Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -15.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян, карлачӑн 17-мӗшӗнче 14 сехет те 25 минутра , Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче, «Яхтинг» чарӑну патӗнче, ҫамрӑк водитель студенткӑна ҫапса кайнӑ. Шел те, вилмеллех.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче ларнӑ водитель-хӗр «зебра»урлӑ каҫакан хӗр ҫине пырса кӗнӗ. 16 ҫулти студентка йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Вӑл техникумра вӗреннӗ пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
put-okt.com сайтри сӑн
put-okt.com сайтри сӑн

Вӑрмар поселокӗнче 29 ҫулти арҫын пӗлӗшне вилмеллех хӗнесе пӗтернӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ.

Вӑл пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӗсем пӗрле эрех ӗҫнӗ. Ҫапла хирӗҫсе те кайнӑ. Хӑна кил хуҫине аллипе ҫапнӑ, урипе тапнӑ. Лешӗ кӑштахран сывлама чарӑннӑ.

Арҫынна тытсп чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

КӐР
14

Пушарта вилнӗ
 Таисия Ташней | 14.01.2025 12:21 |

Пӑтӑрмахсем
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнчи пушарта пӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушар каҫхи ултӑ сехет иртсен тухнӑ. Уйрӑм ҫын пурнӑҫӗнче алхасна пушар вӑхӑтӗнче 1951 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Инкекре пӳрт тата тӗрлӗ хуралтӑ ҫунса кайнӑ.

Кӑҫалхи ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 34 пушар тухнӑ, вут-ҫулӑм 3 ҫын пурнӑҫне татнӑ, виҫҫӗн суранланнӑ, 7 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче ют ҫынпа калаҫса пурӑннӑ. Лешё хӑйӗнпе актёр тесе паллаштарнӑ. Унпа Шупашкар хӗрарӑмӗ юпа уйӑхӗнченпе ҫыру ҫӳретсе пурӑннӑ.

Арҫын ыркӑмӑллӑх ӗҫӗпе тӑрӑшатӑп тесе ӗнентернӗ, анчах укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑх сиксе тухнӑран Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи ҫуртне сутса явма тивнӗ, япаласене Раҫҫее ӑсатас шухӑшлӑ тесе каланӑ. Анчах чикӗре йывӑрлӑх сиксе тухнӑ имӗш, штраф тата патшалӑх пошлини тӳлемелле тесе ӗнентернӗ. Хӗрарам кредит илнӗ, хӑйӗн укҫине хушнӑ, пурӗ 280 пин тенке куҫарса панӑ. Лешӗ унтан тата тепӗр 365 пин тенкӗ ыйтсан хӗрарӑм ултавҫӑпа ҫыхӑну тытнине ӑнланса илнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Софья Головина блогер Челепир тӑрӑхӗнчи блогерпа судлашнӑ. Тавӑҫа вӑл асӑннӑ тӑрӑхри Арбитраж судне тӑратнӑ. Софья мобильлӗ телефонпа видеосем ӳкерме вӗрентекен тиктоксем ӳкернӗ. Ӑна миллион ҫын таран пӑхнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Катав-Ивановск хулинчи Лилиана Соколовская Шупашкар хӗрӗн тексчӗсене вӑрланӑ, ҫӑвӑн пек видеосем ӳкерсе хӑйӗн тиктокне тытса пынӑ.

Челепирти блогерӑн посчӗсене нумаях ҫын пӑхман-ха, 4 пин таран кӑна. Лилиана хӑйӗн «автор» курсне пуҫарса янӑ. Онлайн-марафоншӑн подписчиксенчен вӑл 2,5 пинрен пуҫласа 300 пин тенке таран илнӗ.

Софья Лилианӑран 200 пин тенкӗ шыраса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=301657
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн

Канаш округӗнче ӗнӗр каҫхине 30 ҫулти арҫын фура айне пулса вилнӗ.

Вӑл Елчӗк округӗнчен пулнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫхи 8 сехет тӗлӗнче арҫын «зебрӑпа» каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине фура пырса кӗнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ун чухне чарӑнура автобус тӑнӑ. Арҫын унта васкама пултарнӑ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа тӗпчет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Кӗҫӗр Комсомольскинче Тӗп урамра ҫурт ҫуннӑ. Пушар 22 сехетре пуҫланнӑ.

Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн пушарнӑйсем икӗ ҫын виллине тупнӑ. Вӗсем – амӑшӗпе ывӑлӗ. Амӑшӗ 78 ҫулта пулнӑ, ывӑлӗ – 54 ҫулта.

Пушар 72 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Аса илтерер: кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче полици ӗҫченӗсем ҫуртра пушар тухнине асӑрхаса 5 ҫынна урама илсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенчен пӗринче бухгалтера лаборант укҫине тӳлесе пурӑннӑ. Ӗҫлемесӗр укҫа илсе пурӑнаканни — Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи бухгалтер учёчӗн ертсе пыракан бухгалтерӗ. Ӑна шкулта ӗҫленӗҫи тума пулӑшаканни — пӗлӗшӗ, шкулта директорта тӑрӑшакан ҫын. Укҫана куҫарса параканни вара хайхи бухгалтер хӑй пулнӑ.

2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗччен пурӗ 1 миллион та 611 пин тенкӗ укҫа тӳленӗ.

Пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем пӗрле тупса палӑртнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче полицие «Лада Гранта» автомбиль хуҫи шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗн машини юнашар ларакан «Хендай Гетц» автомобиль ҫине пырса кӗнине асӑрханӑ .

Ҫамрӑк водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл машинӑна ӑшӑнма тесе чӗртнӗ те хӑй ҫав вӑхӑтра тусӗсемпе самантлӑха лавккана кӗнӗ.

Вырӑна пырса ҫитнӗ автоинспекторсем машина рулӗ умне Ҫӗнӗ Шупашкарти 31 ҫулти арҫын кӗрсе кӗрсе ларнӑ. Ӳсӗрскер машинӑна хускатма тӑнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.мвд.рф/
 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти гараж кооперативӗсенчен пӗринче хӗрарӑм виллине тупнӑ. 36-ри арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – унӑн упӑшки.

Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун арӑмӗпе упӑшки гаражра пулнӑ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл арӑмне кӗвӗҫнипе ӑна кӗреҫе аврипе пуҫӗнчен, кӗлеткинчен ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах тепӗртакран вилнӗ.

Тытса чарнӑ арҫын халӗ следстви изоляторӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/2800
 

Страницӑсем: 1 ... 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, [47], 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, ...439
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын