Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче «ВАЗ-2107» автомашина малтан «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ, унтан — хирӗҫ килекен «Грантӑпа». Нихӑҫан та водитель прави пулман, анчах ӳсӗрле руль умне пӗрре ҫеҫ мар ларнӑ 28 ҫулти арҫын йывӑр суранланнӑ.

«Гранта» автомбилӗн 36 ҫулти водителӗпе «Калина» машинӑри 40 ҫулти пассажира та тухтӑр пулӑшӑве кирлӗ пулса тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Паян Шупашкарта Шумилов урамӗнчи 15-мӗш ҫуртри 3-мӗш хутри хваттерти чӳречерен 3 ҫулти хӗрача ӳкнӗ. Вӑл аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Ку инкек 14 сехет иртсен пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ачан амӑшӗ кӳршӗ пӳлӗмре ҫывӑрнӑ.

Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ тӗрӗслев ирттерет. Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури те тӗрӗслесе тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен преподаватель тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Университетри преподаватель 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче стуеднтарн 20 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Студентӑн академи парӑмӗ пулнӑ. Укҫа илсен вӑл парӑма каҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн студента зачетпа экзаменсем тытма ирӗк панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче пурӑнакан икӗ хӗрарӑм вак-тӗвеке пула хирӗҫсе кайнӑ. Кӳршӗсем телефон урлӑ ҫыру ҫӳретсе те пӗр-пӗринпе тавлашнӑ. Ҫавӑн чухне пӗри теприн тӗлӗшпе кӳренмелле сӑмахсем ҫырса тултарнӑ.

61 ҫулти хӗрарӑм хӑйне хӳтӗлес тӗллевпе лингвистика экспертизи ирттернӗ.

Халӗ суд тепӗр ҫынна ним мар кӳрентерсе пӗтернӗ кӳршӗрен 6 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫулпа пынӑ чухне пӗр трактора асӑрханӑ.

Анатри Кушмара ялӗнче экипажа хирӗҫ мини-трактор сиксе тухнӑ. Ҫивӗч куҫлӑ инспекторсем тракторист хӗрӗнкине тӳрех сиснӗ.

Чӑнкасси ялӗнче пурӑнакан 63 ҫудлти арҫын ике ҫул каялла хӗрӗнкӗ пуҫпа пӗрре ҫакланнӑ-мӗн, халӗ вӑл каллех ӗҫне пуҫпа руль умнк ларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121/6760 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121/6760 сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарта 16 сехет те 45 минутра, васкалӑ пулӑшу машини велосипедпа ярӑнакан ачана амантнӑ.

Ачса тротуарпа ярӑнса пынӑ иккен. Хулари 1-мӗш клиника пульницин территорине кӗрекен тухтӑрсен машини ачана пырса лектернӗ. 6-мӗш класра вӗренекен ача чӗркуҫҫине ыраттарнӑ, ӳтне чӗрсе янӑ. Арсын ачана ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/6760
 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкартан Чулхулана кайма тухнӑ автобус паян инкеке лекнӗ. Транспортра экскурсие кайма тухнӑ шкул ачисем ларса пынӑ. Автобус Чулхулана ҫитеспе умри ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ.

Ачасене вӑхӑтлӑха ҫывӑхри шкула вырнаҫтарнӑ. Унтан вӗсене Шупашкара илсе килнӗ. Ачасем шар курман.

Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, машинӑсем те ытлашши шар курман.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти пӗр ҫемьере ашшӗпе хӗре хушшинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. 21 ҫулти хӗрне ашшӗ мӑйӗнчен ярса илнӗ, пӑвма пуҫланӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ.

Хӗр чӑнах та хӑраса ӳкнӗ. Пӑтӑрмах пирки вӑл йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.

Полицийскисем 52 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 119-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрача пирки халӑх тетелӗнчи страницӑра пӗри кӳренмелле тата суя сӑмах саракан пост вырнаҫтарнӑ. Полицирен шкул администрацийӗ пулӑшу ыйтнӑ.

Пост авторӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 44 ҫулти арҫын пулнӑ иккен. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 128.1-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗс пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Уйкас Хачӑк ялӗнче пӗрисен гаражӗнчи мотоцикл ҫухална. Кун пирки кил хуҫи хӗрарӑме йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.

Икӗ урапаллӑ транспорт хуҫи хӗрарӑмӑн ывӑлӗ пулнӑ. 200 пин тенкӗ тӑракан мотоцикла пакунлисем уйра тупнӑ. Йӗрке хуралҫисен овчарки вара Алексей Васильев кинолога тата тӗпчевпе оперативлӑ служба ӗҫченӗсене ялти пӗр арҫын килне ертсе кайнӑ.

Судпа унччен айӑпланнӑ 30 ҫулти арҫын гаража ҫивиттинчен аннӑ иккен. Мотоциклта бензин пӗтиччен ярӑнса ҫӳренӗ те кайран транспорта хирте пӑрахса хӑварнӑ.

Арҫын тӗлӗшпе халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, [27], 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, ...434
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне, пӗтӗмӗшле илсен, лӑпкӑ иртӗ. Анчах ҫавна май эсир сыхлӑха ҫухатма пултаратӑр. Тунтикун уйрӑмах тимлӗ пулӑр, хӑвӑра улталама ан парӑр. Ытларикун вак-тӗвеке те сӑнӑр. Эрне варринче туссене кивҫен ан парӑр — туссене те, укҫана та ҫухатма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри ҫӗнӗ пӗлӳ илме ӑнӑҫлӑ.

Раштав, 13

1932
93
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график ҫуралнӑ.
1933
92
Иванова Нина Ивановна, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Пряников Виссарион Семенович, радиотехника инженерӗ, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Петров Александр Петрович, парти ӗҫченӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та