Пӑтӑрмахсем
![]() 21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче хӑна ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ Чӑрӑшкасси ялӗнчи «Заимка» кану базинчи икӗ хутлӑ пура ҫурт вут-ҫулӑмра тӗпрен кӗлленнӗ. Инкек авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулнӑ. Пушара сӳнтерме вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем вут-ҫулӑм юнашарти ытти ҫурт ҫине куҫасран сыхласа хӑварма пултарнӑ.Пушар пӗр сехетрен сӳнтернӗ. Ҫынсем шар курман. Специалистсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑмакан мӑрйине тӗрӗс мар тунипе пушар тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 10 сехетре Шупашкарти предприятире бетон ҫӑрмалли хатӗрте 29 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. РФ Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вырӑна тӗплӗ тӗрӗсленӗ, ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Ӗҫри хӑрушсӑрлӑхшӑн яваплӑ ҫынсене палӑртаҫҫӗ. Тӗрӗслеве Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ӗҫченӗсене те явӑҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхи 8 сехет ҫурӑра «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри – Куславкка» ҫулӑн 33-мӗш ҫухрӑмӗнче мотоблокпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Авари Елчӗк ялӗнчен инҫех мар пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «вунтӑваттӑмӗш» машина водителӗ мотоблока хирӗҫ пырсах тӑрӑннӑ. Мотоблок рулӗ умӗнче 44-ри арҫын ларнӑ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу машининче вилнӗ. Унсӑр пуҫне 2 пассажир пулнӑ: 32 ҫулти тата 40-ри ҫынсем аманнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ҫӑмӑл машина водителӗ урӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хулинче пурӑнакан ҫамрӑк мар хӗрарӑм ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Ҫурла уйӑхӗн ҫурринче хӗрарӑм патне ют ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе Тӗп банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. «Ырӑ» ҫын хӗрарӑма такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗнни пирки «систернӗ». Улталанас мар тесен мӗн тумаллине вӗрентнӗ. 53 ҫулти хӗрарӑм кӗҫех банксене тухса чупнӑ. Икӗ банкра кивҫен илнӗ, тата онлайн мелпе кредит-карттиллӗ пулса тӑнӑ. Кредит учрежденийӗнче ӗҫлекенсене хӗрарӑм хӑйне укҫа кирлине ӗнентернӗ. 10 кунта хӗрарӑм 1 миллион тенкӗ ытлалӑх кивҫен укҫа илсе тултарнӑ, ҫавна йӑлтах ют ҫынсене куҫарса панӑ. Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне вӗҫтернӗ. пулӑшма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнче тухтӑра суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Етӗрне районӗнчи тӗп больницӑра ӗҫленӗ хирурга РФ Пуҫле кодексӗн 291.2 статйин 1-мӗш пайӗпе (пӗчӗк сӗтев илнӗшӗн), 292-мӗш статьян 1-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн) явап тыттарнӑ. Шурӑ халатлӑ ҫав ҫын 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен 2 ҫына суя больничнӑйсем туса панӑ. Суд тухтӑра сӗтев илнӗ виҫелӗх штраф хурса панӑ. Сӗтев илнӗ укҫана вара патшалӑха тавӑрса пама тивӗ. Пакунлисем тухтӑра сӗтев панисен тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви сайтри сӑн Ӗнер каҫхине Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хватукасси ялӗнчи 38 ҫулти арҫын кил хуҫалӑхӗнче улӑм ҫунса кайнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ачасем шӑрпӑкпа алхаснӑран пулнӑ. Сакӑр тюк улӑм ҫунса кайнӑ. Унтан ҫулӑм кӳршисен хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсен пушара 20 минутран сӳнтернӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1023 пушар пулнӑ. Вӗсенче 39 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен хӗрарӑмӗ пуяс тенӗ курӑнать те, анчах Forbes списокне лекеймен. Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ хӗрарӑм халӗ Ямал-Ненецк тӑрӑхӗнче пурӑнать. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑван тӑрӑха килсен вӑл мессенджерсенчен пӗринче инвестици компанине укҫа хывма май пурри ҫинчен пӗлтерӳ курнӑ. Хӗрарӑмпа «менеджре» та кӗҫех ҫыхӑннӑ. Газ организацийӗн акцине туянмалла тесе ӑнлантарнӑ хайхине. Ун валли телефонта ятарлӑ приложени вырнаҫтарма хушнӑ. Ҫавӑнта хӗрарӑм 1,1 миллион тенкӗ ытларах хывнӑ. Вӑл шутран 800 пинне кредит илнӗ. Укҫана каялла илме май ҫуккине ӑнланса илнӗ ыҫҫӑн хӗрарӑм пакунлсем патне васканӑ, вӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян 10 сехет те 10 минутра Шупашкарта Граждан урамӗнче ҫулпа пыракан манипулятор кранӗ ҫӑмӑл машина ҫине персе аннӑ. Манипулятор хӑяккӑн тӳнсе кайнӑ. Кузовӗнче пулнӑ ҫул-йӗр техники те тухса ӳкнӗ. Вӑл ҫӑмӑл машинӑран кӑшт аяккарах пулнӑ. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче хӗрарӑм пулнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу, полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Телее, хӗрарӑм аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи8 сӑн Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 11 сехетре Патӑрьелте Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ тырӑ упрамалли вырӑн ҫунма тытӑннӑ. Вӑл - тимӗрпе бетонран тунӑскер. Ҫулӑм 3 тӑваткал метр лаптӑкри электрощит хатӗрне сиен кӳнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Вӑрмар поселокӗнче Совет урамӗнче 15 ҫулти каччӑ мопедпа пынӑ чухне темӗн ҫине кӗрсе кайнӑ. Хӑй аманман. Анчах 14 ҫулти пассажир ӳкнӗ те вилмеллех аманнӑ. Мопед водителӗ вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Анчах ӑна йӗрке хуралҫисем часах тытса чарнӑ. Аслисем пур чухне унран ку инкек пирки тӗпчесе пӗлнӗ. Ҫакӑ паллӑ: ҫамрӑксем иккӗшӗ те мотошлемсӑр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |