Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа ҫыру ҫӳретме тытӑнса кайнӑ. Хайхи этем хӑйӗнпе Корея арҫынни, режиссёр тесе паллаштарнӑ. Кӑштахран арҫын дипломати почти урлӑ посылка ярса панине ӗнентернӗ. Анчах ӑна илме «йывӑрлӑх» сиксе тухнӑ тесе каланӑ. Хӗрарӑма малтан таможня укҫине тӳлеме ыйтнӑ, унтан — налукшӑн. Ҫапла майпа хӗрарӑм 100 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ. Хӑйне шӑнман пӑрпа лартса янине ӑнланса илсен хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Етӗрне районӗнче рабочи тырӑ бункерӗнче сарӑмсӑр вилнӗ. Ку пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав кун ирхине арҫын бункер ӑшӗнче пулнӑ, ӑна тырӑ йышӑнма хатӗрленӗ. Ҫав вӑхӑтра аялти люк уҫӑлнӑ. Ҫавна май арҫынна тырӑ ӑшне туртса кӗрсе кайнӑ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх председателӗ бункера решеткесӗр ӗҫлеме ирӗк панӑ. Вӑл бункертан тырӑ кӑларнине те тӗрӗслесе тӑман. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн Муркаш районӗнчи Шашкар ялӗ ҫывӑхӗнчи утрав ҫинче, Атӑлта, пулӑҫ ҫухалнӑ. Ку хыпара ҫӑлавпа шырав службине утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑҫ путса вилнӗ. Утӑ уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче водолазсем арҫынна шыранӑ. Анчах, шел те, нимӗн те тупайман. Пулӑҫа малалла шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӳсӗр аҫын 12-ри ачан телефонне туртса илнӗ. Пӑтӑрмах ялта пулса иртнӗ. Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мӑн Кӑканар ялӗнче 29 ҫулти ӳсӗр арҫын 12 ҫулти хӗрача патне утса пынӑ та ӑна ҫӗҫӗпе хӑратса карас телефонне туртса илнӗ. Ҫав вӑхӑтра ача урамра пӗччен вылянӑ. Арҫынна часах йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
www.cheboksary.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Лапсар поселокӗ тӗлӗнче, «М-7» автомобиль ҫулӗ ҫинче, 4 машина инкеке ҫакланнӑ. Груз труттаракан автомобиль малта ларакан икӗ ҫӑмӑл машина тата йывӑр тиевлӗ автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Ҫӑмӑл машинӑсен водителӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртассипе ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
t.me/pro_cheby каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинчи Дементьев урамӗнче ҫапӑҫма юратакансем пурӑнаҫҫӗ иккен. Пӗтӗм урамӗпех мар-ха. Анчах ҫав урамри 1-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫавӑн пек хӑтланма юраткалаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки эпир Телеграмри каналсенчен пӗринчи хыпар тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Темиҫе арҫын малтан хирӗҫсе кайнӑ, унтан ҫапӑҫмах тытӑннӑ. Асӑннӑ ҫуртра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, унтисем кун пек харкашни унччен те пулкаланӑ. Пӑтӑрмаха асӑрханисем ҫапӑҫакан арҫынсене тӑна кӗме ыйтнӑ, лӑплантарнӑ. Йӗрке хуралҫисене никам та пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Руль умӗнче» форумри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Йӗрке хуралҫи пулса тӑрӑшнӑ арҫын руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Пӑтӑрмаха вӑл утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине ҫакланнӑ. Автомобилистсем Вӑрнар автоҫулӗ ҫинче «Субара» автомобиль ҫулпа тӳррӗн пыманнине асӑрханӑ. «М7» ҫул ҫинче, Карачура тӗлӗнче, вӑл хирӗҫ пыракан ҫул ҫинех тухса кайнӑ. Пӑтӑрмаха асӑрханӑ ҫын ҫул-йӗр инспекторӗсене пӗлтернӗ, хӑй ҫав машина хыҫҫӑн йӗрлесе пынӑ. Кӑштахран хайхи автомобиль Шупашкар районӗнчи Мӑн Кивпулӑх ялне пӑрӑнса кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл клуб умӗнчи ҫамрӑксем ҫине чутах пырса кӗмен. Ялта ҫул-йӗр инспекторӗсем водителе тытса чарнӑ. Арҫын водитель прави ҫуккине пӗлтернӗ, ун вырӑнне ШӖМ ветеранӗн удостоверенине кӑларса кӑтартнӑ. Вӑл автоинспекцире 10 ҫул ӗҫленине, ӑна никам та ним те тумассине пӗлтернӗ. «Руль умӗнче» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, кайран ҫав этем такам патне шӑнкӑравлама пуҫланӑ. Ӳсӗр водитель яваплӑхран та пӗрех пӑрӑнаймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫӗрле, 2 сехет иртсен, Тӑвай районӗнче лаша вити ҫунма пуҫланӑ. Пушар Йӑнтӑрччӑ ялӗнче пулнӑ. Шел те, ҫулӑм 500 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче вырнаҫнӑ йывӑҫ витене тӗп тунӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Улатӑрта вара Хурӑнлӑ урамӗнчи 3-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте диван ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма 5 минутран сӳнтернӗ. 26 ҫулти кил хуҫине ҫӑлма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
t.me/pro_cheby каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти йӗрке хуралҫисем ҫын ӳкерсе хӑварнӑ 5 пин укҫана илнӗ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Хӗрарӑм сӑнпа пӑхсан 50-55 ҫулсенче, 160-165 сантиметр ҫуллӗш, ҫӳҫӗ вӑрӑм, сарӑ ҫӳҫне вӗҫӗнче хура тӗспе сӑрланӑ. Хӗрарӑм шурӑ рюкзакпа пулнӑ. Хӗрарӑма палласа илекенсене йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Аса илтерер: ҫын ҫҫхатса хӑварнӑ япалана илни те вӑрлани шутланать. Ҫавӑнпа та ют пурлӑха хапсӑнма кирлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян 15 сехетре Канаш районӗнчи Шуркасси ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӑмӑл машина аварие ҫакланнӑ. Салонра ачасем те пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 33 ҫулти водитель руле итлеттереймен те кювета чӑмнӑ. Ҫавна май водитель, 33 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, тата 7 ҫулти хӗрача аманнӑ. 12-ри тата 14 ҫулти ачасене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |