Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫӗрле «Ҫӗрпӳ – Красноармейски» ҫул ҫинче, Ҫамрӑксен поселокӗ ҫывӑхӗнче, Красноармейски районӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Борис Клементьев аварие лекнине, унта 20 ҫулти водитель вилнине пӗлтернӗччӗ.

Клементьев хӑй те суранланнӑ, пульницӑна лекнӗ. Унта анализ илнӗ, вӑл руль умне ӳсӗрле ларни палӑрнӑ.

Паян вара пульницӑран хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ: 55 ҫулти Борис Клементьевӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 8 сехет ҫитеспе Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 83-мӗш ҫурт тӗлӗнче 9 ҫулти ача инкеке лекнӗ.

Ача ҫав вӑхӑтра светофорӑн ирӗк паракан ҫутипе ҫул урлӑ каҫнӑ. Самокатпа пыраканскер ҫине «Лада Икс-рей» автомобиль пырса кӗнӗ. Вӑл та светофорӑн ирӗк паракан ҫутипе пӑрӑннӑ.

Ачана тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти арҫын ултавҫӑсене ӗненсе машинине сутса янӑ, унсӑр пуҫне вӑл пухса пынӑ укҫана ҫеҫ мар, ҫынтан кивҫен илсех такамсене куҫарса панӑ. Ҫапла вара вӑл 3 миллион та 400 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Унччен хайхипе ултавҫӑсем икӗ эрне ытла ьтелефонпа калаҫса пурӑнна. Вӗсем хӑйсене Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тесе те паллаштарнӑ, Тӗп банкра ӗҫлетпӗр тесе те ӗнентернӗ. Вӗсем ӑна Украинӑна укҫа куҫарса панӑ тесе хӑратнӑ. Ҫавӑнтан пуҫланса кайнӑ та пӑтӑрмах.

 

Пӑтӑрмахсем
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 15 сехет ҫитеспе Шӑмӑршӑри вӑрман хуҫалӑхӗнче пушар тухнӑ.

Вут-ҫулӑма сӳнтерме 2 автоцистерна, 1 МЛПК, плуг ҫакнӑ 2 трактор тухса кайнӑ. Вут-ҫулӑм 1,1 гектар ҫинче алхаснӑ.

Пушарпа кӗрешме 15 сехет те 10 минутра тытӑннӑ, 15 сехет те 42 минутра сӳнтернӗ. 16 сехет те 30 минут тӗлне мӗнпур ӗҫе вӗҫленӗ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑҫа аҫа ҫапнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта 38 ҫулти хӗрарӑма Мари Элтан килнӗ арҫын таптаса кайнӑ.

Инкек Университет урамӗнче 13 сехет 40 минутра пулса иртнӗ.

Ҫуран каҫакансене иртмелли ҫулпа каҫакан 38 ҫулти хӗрарӑма Мари Элтан килнӗ 52 ҫуоти арҫын «Лада Калина» машинӑпа пырса кӗнӗ.

Шар курнӑ хӗрарӑма тухтӑрсем пулӑшнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗн гериатрне Нина Сидоровӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Нина Сидорова — аслӑ категориллӗ тухтӑр. Вӑл госпитальте терапи уйрӑмӗнче ӗҫлет, Республикӑн гериатри центрне ертсе пырать.

«Ватлӑхри чир-чӗр тесе лӑпланса лармалла мар, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтмалла», — тет республикӑра гериатри службине пуҫарса яраканӗсенчен пӗри пулнӑ тухтӑр. Медицинӑри унӑн стажӗ 36 ҫул ытла.

 

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 21 сехет те 49 минутра Ҫӗрпӳ округӗнчи Ҫамрӑксен поселокӗ ҫывӑхӗнче «Чанган» иномарка ВАЗ-2112 магина ҫине пырса кӗнӗ. ВАЗ водителӗ, 20-ри каччӑ, вырӑнтах вилнӗ. 2002, 2005 тата 2006 ҫулсенче ҫуралнӑ пассажирсем аманнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: иномарка водителӗ ӳсӗр пулнӑ. Полицейскисем ҫитиччен ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫак машина – Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Борис Клементьевӑн. 2023 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче, хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ хыҫҫӑнах, отставкӑна янӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӑрачкав округӗнчи Кожевенное ялӗ ҫывӑхӗнче вӑрман ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм 3 гектар лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» часах парӑнтарнӑ. Инкекре ҫынсем шар курман.

Инекеклӗ лару-тӑру министерстви вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулни пирки аса илтерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти патшалӑх организацийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен бухгалтер ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ.

Мессенджерсенчен пӗринче ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, хӗрарӑм пурӑнакан ҫуртра домофона улӑштарассине пӗлтернӗ, СМСпа килнӗ кода ыйтнӑ. Вал вара патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗмелли код пулнӑ. Хӗрарӑм ыйтнине каланӑ.

Кӑштахран ун патне тата тепӗр ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл хӑйӗнпе Росфинмониторинг ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑм кода ултавҫӑсене пӗлтерни пирки каланӑ май ун ячӗпе Украина ҫынни ячӗпе шанчӑк хучӗ ҫырса панине, ҫавна май ултавҫӑсем хӗрарӑм укҫипе усӑ курнисӗр пуҫне унӑн счёчӗпе террористла организацисене укҫан пулӑшассине ӗнентернӗ.

Ултавҫӑсене ӗненсе хӗрарӑм хӑйӗн кредит картти ҫинчи 230 пин укҫана банкоматра илсе ултавҫӑсен счёчӗ ҫине куҫарса янӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Улатӑр округӗнчи Междуречье ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. 9 гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ вӑл.

Ку кӑна мар. Пушара пула ялти 4 ҫурт ҫунса кайнӑ. Виҫҫӗшӗ пушӑ ларакан пӳрт пулнӑ, пӗринче вара ҫынсем пурӑннӑ.

Ҫулӑм ҫиллӗ ҫанталӑка пула хӑвӑрт сарӑлнӑ. Пушарнӑйсем унпа 6 сехет ытла кӗрешнӗ. Ку ӗҫе 16 ҫӑлавҫӑ тата 6 техника хутшӑннӑ. Юрать-ха, тепӗр икӗ ҫурта ҫулӑм хыпса илесрен ҫӑлма май килнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, [63], 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, ...466
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 13

1885
141
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
113
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
89
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
12
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та