна пӑсса хӑпартса лартнӑ ҫурт-йӗре ҫулталӑк хушшинче сӳтмелле. Ҫакӑн пек йышӑннӑ вырӑнти суд прокуратура тавӑҫне пӑхса тухнӑ май.

 

Пӑтӑрмахсем
alatr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
alatr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Нина Шпилевая 1962 ҫулта Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ. 2004 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнчен, 2008 ҫулта Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗренсе тухнӑ.

Вӑл — «Пӗрлехи Раҫҫей» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ. Чылай ҫул Улатӑр районӗн администрацийӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна район администрацине ертсе пыма шаннӑ, 2022 ҫулта — Улатӑр муниципалитет округне.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ7VKBQSS10
 

Пӑтӑрмахсем

Ханты-Манси автономи округӗнчи Нягань Шупашкарти арҫынна тытса чарнӑ. 33 ҫулти водителе патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем сулахаялла пӑрӑнмалли ҫутта ҫутманран чарас тенӗ. Анчах водитель тимсӗр пулни вӑл ӳсӗр пулнипе те ҫыхӑннӑ иккен. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче вӑл эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн руль умне ларса тухни сиеле тухнӑ.

Явап тытас килменрен арҫын укҫа сӗнме пуҫланӑ. Малтан — 50 пин тенкӗ, кайран — 150 пин тенкӗ.

Халӗ вара арҫынна водитель прависӗр хӑварнипех ҫырлахмӗҫ, сӗтев пама тӑнӑшӑн та унӑн явап тытма тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ7Ug7rmbBE
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫанталӑк кӑшт ӑшӑтсанах ҫынсем юханшывсемпе кӳлӗ-пӗве хӗрне васкаҫҫӗ. Шыва кӗмелли ятарласа палӑртнӑ вырӑнсене ҫеҫ мар, ун пек тума юраман ҫӗре те. Анчах шыв хумханнипе пӑхса киленнипех ҫырлахас килмест, ишес килет.

Шыва кӗме юраман вырӑнсенче ишсен явап тыттараҫҫӗ. Ӗнер, сӑмахран, Шупашкарти Мускав ҫыранӗн хӗрринче рейд ирттернӗ. Йышра Инкеклӗ ӗҫсен министерствин, ҫӑлав службин тата право хуралӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Вӗсем ҫынсене ку вырӑнта шыва кӗме юраманни пирки ӑнлантарса панӑ.

Йӗркене пӑсакан 4 ҫын телӗшпе протокол ҫырнӑ, вӗсене штраф тӳлеттерӗҫ. Унӑн виҫи 1 пин тенкӗпе танлашать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-203482571_2851
 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрне районӗнче ватӑ ҫын шыва путса вилнӗ. Инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Вилене водолазсем Сӑр юханшывӗнчен туртса кӑларнӑ.

75 ҫулти арҫын тусӗпе Сӑр хӗрринче, Етӗрнерен инҫех мар вырӑнта, каннӑ. Ҫавӑн чухне вӑл шыва кӗме шутланӑ. Анчах ишнӗ вӑхӑтра вӑл путнӑ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ. Те ал-ури туртса лартнӑ ӗнтӗ унӑн, анчах шыва кӗрес тени синкерпе вӗҫленнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Ҫулланнӑ хӗрарӑм виллине Апаш ялӗн айккинче курнӑ. Ӑна пӗр ял ҫынниех вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Вилене ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, асӑрханӑ. Усал ӗҫ тунӑ тесе шанманран ҫав ялти пӗр ҫынна тытса чарнӑ ӗнтӗ. Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Тӗпчевҫӗсем халӗ ку пӑтӑрмаха малалла тӗпчеҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ экспертиза туса ирттерме палӑртнӑ. Арҫын мӗншӗн ун пек усал шухӑш тытнине РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнчи хыпарта пӗлтермен.

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, ...469
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑватӑр, анчах хӑвӑра алӑра тытмалла. Ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнма, пухӑннӑ ыйтусене татса пама вӑхӑт. Ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне ӑнланманлӑхсем пулма пултарӗҫ — чӑтӑмлӑ пулӑр. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене кая хӑвармалла мар.

Чӳк, 10

1896
130
Андреев Алексей Петрович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1969
57
Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1977
49
Ягупова Ирина Николаевна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем