Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче пӗр мотоциклист арҫын ҫине пырса кӗнӗ. 48 ҫулти арҫын Казахстанран тӑванӗсем патне хӑнана килнӗ пулнӑ. Инкек ҫурҫӗр ҫитеспе пулса иртнӗ. Суранланнӑ арҫын васкавлӑ пулӑшу машининче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Мотоцикл хуҫи икӗ урапаллӑ транспортне пӑрахса инкек вырӑнӗнчен тарнӑ. Мотоцикла кирлӗ пек регистрацилемен пулин те унӑн унчченхи хуҫи урлӑ ҫӗнӗ хуҫана темиҫе сехет хушшинче тупса палӑртма май килнӗ. Мотоцикл рулӗ умӗнче Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи 24 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ иккен. Вӑл урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта вӑйпитти арҫын тӑххӑрти ачана ҫаратнӑ. Вӑл унӑн 750 тенкине туртса илнӗ. Преступлени кӑҫалхи кӑрлач уйӑхенчех пулса иртнӗ-ха. Халӗ вӑйпиттие явап тытарнӑ. Усал шухӑшлӑ арҫын хулари Уруков урамӗнчи лавккара пӗр ачана тавар туяннӑ хыҫҫӑн сутуҫӑ укҫа каялла панине асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑлм ача хыҫҫӑн йӗрлесе кайнӑ. Ача кӑшкӑрсан та, укҫана парасшӑн пулмасан та 750 тенке туртса илнӗ. Унпа лавккана эрех илме кайнӑ. Судпа унччен темиҫе хутчен те айӑпланнӑ 33 ҫулти арҫынна кӗҫех тытса чарнӑ. Тӑкака вӑл саплаштарнӑ-ха. Ҫапах та суд ӑна пӗр ҫул ӗҫлесе юсанмалла, ӗҫ укҫин 10 процентне патшалӑха тытса юлмалла йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи управляющи компанисем ҫынсене укҫа ытларах шутласа панӑ. Вырӑнти прокуратура ҫурт-йӗр калӑпӑшне Роскадастрпа тата управляющи организацисен сведенийӗпе танлаштарса пӑхнӑ. Управляющи компанисем ҫурт-йӗре тытса тӑнине асӑннӑ калӑпӑш тӑрӑх шутласа параҫҫӗ-ҫке. Тӗрӗслев управляющи компанисем хӑш-пӗр хваттерсен калӑпӑшне 0,1 тӑваткал метртан пуҫласа 2,4 тӑваткал метр таран ӳстерсе кӑтартнӑ иккен. Тӗрӗслев тӑрӑх надзор органӗ 5 управляющи компани пуҫлӑхӗн ячӗпе асрхаттару хучӗсем шӑрҫаланӑ. Кӑлтӑка пӗтернине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Паян Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче тӑватӑ ҫын аманнӑ. Пӑтӑрмах ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пулса иртнӗ. «Киа Церато» машина рулӗ умӗнчи 24 ҫулти ҫамрӑк ҫулӑн сылтӑм енне тухса кайса ҫул айккине чӑмнӑ. Машинӑри 5 ҫамрӑка, ҫав шутра водителе те, пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсем — 20-25 ҫулсенчи ҫамрӑксем. Вӗсенчен пӗрне килне янӑ, ыттисем тухтӑр патӗнче сипленеҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмаха лекнӗ водителе хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн административлӑ майпа кӑҫал ҫеҫ 8 хутчен явапа тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗрин телефонне вӑрланӑ. Кун пирки Таджикистанран Чӑваш Ене килнӗ 25 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Вӑл хулари Терешкова урамӗнчи кану учрежденийӗ умӗнче ют ҫынсемпе пӑтӑрмах пулса иртнине пӗлтернӗ. Ӑна лешсем хӗненӗ, кӗсйинчи телефонне вӑрттӑн кӑларса илнӗ. Йӗрке хуралҫисем 19 ҫулти каччӑна тытса чарнӑ. Вӑл Чӑваш Ене Узбекситанран килнӗ иккен. Пакунлисем ҫав каччӑ телефона вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пирӗн патра яш патентпа ӗҫленӗ. Ун тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе судра пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн каччӑна тӑван тӑрӑхне кӑларса ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() dzen.ru сайтри сӑн Ӗнер республикӑра икӗ ҫын путса вилнӗ. 16 сехет тӗлӗнче Улатӑр округӗнчи Алтышево ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере Вӑрмар округӗнчен килнӗ арҫын виллине кӑларнӑ. Вӑл 40 ҫултан иртнӗ кӑна-ха. Икӗ сехетрен Шупашкар округӗнчи Самукасси ялӗ ҫывӑхӗнче пӗвере 38 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл 38 ҫулта пулнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти тӗп пляжра 13 ҫулти хӗрача, 14-ри тата 15-ри арҫын ачасем путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() gkchs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ку пӑтӑрмах 5 кун каяллах пулнӑ-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхине Атӑлта кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кун пирки ҫӑлавҫӑсем патне ирхи 4 сехет те 25 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Кимӗ Йӑлӑм ҫывӑхӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ҫав кун икӗ байдарка ҫине ларса виҫӗ ҫын тренировкӑна тухса кайнӑ. Вӑйлӑ хум кимӗсенчен пӗрне ҫавӑрса ҫапнӑ. Шар курнисем ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравлама пултарнӑ. Республикӑн шыравпа ҫӑлав службин ҫӑлавҫисем «Беркут» мотор кимми инкек вырӑнне вӗҫтернӗ. Ҫӑлав жилечӗ тӑхӑннӑ ҫамрӑксене вӗсем ҫывӑхри кимӗ станцине илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шӑматкун Чӑваш Енре ике пушар пулнӑ. Вӗсенче икӗ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ирхи 8 сехетре Улатӑр округӗнчи Кире поселокӗнче йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашне те тӗп тунӑ. Пушарта 1956 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вилнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗрле шӑрпӑкпа асӑрханман. Тепӗр пушар Шупашкар округӗнчи Хыркассинче пулнӑ. Шел те, унта та ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ – 80 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 663 пушар пулнӑ, вӗсенче 35 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 62 ҫулти арҫынна унӑн укҫи Украинӑна кайӗ тесе хӑратнӑ. Ултавҫӑсене ӗненсе арҫын темиҫе кредит илсе 2,5 миллион ытла тенке ют ҫынсене куҫарса панӑ. Шар курнӑ ҫын патне мессенджерсенчен пӗринче СМС-ҫыру ҫитнӗ. Ӑна арҫыннӑн пуҫлӑхӗ ячӗпе ҫырнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, компанире ӗҫлекенсен даннӑйӗсем ырӑ мар шухӑшлисен аллине лекнине, ҫавна май Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ. Ултавҫӑсем сӗннипе арҫын темиҫе кредит илнӗ та ҫав укҫана паллӑ мар ҫынсене куҫарса панӑ. Ахальлӗн ҫав укҫа Украинӑна кайӗ тесе хӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Шупашкарти тӗп пляж ҫывӑхӗнче, шыва кӗме юраман вырӑнта, 14-ри тата 15 ҫулти арҫын ачасем путса вилнӗ. Вӗсем шыва кӗме хӑйсем кӑна, аслисемсӗр, килнӗ. Ҫӑлавҫӑсем патне ку хыпар 18 сехет те 45 минутра ҫитнӗ. Арҫын ачасене шыв айӗнчен часах кӑларнӑ. Анчах, шел те, тухтӑрсем вӗсене нимпе те пулӑшайман. Аса илтерер: нумаях пулмасть тӗп пляжра 13 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |