Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 13 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Хӗрача 19 сехетре хулари Парк урамӗнчи 35-мӗш ҫурт тӗлӗнче ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнпа ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Датсун» автомобиль пырса кӗнӗ. Унтан хӗрача «Лада Калина» машина ҫине сулӑнса кайнӑ. Пуҫне суранлатнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫӑмӑл автомашинӑсен водителӗсене тӗрӗсленӗ те вӗсем урах пулни палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян 9 сехет те 35 минутра Муркаш муниципаллӑ округӗнче Юнкӑпуҫпа Москакасси ялӗсен хушшинче йывӑр тиевлӗ машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗлепи облаҫӗнчи 58 ҫулти водитель «Шевроле крузпа» пынӑ чухне транспорта итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Форд» фургонпа ҫапӑннӑ. Грузовик ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ҫӑмӑл машинӑра пулнӑ арҫын тата икӗ хӗрарӑм аманнӑ. Пӗр хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян Шупашкарти Павлов мичман урамӗнчи 60-мӗш ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пушар тухнӑ. Унта диван ҫуннӑ. Шел те, инкекре пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Подъездра ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ҫалавҫӑсем пилӗк ҫынна урама тухма пулӑшнӑ. Халӗ пушар мӗнле майпа тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 15 сехет те 25 минутра Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Ыхракасси ялӗ ҫывӑхӗнче «Ниссан Альмера» тата «Киа Оптима» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» водителӗ, 23-ри арҫын, руле итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта тепӗр иномаркӑпа ҫапӑннӑ. «Киа» машинӑра пулнӑ 17 ҫулти хӗр аманнӑ. Ӑна медпулӑшу парсан киле янӑ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
club-bochka.ru сӑнӳкерчӗкӗ Арҫынсен пӗр ушкӑнӗ Ҫӗнӗ ҫула саунӑра хӗрарӑмсемпе кӗтсе илме ӗмӗтленнӗ. Унта вӗсем укҫалла ар ҫыхӑнӑвне кӗме килӗшекен хӗрарӑмсене чӗнсе илме палӑртнӑ. Анчах лешсем килмен. Тепӗр кунне арҫынсенчен пӗрин патне палламан ҫынсем шӑнкӑравлама тытӑнса кайнӑ. Хайхисем ҫакскерне вӗсене пула сайт йӗркеллӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ тесе ӳпкеленӗ. Шупашкар ҫыннине тӑкака саплаштарма ыйтнӑ. Арҫынна ҫеҫ мар, унӑн ҫемйине те япӑх тӑвассипе хӑратнӑ. 40 ҫулти арҫын 2,5 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа куҫарса панӑ. Анчах ун хыҫҫӑн та ӑна хӑратма пӑрахман. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
u-f.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр водитель пакунлисенчен тарма хӑтланса ҫутӑ юпи ҫине пырса ҫапӑннӑ. Руль умӗнче урӑ мар ҫын пынине ҫынсем асӑрханӑ. Вӗсемех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. «Лада Икс Рей» автомобиль пакунлисенчен тарма хӑтланса Коммунистсен урамӗпе Промышленность урамӗ хӗресленнӗ ҫӗрте ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. 35 ҫулти водитель ӳсӗр пулнӑ. 2022 ҫулта унӑн водитель правине туртса илнӗ, апла пулин те вӑл руль умне пӗрех ларнӑ. Арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем ҫеҫ мар, пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче, 23 сехетре Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Кушар Юнтапа ялӗнче пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Ҫав самантра пӳртре 10 ҫын пулнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ - ачасем. Вӗсем пушар вӑхӑтӗнче урама хӑйсем тӗллӗнех тухнӑ, анчах пиҫсе кайнӑ. Шупашкара Республикӑри клиника пульницине 9 ҫынна илсе ҫитернӗ: виҫӗ ачана, виҫӗ хӗрарӑма тата виҫӗ арҫынна. Ҫулӑм 190 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Хуралта таврашӗ те сиенленнӗ. Пушара виҫӗ техникӑпа пӗр сехетре сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхи 11 сехетре Пӑрачкав ҫывӑхӗнче, Улатӑр енчен килнӗ ҫӗрте, астобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Автобус Чулхуларан Тольятти хулине кайма тухнӑ. ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель ҫул пӑрӑнчӑкӗнче руле итлеттереймен, ҫул ҫинчен тухса кайса кювета чӑмнӑ. Автобус хӑяккӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ. Аварире 2 ҫын вилнӗ. 10 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. ЧР прокуратури ӑна тӗрӗслесе тӑрать. Автобусра вахтовиксем пулма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер 11 сехет тӗлнелле Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Пӑкӑян поселокӗнче агрофирма территоринче пушар тухнӑ. Сӗт цехне, пӗтӗмпе 150 тӑваткал метра, ҫулӑм ярса илнӗ. Пушара виҫӗ техникӑпа 50 минутран сӳнтернӗ. Унта цех тӑрри тата шыв ӑшӑтмалли хатӗр ҫуннӑ. Юрать-ха, ҫулӑма кӳршӗ ҫурт ҫине куҫма паман. Пушар вӑхӑтӗнче мӑйракаллӑ 50 ытла шултра выльӑха эвакуациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Канаш патӗнче «Мерседес» автомбиле пула ултӑ ҫн аманнӑ. Инкек ӗнер, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 15 сехет тӗлӗнче Канаш хулипе «Маяк» чарӑну хушшинче пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседесӑн» 30 ҫулти водителӗ хирӗҫ килмелли ҫул ҫине тухса вкайнӑ май ҫула май «УАЗ» автомобиле пырса лекнӗ, ҫӑкӑр турттаракан «ГАЗель» машинӑпа ҫапӑннӑ, ун хыҫҫӑн машинсем ҫине «Гранта» автомбиль пырса кӗнӗ. Инкекре ултӑ ҫын аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |